Суббота, 27 апреля

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет

Асанкасси иртнӗ ӗмӗрте халӑх йышӗпе те, ҫуртсен шучӗпе те районта Комсомольски хыҫҫӑн чи пысӑк ял шутланнӑ. Унта 2 пине яхӑн ҫын пурӑнни те пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара, ҫӗршыври, республикӑри чылай ялти пекех, пурӑнакансен йышӗ чакса пыни палӑрать. Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне кунта 326 хуҫалӑх шутланса тӑнӑ. Вӗсенче 897 ҫын пурӑнать. Асанкасси ялӗ хӑй пӗчченех Комсомольски муниципаллӑ округӗн территори уйрӑмӗ шутланать. Ӑна Н.Н.Карпов ертсе пырать. Ял пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки унпа калаҫрӑмӑр.

Асанкасси ялӗ ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнта ларать. Ҫавӑнпа та унӑн урамӗсем утравсем ҫинче вырнаҫнӑнах туйӑнаҫҫӗ. Ял сарлака, унӑн тӑршшӗ те вӑрӑм. «Ял хушшинче ҫеҫ 20 пӗве, ҫырмасем нумай», — палӑртрӗ Николай Николаевич. Пӗвесене лайӑх пӑхса тӑраҫҫӗ. Пуҫаруллӑ бюджетпа усӑ курнипе те, уйрӑм ҫынсем тӑрӑшнипе те тасатса тирпейленӗ, илем кӗртнӗ. Шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсем тунӑ, шыв илме пымалли ҫулсене йӗркене кӗртнӗ. Уйрӑмах Кирилл Салаев тӑрӑшнипе йӗркене кӗртнӗ пӗвене пӑхма кӑмӑллӑ. Кунта выртса хӗвел ҫинче хӗртӗнмелли вырӑн та пур. Унта кӑҫал МЧСӑн шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе республикӑри пӗрлехи семинар-канашлу та иртнӗ. Пӗвепе юнашарах ял халӑхне, хуларан килнӗ хӑнасене канмалли хуралтӑсем туса лартнӑ. Кирилл Вячеславович ялта тӑвакан пур ӗҫе те хастар хутшӑнать. Ҫынсем ӑна староста пулма суйланӑ. Территори начальникӗн чӑн-чӑн пулӑшаканӗ вӑл. Ҫавӑн пекех ялти ушкӑн ӗҫӗсене йӗркелесе пырас тӗлӗшпе Олег Денисов, Сергей Кондратьев пуҫаруллӑ пулнине те палӑртрӗ территори начальникӗ. Вӗсем пек маттур ҫынсем ытларах пулсан хамӑр пурӑнакан, ӗҫлекен канакан вырӑнсем хӑтлӑ пулӗҫ, чуна савӑнтарӗҫ.

Асанкасси территори уйрӑмӗнче «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать. Ку хуҫалӑх, ҫӗрӗсем тикӗс мар, ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ пулсан та, уй-хир культурисем ҫитӗнтерес, выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗ туса илес енӗпе округра чи лайӑх ӗҫлекенсенчен пӗри. Ун ертӳҫине А.Н. Бахтерова халӑх муниципаллӑ округ депутатне  суйланӑ. Вӑл, ҫынсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернипе пӗрлех,  ял аталанӑвӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрать.  Кооператив пушар хуралне хӑй вӑйӗпе тытса тӑрать, ҫӗнӗ депо тунӑ. Нумаях пулмасть кӳлӗ чавнӑ. Кӑҫал пуҫару бюджетне хутшӑнса ялти Чернов, Пушкин урамӗсенчен пуҫласа кооперативӑн выльӑх-чӗрлӗх фермисем патне ҫитиччен ҫулсене юсама укҫа-тенкӗ хыврӗ. Ушкӑнпа тӑвакан ӗҫсенче те яланах тран- спортпа тата ытти енӗпе пулӑшса пырать.

Ялта вӑтам шкул пур, унтах культура ҫурчӗ те вырнаҫнӑ. Вӗренӳ ҫуртне 70 ача ҫӳрет. Шел пулин те, ҫураласлӑх чакса пырать. Иртнӗ ҫул 4 ача анчах кун ҫутине килнӗ. 18 ҫын ҫут тӗнчепе сывпулашнӑ. Кунсӑр пуҫне фельдшерпа акушер пункчӗ, аптека, ҫыхӑну уйрӑмӗ, райпо магазинӗпе кафе, уйрӑм ҫынсен магазинӗсем халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла ял халӑхӗ пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесе, укҫа-тенкӗ пуҫтарса чиркӳ хута янӑ. Ялти ҫуртсен 73 процентӗнче ҫутҫанталӑк газӗ ҫунать. Иртнӗ ҫул пӗр ҫемье догазификаци программипе усӑ курнӑ. Нумай ачаллӑ икӗ ҫемье ҫурт лартма патшалӑх енчен пулӑшу илнӗ.

Ял аталанӑвӗ, тирпей-илем унта пурӑнакансенчен нумай килет. Ҫавӑнпа та ушкӑнпа пурнӑҫлакан ӗҫсене ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ял инфраструктурине ҫирӗплетес тесе пуҫаруллӑ проектсене ӗҫе кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫулсеренех кунта ял урамӗсене хытӑ чул сарса тикӗслеҫҫӗ. Кӑҫал та ку енӗпе ӗҫлеме палӑртнӑ. Пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипех урамсенче ҫутӑ паракан хатӗрсем те вырнаҫтарнӑ. Хальлӗхе пур ҫӗрте те ку ӗҫе вӗҫлеймен-ха, ҫитес вӑхӑтра вӗсенче те каҫсерен ҫутӑ пулӗ. Ял ҫыннисем масар ҫинчи вилтӑприсене тасатма ҫулсеренех хутшӑннипе пӗрлех унта пыракан ҫула юсама, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрма, кӗнӗ ҫӗре брусчатка сарма, пӳрте тимӗр кӑмака лартма та укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ, патшалӑх пулӑшӑвӗпе те усӑ курнӑ.

Асанкассинчи сӑваплӑ ҫӑлкуҫа тасатса тирпей-илем кӗртес енӗпе юлашки ҫулсенче нумай ӗҫленӗ. Унта пыракан ҫула юсанӑ, валаксем лартнӑ, картлашкасем тунӑ, ҫурт вырнаҫтарнӑ. Паянхи кун ҫӑлкуҫ — ялти чи илемлӗ вырӑнсенчен пӗри.

— Маларахри ҫулсенче  ачасене выляма тунӑ  лаптӑксене те, хоккей коробкине те, спорт площадкине те пӑхсах тӑратпӑр. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫамрӑксем хӑйсен пуҫарӑвӗпе те спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелеҫҫӗ, — тет Н.Карпов.

Асанкасси ял тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине мобилизаципе тата контракт йӗркипе те чылайӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем те, ҫӗршыври мӗн пур халӑх пекех, ентешӗсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухас енӗпе те ӗҫленӗ. Апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тумтир пуҫтарса ӑсатнӑ. Нумаях пулмасть 20 палатка туянса ярса панӑ.

Яла аталантарас, унӑн инфраструктурине ҫирӗплетес тӗлӗшпе Раҫҫей, республика шайӗнче тӗрлӗ программӑсемпе проектсем ӗҫлеҫҫӗ. Асанкасси территори уйрӑмӗ вӗсене май килнӗ таран хутшӑнма тӑрӑшать. Ял малашлӑхӗ унта пурӑнакан мӗнпур ҫыннӑн тӑрӑшулӑхӗнчен  килет.

Историрен:

Асанкасси ялне  патшашӑн службӑра лайӑх тӑнӑшӑн панӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче Асан  Сулейманов пуҫарса янӑ тесе шутлаҫҫӗ.1566 ҫулта «Список с писцовой и межевой книги города Свияжска и уезда» кӗнекере Кӗтне юханшывӗ хӗрринче Асенюво (Асяново) ял ятне асӑнни пур.

(«Энциклопедия Комсомольского района»  кӗнекерен).

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *