Понедельник, 29 апреля

Велочупу иртет

Велочупу иртет

Июлӗн 22-мӗшӗнче велосипедпа ярӑнма килӗштерекенсен «100 км — Мӗншӗн тесен эпир Пӗрле» чупӑвӗ иртет.

Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюз организацийӗсемпе структура подразделенийӗсем йӗркелӗҫ. Тӑваттӑмӗш хут иртекен велочупу Комсомольски муниципаллӑ округӗнче старт илӗ. Малтанах «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн  территорийӗнче  хутшӑнакансен регистрацийӗ пулать.  9 сехетре велосипедсемпе ҫула тухӗҫ. Маршрут 120 ҫухрӑма тӑсӑлмалла. Вӑл Комсомольскинчен Патӑрьелне, унтан Елчӗк тӑрӑхне ҫитмелле. Финиш 18 сехетре Комсомольски муниципаллӑ округӗнче пулӗ.

Велочупӑва 18 ҫултан аслӑрах арҫынсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пурне те асӑнмалӑх медаль парса чыслӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *