Публикации

Александр Осипов ӗҫрен кайнӑ

Александр Осипов ӗҫрен кайнӑ

Июлӗн 26-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта депутатсем маларах тунӑ хӑшпӗр йышӑнусене улшӑнусем кӗртессине сӳтсе явса ырланӑ. Çавӑн пекех депутатсен Пухӑвӗн шалти финанс аудитне йӗркелемелли тата пурнӑҫа кӗртмелли формине суйласа илнӗ, округри Çамрӑксен парламентне йӗркелесси ҫинчен калакан Положение ҫирӗплетнӗ, ытти ыйтусене пӑхса тухнӑ.  Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусем хушшинче Александр Осипов срок ҫитиччен Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн полномочийӗсене чарса лартасси ҫинчен калакан заявление те пӑхса тухнӑ. А.Н.Осипов хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен тухнӑ май муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Николай Никандрович Рас
Уй-хирте ӗҫ шавӗ тӑрать

Уй-хирте ӗҫ шавӗ тӑрать

Тырпула пухса кӗртме вӑхӑт ҫывхарнине систерсе уй-хир сарӑ тӗспе витӗнчӗ. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем вырмана тухрӗҫ. Июлӗн 27-мӗшӗ тӗлне «Искра» колхоз, «Дружба», «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗсем, «Сюрбеево» ООО, Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса кӗртме тытӑннӑ.  Пурӗ 210 гектар вырса ҫапнӑ, 250 тонна тырӑ йӗтемсем ҫине кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 25 центнерпа танлашать. Хуҫалӑхсем кӗрхи тулӑ, урпа, пӑрҫа пуҫтараҫҫӗ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес енӗпе те  ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Хальлӗхе 17041 тонна сенаж, 5339 тонна утӑ хатӗрленӗ. «Искра» колхоз тата «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ кӗр тыррисем акма пурӗ 385 гектар ҫӗр хатӗрленӗ. Уй-хирте ӗҫсем хӗрсе пыраҫҫӗӗ Кашни хуҫалӑхах уяр кунпа туллин усӑ курса палӑртн
Ватӑсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Ватӑсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Иртнӗ юнкун Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин ӗҫченӗ Ирина Самарина  Чӑваш Ен Ĕҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн  социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн  Шурутри ватӑсемпе инвалидсен стационарӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ. Вӗсене пенсипе тата социаллӑ пулӑшу парас енӗпе йышӑннӑ саккунсенчи улшӑнусем, электронлӑ пулӑшусем ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Çавӑн пекех вӑл ватӑсене интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравланӑ. Аслӑ ӳсӗмрисен «Серебрянный возраст» хутшӑну центрӗн хастарӗсем Тукайри Валентина Курицына тата Шурутри Галина Симакова та ватӑсем  патне ырӑ туйӑмсемпе ҫитнӗ. Вӗсем кӑмӑлтан шӑрантарнӑ юрӑсене стационарта пурӑнакансем  хапӑлласа йышӑннӑ. Шурутри ветерансен тата инвалидсен уйрӑмӗн

Манӑн хаклӑ ҫыннӑмсем

Кукамайпа кукаҫи, асаттепе асанне — ҫын пурнӑҫӗнче хаклӑ тупра. Вӗсем пур ҫынсем пуян та телейлӗ. Кукаҫипе кукамай пуртан хама та ҫакӑн пек ҫынсен шутне кӗртетӗп. Вӗсем — Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Зинаида Аркадьевнӑпа Геннадий Григорьевич Федоровсем. Иккӗшӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех ял хуҫалӑх производствинче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Хӑйсен хастар ӗҫӗпе ял ҫинче хисеп ҫӗнсе илнӗ. Зинаида Аркадьевна Юнтапа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам шкул пӗтерсен  Патӑрьелӗнчи профтехучилищӗре ветеринара вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн 1974 ҫулта Тутар Шурут ферминче хӑйӗн специальноҫӗпе ӗҫленӗ. Çулталӑкран Йӳҫ Шӑхаль каччипе Геннадий Федоровпа пӗрлешнӗӗ Малалла ӑна пурнӑҫ ҫулӗ Йӳҫ Шӑхаль сӗт-ҫу фермине илсе ҫитернӗ. Кунта вӑл пилӗк ҫул дояркӑра вӑй хунӑ, Юнтапа ялӗнче ветеринарта пӗр вӑхӑт тӑрӑшнӑ. Пултарулӑ
Ветерана асӑнса  турнир иртрӗ

Ветерана асӑнса  турнир иртрӗ

Июлӗн 25-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче спорт ветеранне, шашка вӑййипе спорт мастерӗн кандидачӗ пулнӑ В.В.Ильина асӑнса ветерансем хушшинче шашка-шахмат турнирӗ иртрӗ. Аслӑ Çӗрпӳел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Виталий Васильевич мӗн ачаранах спортпа туслӑ пулнӑ. Уйрӑмах вӑл шашкӑлла тата шахматла выляма юратнӑ. Çак енсемпе районти, республикӑри ӑмӑртусене хутшӑнса пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсен ретне кӗнӗ. Районта та шашка-шахмат вӑййине сарса ӑна аталантарас енӗпе чылай ӗҫ тунӑ. Ачасене хушма пӗлӳ паракан центрта ятарлӑ кружок ертсе пынӑ. Унта вӑл вӗренекенсене  шашка тата шахмат вӑййисен вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме пулӑшнӑ. Виталий Ильин вӗрентнӗ ачасем ӑна паянхи кун та ырӑпа аса илеҫҫӗ. Унӑн воспитанникӗсем  район чысне тӗрлӗ ӑмӑртусенче тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Шашка федераций
Тинӗс-Ҫар Флочӗ — пурнӑҫ шкулӗ

Тинӗс-Ҫар Флочӗ — пурнӑҫ шкулӗ

РФ Президенчӗн 2006 ҫулхи майӑн 31-мӗшӗнчи 549 №-лӗ Указӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне ҫулсерен июлӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен професси уявне Раҫҫейӗн тинӗс чиккисен хуралӗнче тӑнисем, хӗсмет ҫулӗсене карапсемпе, пурнӑҫне флота тивӗҫтерессипе ҫыхӑнтарнисем, ҫар ҫыннисен ҫемйисем, флот учрежденийӗсемпе предприятийӗсен рабочийӗсемпе служащийӗсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ветеранӗсем пурте палӑртаҫҫӗ. Раҫҫей Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунӗнче мӗнпур ӑрури ҫар морякӗсене, вӗсен амӑшӗсемпе арӑмӗсене, ҫывӑх ҫыннисене чыслаҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уява ҫулсерен флот пайӗсен харпӑр йышне строя тӑратнинчен тата Андреевски,  сигнал ялавӗсене ҫӗкленинчен пуҫлаҫҫӗ. Ҫав кун Лӑпкӑ океан, Ҫурҫӗр, Балти тата Хура тинӗс флочӗсем, ҫавӑн пекех К
 «Ҫӗрулми анин кунӗ» асра юлӗ

 «Ҫӗрулми анин кунӗ» асра юлӗ

«Ҫӗрулми — иккӗмӗш ҫӑкӑр», теҫҫӗ халӑхраӗ ҫак ҫимӗҫпе ӗҫлекенсем тӑтӑшах тӗлпулусем йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ, июлӗн 21-мӗшӗнче Комсомольски тата Елчӗк муниципаллӑ округӗсенче «Слава картофелю» агрофирма уйӗсенче «Ҫӗрулми анин кунӗ» ирттерчӗҫ. Унта Раҫҫейӗн Европа пайӗнчен, Беларуҫрен тата Казахстанран «иккӗмӗш ҫӑкӑрпа» ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ. Ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсем валли анлӑ программа хатӗрленӗ. Кунта хутшӑнакансене икӗ ушкӑна пайласа теплица комплексӗпе,  культурӑна микроклоналлӑ ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен лабораторипе, вӑрлӑхлӑх ӳстерекен ҫӗрулмисен управӗпе, ҫӗршывӗпе паллӑ ҫимӗҫӗн чаплӑ сорчӗсем ҫитӗнекен уй-хирпе паллаштарчӗҫ. Пӗр ушкӑна — Хасиятулла Идиатуллин, теприне Рамиль Идиатуллин ертсе пычӗҫ. Пирӗн тӑрӑхри ҫилпе хумханса ларакан вӗҫӗ-хӗррисӗр ем-ешӗл ҫӗрулми ани
100 ытла ҫухрӑма парӑнтарнӑ

100 ытла ҫухрӑма парӑнтарнӑ

Июлӗн 22-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗнче «100 км — Мӗншӗн тесен эпир Пӗрле» профсоюз ӗҫченӗсен велосипед чупӑвӗ тӑваттӑмӗш хут старт илнӗ. Велочупӑва хутшӑнакансене округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, «Профсоюз ТВ» тӗп редакторӗ Сергей Драндров саламланӑ, дистанцире ӑнӑҫу суннӑ. Ҫуллахи хӗвеллӗ кун вӑрӑм дистанцие парӑнтарма хастарсем хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа ҫула тухнӑ. Унта ҫӗршывӑн 14 регионӗнчен 200-е яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, вӗсен шучӗ кашни ҫул ӳссех пырать. Колоннӑна Архангельск облаҫӗнчи велосипедистсем ертсе пынӑ. Маршрут 120 ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. Спортпа туслӑскерсем Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк округӗсен территорийӗсене ҫитсе килнӗ. Велочупӑва хутшӑнакансене  ГИБДД тата медицина тытӑмӗнче ӗҫлекенсем хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтернӗ. Велосипед ҫинче ларса
Пӗрле ытларах ырӑ ӗҫ тума пултаратпӑр

Пӗрле ытларах ырӑ ӗҫ тума пултаратпӑр

«Нушана лекнӗ ҫынсене пулӑшма пуҫлас тесен «Forbs» списокӗнче пулни кирлех мар. Йӗри-тавра мӗн пулса иртнине сӑнама куҫ курни, чӗре сисӗмлӗ пулни те ҫителӗклӗ», — тет  ЧЕБДОБРОн (Шупашкарти доброволецсен пӗрлешӗвӗн) никӗслевҫи тата ертӳҫи Роман Родионов. «ЧЕБДОБРО» — Чӑваш Республикинче пурӑнакансем  лайӑх пӗлекен пархатарлӑ та тухӑҫлӑ проект, хӑйӗн ӗҫӗпе, уҫҫӑнлӑхӗпе, шанчӑклӑхӗпе вӑл ҫынсен хисепне ҫӗнсе илнӗ. Организацие 2009 ҫулта туса хунӑ. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫе ҫынсем хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫапа туса пыраҫҫӗ. Вӑл Чӑваш Енри, Тутарстанри, Чулхула тата Ульяновск облаҫӗсенчи социаллӑ учрежденисене, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ уйрӑм ҫынсене тӳлевсӗр пулӑшать. Пуҫарса янӑранпа пӗрлешӳ темиҫе ыркӑмӑллӑх проектне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ: ача ҫурчӗсемпе шкул-интернатсен воспитанникӗсемпе выпускни
Пӗрлӗхре — вӑй!

Пӗрлӗхре — вӑй!

Асанкасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пӗрремӗш кунранах пулӑшу кӳреҫҫӗ. Салтаксем валли укҫа-тенкӗ, тумтир, апат-ҫимӗҫ, блиндажсенче усӑ курмалли ҫуртасем, куллен кирлӗ япаласем пуҫтарнӑ. Шкул ачисем ҫырусем ҫырнӑ. Пурне те каласа пӗтерме те ҫук. Халӗ вара ял халӑхӗ маскировка сеткисем ҫыхас тӗлӗшпе тимлет. Ҫак  пуҫарӑва «Своих не бросаем» Ыркӑмӑллӑх фончӗн округри ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ун хыҫҫӑн ку ӗҫе кашни ял тӑрӑхӗ кӳлӗннӗ. Асанкассисем те ыттисенчен юлас мар терӗҫ. Кирек мӗнле ӗҫе те йӗркелесе яракан кирлӗ. Кунта Асанкасси территори уйрӑмӗнче ӗҫлекен Алена Калюковӑна,  Ирина Прокопьевӑна, вӑтам шкулти пуҫламӑш классене вӗрентекен Оксана Копташкинӑна асӑнса хӑвармалла. Вӗсем ҫине тӑнипе кӗске хушӑрах ял ҫыннисем ӗҫе кӳлӗнчӗҫ. Кашни кун территори