Суббота, 27 апреля

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра

Ҫемье вӑл — пӗр-пӗрне юратакан икӗ чӗре пӗрлешни, хӑйсен йӑхне малалла тӑсакансене кун ҫути парнелени, ашшӗ-амӑшӗпе ачисем хушшинче килӗшӳпе юрату хуҫаланни.  Туслӑ та ҫирӗп ҫемье кӑна кирек епле йывӑрлӑха та ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттерме пултарать.  Килӗшӳпе ҫураҫу, ӑшпиллӗх чи малтанах ашшӗпе амӑшӗнчен килет.  Ҫакӑ ачасене тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, мал ӗмӗтлӗ пулма ырӑ витӗм кӳрет.

Раҫҫейре июлӗн 8-мӗшӗнче Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.  Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пӗр-пӗрне куҫран пӑхсах тата ҫур сӑмахранах  ӑнланакан мӑшӑрсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль парса чыслаҫҫӗ.  Муниципаллӑ округра пӗр-пӗрне хисеплесе, ӑнланса, чыслӑ та тату, юратупа пурӑнакан ҫемьесем чылайӑн.  Вӗсен йышне  Ефросиния Николаевнӑпа Георгий Анисимович Хораськинсен, Мария Ильиничнӑпа Петр Александрович Юмановсен, Людмила Витальевнӑпа Юрий Николаевич Григорьевсен туслӑ ҫемйисем кӗреҫҫӗ.  

Ефросиния Николаевнӑпа Георгий Анисимович Хораськинсем 60 ҫул   килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.  Ҫемье пуҫӗ Йӑлмахва ялӗнче 1935 ҫулта кун ҫути курнӑ.  Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫуралнӑран унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман.  Ашшӗне вӑрҫа илсе кайсан ҫемьере аслӑ ывӑлӗ пулнӑран амӑшне пур ӗҫе те пурнӑҫлама пулӑшнӑ.  12 ҫулти арҫын ача «Знамя» колхозра конюх пулса вӑй хурать.  1951 ҫултан пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен фермӑра скотник ӗҫне пурнӑҫлать.  Унӑн ӗҫ стажӗ 50 ҫулран та иртет.   Георгий Анисимовича нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫлӗнӗшӗн «Хисеп палли» орден, «Социализмла ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи» паллӑ, Хисеп хучӗсем парса чысланӑ.  Ҫавӑн пекех ӗҫ ветеранӗ ята та тивӗҫнӗ.  Георгий Анисимовичӑн мӑшӑрӗ, Ефросиния Николаевна, Йӑлмахва ялӗнче 1937 ҫулта ҫуралнӑ.  Хирти Мӑнтӑрти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн фермӑра дояркӑра ӗҫленӗ.  Пур ӗҫе чунӗпе парӑнса тӑвакан хӗрарӑм кирпӗч заводӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ.  Каярах пахча ҫимӗҫ бригадинче ӗҫленӗ.  Нумай ачаллӑ амӑшӗ пулнӑран 50 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.  Анчах та Ефросиния Николаевна алӑ усса килте ларман, тӑван колхоз енне выртакан сукмака малалла такӑрлатнӑ.  Ахальтен мар ӑна тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн наградӑсемпе чысланӑ.  Вӗсен хушшинче I тата II степеньлӗ Ача амӑшӗн медалӗ те пур.  Ҫавӑн пекех Ефросиния Николаевна ӗҫ ветеранӗ те.

Хораськинсем иккӗшӗ те Йӑлмахва ялӗнче ҫуралнӑ.  Вӗсем мӗн ачаран пӗр урамра выляса ӳснӗ.  Улах ларма та пӗрлех ҫӳренӗ.   Вӑрӑм ҫивӗтлӗ хӗре Георгий малтанах куҫ хывнӑ.  Анчах сӑпайлӑ та именчӗк чӑваш каччи хӗре юратни ҫинчен пӗлтерме тӑхтаса тӑнӑ.  Пурнӑҫра пурте Турӑ ирӗкӗпе пулса иртет.  Илемлӗ хӗре  Георгий амӑшӗ те килӗштернӗ, кин тума ӗмӗтленнӗ.  Ҫапла вара Хораськинсен ҫемйи ҫуралнӑ.  Хунямӑшӗпе кинӗ нумай ҫул пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑннӑ.  Ҫамрӑк мӑшӑр кирпӗчрен ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ, 6 ача ҫуратса ӳстернӗ.  Паянхи кун вӗсене 11 мӑнукӗ тата 10 мӑнмӑнукӗ савӑнтарса пурӑнаҫҫӗ.  

Чӑннипех те Хораськинсем пысӑк та туслӑ ҫемйи пуриншӗн те тӗслӗх вырӑнӗнче.  Вӗсем ялти сумлӑ ҫынсем.  Пӗр-пӗрне сивӗ сӑмах каламасӑр килӗштерсе те юратса пурӑнаҫҫӗ.

Комсомольски  муниципаллӑ округри тепӗр тӗслӗх вырӑнӗнчи ҫемье — Мария Ильиничнӑпа Петр Александрович Юмановсем.  Вӗсем 44 ҫул пӗрле кашни ҫӗнӗ куна кӗтсе илеҫҫӗ.  

Петр Александрович 1958 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Палакасси ялӗнче ҫуралнӑ.  Хӗсметрен таврӑнсан ӗҫе вырнаҫнӑ.  Ӗҫ кӗнекине Комсомольскинчи «Сельхозэнерго» производство цехӗнче пуҫланӑ.  Унта электрослесарьте ӗҫленӗ.  Чылай ҫӗрте водительте вӑй хунӑ.  Хӑйӗн пурнӑҫне руль умӗнче тата ҫул ҫинче ирттернӗ тесессӗн те йӑнӑш пулмӗ.  2008 ҫулта сывлӑх енӗпе тивӗҫлӗ канӑва тухать.  

Мария Ильинична Юманова 1959 ҫулта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ.  Комсомольскинчи райпо ҫумӗнчи сутуҫӑ шкулне пӗтернӗ.  1978 ҫулта Комсомольскинчи сельхозтехника ҫумӗнчи магазинта ӗҫлеме пуҫланӑ.  1979—1989 ҫулсенче Комсомольскинчи Госбанк уйрӑмӗнче экономист пулса вӑй хунӑ.  1989 ҫултан пуҫласа тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Комсомольски райповӗнче магазин заведующийӗнче ӗҫленӗ.  Мария Ильничнӑна нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн районӑн тата республикӑн Хисеп хучӗсене парса чысланӑ, ӗҫ ветеранӗ ята та тивӗҫнӗ.    

Петр Александровичпа Мария Ильинична 1979 ҫулта пӗрлешнӗ.  Икӗ ывӑл ҫуратса, тӗрӗс воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.  Вӗсене 5 мӑнукӗ тунсӑхлама  памасть.  Юмановсем халӗ тивӗҫлӗ канура.  Вӗсен кил-ҫурчӗ тирпейлӗ, хуҫалӑхӗ ҫирӗп, алӑкӗ яланах уҫӑ.  Кил хушшинче те, пахчара та тасалӑх, килӗнче вара — хӑтлӑх хуҫаланаҫҫӗ.  

Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан Людмила Витальевнӑпа Юрий Николаевич Григорьевсем те ҫемье ӑшшине упраса пурӑнаҫҫӗ.  Юрий Николаевич 1967 ҫулта Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.  Ачаранах «Заветы Ильича» колхозра ӗҫленӗ.  Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра комбайнера пулӑшаканӗнче тӑрӑшнӑ.  Хӗсметрен таврӑнсан ӑна трактор рульне шанса панӑ.  Вырма вӑхӑтӗнче комбайнпа уй-хирте ӗҫленӗ.  1997 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен «Труд» ЯХПКра запас пайсен склачӗн заведующийӗнче вӑй хурать.  Ӑна нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тӗрлӗ Хисеп хучӗсем парса чысланӑ.  Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫ ветеранӗ ята та илме тивӗҫ пулнӑ.  

Людмила Витальевна 1969 ҫулта Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ.  1989 ҫулта Горькинчи суту-илӳ техникумӗнчен  вӗренсе тухнӑ.  1992 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен Чӗчкен территори уйрӑмӗнче тӗп специалист-эксперт пулса ӗҫлет.  Ҫавӑн пекех 2011 ҫултан пуҫласа муниципаллӑ службӑн референт ӗҫне те пурнӑҫлать.  Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ.  Людмила Витальевнӑна ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн чылай Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.  

Григорьевсем 32 ҫул пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланса пурӑнаҫҫӗ.  Вӗсем икӗ хӗр ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ.  Ачисене пур енчен те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, мӑнукӗсене пӑхса ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.  

Кӑҫал Хораськинсен, Юмановсен, Григорьевсен ҫемйисем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале илме тивӗҫ пулчӗҫ.  Вӗсене ҫак ятпа Комсомольски муниципаллӑ округӑн депутатсен Пухӑвӗн ертӳҫи С.Грачева, Комсомольски, Кайнлӑк, Чӗчкен территори уйрӑмӗсен начальникӗсем М.Илларионова, А.Кузьмин, Н. Тумаланов, Луцки храмӗн настоятелӗ Сергий иерей, округри ЗАГС пайӗн начальникӗ О. Федотова, тӗп библиотека директорӗ И.Ядрова парнесемпе чечек ҫыххисем парса уявпа саламларӗҫ, малашне те ҫемье вучахне упраса, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма сунчӗҫ.  Уява

В.Ванюркин, Альбинӑпа Виктор Кокшинсем юрӑсемпе шӑрантарса тата та савӑнӑҫлӑрах турӗҫ.  

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗн символӗ — салтак тӳми чечекӗ.  Вӑл таса юратӑва, шанчӑклӑха сӑнарлать.  Ҫемье — кашни ҫыннӑн чи пысӑк телейӗ.  Упрар та хаклар ӑна.

Анна МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *