Воскресенье, 28 апреля

Ӑсталӑх класӗ иртрӗ

РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службинче йӗркеленӗ аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне июлӗн 12-мӗшӗнче ҫынсем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Аслӑ ӳсӗмрисемпе Л.Шорникова скрапбукинг енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ.

Маттур ӑстаҫӑна «Ҫӗр тата ҫынсем» музей директорӗ   А.Полякова пулӑшса пычӗ. Пурте тулли кӑмӑлпа ӗҫе пикенсе хӑйсен аллипе илемлӗ открыткӑсем хатӗрлерӗҫ.  Ӗҫ вӗҫленнӗ май Л.Шорникова кашнине скрапбукинг мелӗпе ӑсталамалли фоторамкӑсем парнелерӗ.

Ҫак кун православи тӗнне ӗненекенсем Питрав кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑмсемпе аллисене хуткупӑс тытнӑ арҫынсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене асра тытса, чӑвашла юрласа ташларӗҫ. Мероприятие хутшӑнакансем «Мучная сказка» пекарня кӑмӑлтан парнеленӗ кукӑльсемпе чей ӗҫрӗҫ. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсем тӗл пулу йӗркелекенсене тав турӗҫ.

Анна МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *