Пятница, 19 апреля

Публикации

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет

Асанкасси иртнӗ ӗмӗрте халӑх йышӗпе те, ҫуртсен шучӗпе те районта Комсомольски хыҫҫӑн чи пысӑк ял шутланнӑ. Унта 2 пине яхӑн ҫын пурӑнни те пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара, ҫӗршыври, республикӑри чылай ялти пекех, пурӑнакансен йышӗ чакса пыни палӑрать. Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне кунта 326 хуҫалӑх шутланса тӑнӑ. Вӗсенче 897 ҫын пурӑнать. Асанкасси ялӗ хӑй пӗчченех Комсомольски муниципаллӑ округӗн территори уйрӑмӗ шутланать. Ӑна Н.Н.Карпов ертсе пырать. Ял пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки унпа калаҫрӑмӑр. Асанкасси ялӗ ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнта ларать. Ҫавӑнпа та унӑн урамӗсем утравсем ҫинче вырнаҫнӑнах туйӑнаҫҫӗ. Ял сарлака, унӑн тӑршшӗ те вӑрӑм. «Ял хушшинче ҫеҫ 20 пӗве, ҫырмасем нумай», — палӑртрӗ Николай Николаевич. Пӗвесене лайӑх пӑхса тӑраҫҫӗ. Пуҫаруллӑ бюджетпа усӑ курнипе те, уйрӑм ҫынсем тӑрӑш
Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать

Иртнӗ ҫул Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ 135 ҫул тултарчӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл пиншер ачана вулама-ҫырма вӗрентсе пӗлӳ тӗнчине илсе кӗнӗ. Паянхи кун та  шкулти педагогсем  ачасене вӗрентнипе пӗрлех тивӗҫлӗ воспитани парассине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗренекенсем тӗрлӗ енлӗн аталанччӑр тесе те тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен тавракурӑмне аталантарса пыраҫҫӗ. Коллектива С.В.Антонова директор чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Вӑл вӗрентекенсемпе пӗр чӗлхе тупса  умма лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тесе ҫине тӑрса ӗҫлет. Пултаруллӑ учительсене хавхалантарса, ҫамрӑксене пулӑшса пыма тӑрӑшать. Светлана Васильевна шкул пурнӑҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртес енӗпе нумай тимлет. Ачасене пӗлӳ парассин пахалӑхӗшӗн, педагогика ӗҫӗ-хӗлӗшӗн директорӑн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.И.Смирнова яваплӑ. Вӑл та хӑйӗн ӗҫне п

Ӑсталӑх класӗ иртрӗ

РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службинче йӗркеленӗ аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне июлӗн 12-мӗшӗнче ҫынсем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Аслӑ ӳсӗмрисемпе Л.Шорникова скрапбукинг енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ. Маттур ӑстаҫӑна «Ҫӗр тата ҫынсем» музей директорӗ   А.Полякова пулӑшса пычӗ. Пурте тулли кӑмӑлпа ӗҫе пикенсе хӑйсен аллипе илемлӗ открыткӑсем хатӗрлерӗҫ.  Ӗҫ вӗҫленнӗ май Л.Шорникова кашнине скрапбукинг мелӗпе ӑсталамалли фоторамкӑсем парнелерӗ. Ҫак кун православи тӗнне ӗненекенсем Питрав кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑмсемпе аллисене хуткупӑс тытнӑ арҫынсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене асра тытса, чӑвашла юрласа ташларӗҫ. Мероприятие хутшӑнакансем «Мучная сказка» пекарня кӑмӑлтан парнеленӗ кукӑльсемпе чей ӗҫрӗҫ. Аслӑ ӳсӗмри
Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра

Ҫемье вӑл — пӗр-пӗрне юратакан икӗ чӗре пӗрлешни, хӑйсен йӑхне малалла тӑсакансене кун ҫути парнелени, ашшӗ-амӑшӗпе ачисем хушшинче килӗшӳпе юрату хуҫаланни.  Туслӑ та ҫирӗп ҫемье кӑна кирек епле йывӑрлӑха та ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттерме пултарать.  Килӗшӳпе ҫураҫу, ӑшпиллӗх чи малтанах ашшӗпе амӑшӗнчен килет.  Ҫакӑ ачасене тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, мал ӗмӗтлӗ пулма ырӑ витӗм кӳрет. Раҫҫейре июлӗн 8-мӗшӗнче Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.  Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пӗр-пӗрне куҫран пӑхсах тата ҫур сӑмахранах  ӑнланакан мӑшӑрсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль парса чыслаҫҫӗ.  Муниципаллӑ округра пӗр-пӗрне хисеплесе, ӑнланса, чыслӑ та тату, юратупа пурӑнакан ҫемьесем чылайӑн.  Вӗсен йышне  Ефросиния Николаевнӑпа Георгий Анисимович Хораськинсен, Ма
Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса

Паянхи кун пурнӑҫ уттипе тан утас тесессӗн нумай информаци пӗлмелле.  Ку тӗлӗшпе халӗ радио-телевидени те, компьютерсемпе телефонсем те пур.  Ҫав вӑхӑтрах хаҫат-журнал урлӑ округ, республика, Раҫҫей шайӗнчи хыпарсене пӗлсе тӑракансем те чылай.  Вӗсем патне пичет изданийӗсене вӑхӑтра ҫитерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ те почта ӗҫченӗсем.  Унсӑр пуҫне почтальонсем пенси укҫи, ҫыру, извещени валеҫеҫҫӗ.  Почта уйрӑмӗнче  электроэнергишӗн, газшӑн, телефоншӑн, йӑлара усӑ куракан каяшшӑн тӳлевсем йышӑнаҫҫӗ.  Кунтах тӗрлӗ тавар та туянма пулать.  Тавар тенӗрен, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрне «Почта России»  маркировкӑпа  туса кӑлараҫҫӗ.   Куратӑр ӗнтӗ, паян почтӑра тӑрӑшакансен ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ.  Ҫакна эпӗ нумаях пулмасть Шурутри почта уйрӑмне ҫитсе хам&nbs
Ҫемьесен фестивалӗнче палӑрнӑ

Ҫемьесен фестивалӗнче палӑрнӑ

Пирӗн округра тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ҫемьесем сахал мар.  Вӗсем ӗҫре ҫеҫ мар, юрӑ-ташӑра та, спорт ӑмӑртӑвӗсенче те хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Ҫак кунсенче, акӑ, Родионовсен тата Григорьевсен туслӑ ҫемйисем «Семейная команда «Первых» республикӑри фестивальте пулнӑ.  Унта хутшӑнакансем «Наша дружная семья» тата «Семейный образ» енсемпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.  Родионовсем «Творческая семья», Григорьевсем  «Семейный образ» номинацисенче дипломантсем пулса тӑнӑ.  Округра ҫавӑн пек маттур та туслӑ, килӗшӳллӗ ҫемьесем пулни савӑнтарать.
Диплома тивӗҫнӗ

Диплома тивӗҫнӗ

Комсомольскинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Кубняночка» халӑх фольклор ансамблӗ Ҫӗрпӳре ҫулсеренех иртекен регионсем хушшинчи халӑх пултарулӑхӗн «Цивильский перезвон» фестивальне хутшӑннӑ. Унта вӗсен юрри-ташшине куракансем хапӑлласа йышӑннӑ.  Альбинӑпа Виктор Кокшинсем ертсе пыракан коллектив диплома тивӗҫнӗ.   Малашне те вӗсене ӑнӑҫусем сунатпӑр.                                              (ХАМӐР ИНФ. ).
Асра юлмалла иртрӗ

Асра юлмалла иртрӗ

Ял уявӗсем, урам кунӗсем ирттерни ҫынсене пӗр-пӗринпе тӗл пулма, ушкӑнпа савӑнма май панисӗр пуҫне туслӑха ҫирӗплетме те пулӑшаҫҫӗ.  Унсӑр пуҫне ҫавӑн пек мероприятисем халӑхсен йӑли- йӗркине сыхласа хӑварас, малалла аталантарас, ҫамрӑксене вӗсемпе паллашма май парас тӗлӗшпе те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.   Кӑҫалхи июлӗн 8-мӗшӗнче Элпуҫ территори уйрӑмӗнче пурӑнакансен  кӑмӑл-туйӑмӗ ирех савӑнӑҫлӑ пулчӗ.  Ҫак кун Элпуҫ ялӗ пуҫланса кайнӑранпа 380 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ.  Уява ҫак тӑрӑхра ҫут тӗнчене килнӗ, ешӗл курӑк ҫинче ҫар уран чупса ҫӳресе ӳснӗ, халӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакансем те чылайӑн килсе ҫитнӗ.  Тӑван ҫӗршыв, тӑван тавралӑх хӑй патнех  туртать ҫав.   Ял халӑхне паллӑ кун, пысӑк уяв ячӗпе округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С
«Несӗлсен сӑвапӗ» уяв иртрӗ

«Несӗлсен сӑвапӗ» уяв иртрӗ

Июлӗн 6-мӗшӗнче Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗ юрӑ-ташӑ сассипе тулса тӑчӗ. Унта йӑла-йӗркесене асра тытса регионсем хушшинче иртекен чӑваш халӑхӗн юрри-ташшин «Несӗлсен сӑвапӗ» уявӗ иртрӗ. Палӑртса хӑвармалла, ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн грантне выляса илнипе йӗркелеме май килнӗ.  Чӑваш Республикинчи  фольклор ушкӑнӗсем тата ытти регионсенче тымар янӑ чӑваш халӑхӗ инҫе ҫула кӗскетсе  палӑртнӑ вырӑна хавас кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитрӗҫ. Юрра-ташша юратакансем пӗрле пуҫтарӑнни тӑван халӑхӑмӑрӑн  йӑли-йӗркине сыхласа хӑварма тата малалла аталанма пулӑшать. Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ пӗринчен тепри илемлӗюрӑҫсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Уява Пушкӑрт Рес- публикинчи Йӑмран ялӗнчен «Ҫӑлкуҫ» чӑваш халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи А.Степанова), Тутар Республикинчи Аслӑ Терпитри «Тэ
Юрату вӑй-хӑват парать

Юрату вӑй-хӑват парать

Пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхнине, калаҫнине, хӑйсене тыткаланине пӑхсанах ку ҫемьере килӗшӳпе юрату хуҫаланнине асӑрхарӑм. «Пурнӑҫра юрату пур-и?» тесе ыйтсан, тен, теприсем иккӗленсе тӑнӑ пулӗччӗҫ е сӑмаха урӑх енне пӑрса яма хӑтланӗччӗҫ. «Юратусӑр ку тарана пурӑнса та ҫитеймен пулӑттӑмӑр. Вӑл пирӗншӗн вучах вырӑнӗнчех. Ӑшӑтать те, вӑй-хӑват та парать», —  терӗ  шухӑшласа тӑмасӑрах Елизавета Осиповна. Калаҫӑва ытларах унпа йӗркелесе пыма тиврӗ пулин те, мӑшӑрӗ, Николай Иванович калаҫнӑ вӑхӑтра ун сӑмахӗсене вӗҫне ҫитичченех итлесе тӑтӑмӑр. Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Красновсем патне мана вӗсем мӑшӑрлӑ пурӑнма пуҫланӑранпа 63 ҫул ҫитни тата ҫак кунсенче  ҫемье пуҫӗ 90 ҫул тултарни илсе ҫитерчӗ. Мӑшӑрсем ҫине пӑхатӑп та тӗлӗнетӗп. Мӗн кӑна курма тивмен-ши вӗсен пурнӑҫӗнче? Хуйхи-суйхи те,