Воскресенье, 12 мая

Информаци кунӗ пулать

Ҫитес юнкун, июлӗн 19-мӗшӗнче, пирӗн муниципаллӑ округра, пӗтӗм Чӑваш Енри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртет.  Халӑхпа тӗл пулма республикӑри тӗрлӗ шайри влаҫ  органӗсенче ӗҫлекенсем килеҫҫӗ.

Информаци кунӗн темисем: хула тата муниципалитет округӗ- сенче нумай хваттерлӗ ҫуртсен территорийӗсене хӑтлӑх кӗртесси; муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш ҫӳрекен маршруткӑсене йӗркелесси; хытӑ каяшсемпе усӑ курнӑ чухне экологи хушӑвӗсене ҫирӗп пӑхӑнассин тата юханшывсене сиенлӗ япаласем юхтарса кӑларнин ыйтӑвӗсене сӳтсе явасси; ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнасси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *