Пӗрлӗхре — вӑй!

Пӗрлӗхре — вӑй!

Асанкасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пӗрремӗш кунранах пулӑшу кӳреҫҫӗ. Салтаксем валли укҫа-тенкӗ, тумтир, апат-ҫимӗҫ, блиндажсенче усӑ курмалли ҫуртасем, куллен кирлӗ япаласем пуҫтарнӑ. Шкул ачисем ҫырусем ҫырнӑ. Пурне те каласа пӗтерме те ҫук. Халӗ вара ял халӑхӗ маскировка сеткисем ҫыхас тӗлӗшпе тимлет. Ҫак  пуҫарӑва «Своих не бросаем» Ыркӑмӑллӑх фончӗн округри ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ун хыҫҫӑн ку ӗҫе кашни ял тӑрӑхӗ кӳлӗннӗ.

Асанкассисем те ыттисенчен юлас мар терӗҫ. Кирек мӗнле ӗҫе те йӗркелесе яракан кирлӗ. Кунта Асанкасси территори уйрӑмӗнче ӗҫлекен Алена Калюковӑна,  Ирина Прокопьевӑна, вӑтам шкулти пуҫламӑш классене вӗрентекен Оксана Копташкинӑна асӑнса хӑвармалла. Вӗсем ҫине тӑнипе кӗске хушӑрах ял ҫыннисем ӗҫе кӳлӗнчӗҫ. Кашни кун территори уйрӑмӗн ҫурчӗ патне ватти те, вӗтти те утать. Кунта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене курма пулать. Ӗҫ кал-кал пычӗ. Сетка ҫыхакансенчен чи ватти — 82 ҫулта, чи кӗҫӗнни — 5 ҫулта. Уйрӑмах ачасем пысӑк хастарлӑх кӑтартрӗҫ, Асанкасси шкулӗнче вӗренекенсем те, хуларан килнисем те. 3—4 ҫулти ачасем те асламӑш-кукамӑшӗсемпе пӗрле ҫӳрерӗҫ, вӗсен хаваслӑ кулли аслисене вӑй-хал парса тӑчӗ.

Пирӗн ялта ҫуралса ӳснисем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине мобилизаципе тата контракт йӗркипе те чылайӑн  кайрӗҫ. Ыркӑмӑллӑх акцине вӗсен ҫемье членӗсем те хутшӑнчӗҫ. Паянхи куна 2 эрне хушшинче 16 сетка ҫыхса пӗтернӗ. Йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне тӗрев пани питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хаклӑ вӑхӑта шеллемесӗр ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑннӑ кашни ҫынна, Ыркӑмӑллӑх фончӗн округри ӗҫченӗсене кирлӗ материалпа тивӗҫтернӗшӗн пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Пӗрлӗхре — вӑй.                             

Ирина СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *