«Ҫӗрулми анин кунӗ» асра юлӗ

 «Ҫӗрулми анин кунӗ» асра юлӗ

«Ҫӗрулми — иккӗмӗш ҫӑкӑр», теҫҫӗ халӑхраӗ ҫак ҫимӗҫпе ӗҫлекенсем тӑтӑшах тӗлпулусем йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ, июлӗн 21-мӗшӗнче Комсомольски тата Елчӗк муниципаллӑ округӗсенче «Слава картофелю» агрофирма уйӗсенче «Ҫӗрулми анин кунӗ» ирттерчӗҫ. Унта Раҫҫейӗн Европа пайӗнчен, Беларуҫрен тата Казахстанран «иккӗмӗш ҫӑкӑрпа» ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ.

Ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсем валли анлӑ программа хатӗрленӗ. Кунта хутшӑнакансене икӗ ушкӑна пайласа теплица комплексӗпе,  культурӑна микроклоналлӑ ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен лабораторипе, вӑрлӑхлӑх ӳстерекен ҫӗрулмисен управӗпе, ҫӗршывӗпе паллӑ ҫимӗҫӗн чаплӑ сорчӗсем ҫитӗнекен уй-хирпе паллаштарчӗҫ. Пӗр ушкӑна — Хасиятулла Идиатуллин, теприне Рамиль Идиатуллин ертсе пычӗҫ.

Пирӗн тӑрӑхри ҫилпе хумханса ларакан вӗҫӗ-хӗррисӗр ем-ешӗл ҫӗрулми ани кашнинех хӑй патне илӗртрӗ. Мероприятие хутшӑнакансем автобуссенчен ансассӑнах пӗр тӑхтаса тӑмасӑр симӗс авӑра аллисемпе тытса пӑхса тимлӗн сӑнарӗҫ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» ӳсекен ана ҫинче пахча ҫимӗҫе чавса кӑларса курав йӗркелени  пурин кӑмӑлне кайни те палӑрчӗ. Тӗлпулӑва йӗркелекенсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Тимлӗн итлекенсем вара ыйтусем парса кирлӗ информаципе пуянланчӗҫ.

«Эпир ҫак мероприятие 21-мӗш хут ирттеретпӗр. Унӑн тӗллевӗ — бизнес-партнерсемпе тӗл пуласси, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси. Паянхи кун пӗрле килӗштерсе ӗҫлесе ҫӗрулми ҫитӗнтерес ӗҫӗн пахалӑхне ӳстеретпӗр. Эпир — уҫӑ компани, хамӑрӑн ҫитӗнӳсене пытармастпӑр, вӗсене пӗр-пӗринпе пайлама яланах хатӗр», — палӑртрӗ «Слава картофелю» агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Рамиль Идиатуллин.

Пӗлтӗрхи кӑтартусем тӑрӑх, 8 пин ытла микро ӳсен-тӑран, 35 пин тӗп вӑрлӑхлӑх ӳстерекен мини-улма, 66 тонна суперсупер элита тата 138 тоннӑна яхӑн супер элита вӑрлӑх пуҫтарса илнӗ. Ҫак калӑпӑш Чӑваш Республикине тата кӳршӗ регионсене элита класлӑ вӑрлӑхпа туллин тивӗҫтерме май парать.

«Гулливер», «Метеор», «Самба», «Краса Мещеры», «Пламя» сортсем лайӑх енчен палӑрнӑӗ Чӑваш Енре тӗрӗслевре ҫӗрулмин ҫӗнӗ гибричӗ пуррине палӑртнӑ. Ӑна «ФИЦ картофеля имени А.Г.Лорха» ФГБОУ институчӗпе пӗрле хатӗрленӗ.

«Патшалӑх пире пулӑшсах пырать, мӗншӗн тесен вӑрлӑха локализацилемелле, турттарса килмелле мар. Чи малтанах ҫакӑ пирӗн ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ те. Хальлӗхе ҫӗнӗ сорта ят паман-ха, шухӑшсем пур», — пӗлтерчӗ Рамиль Хасиятуллович.

Маларах вице-премьер, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов «Ҫӗрулми анин кунӗ» семинар, регионсем хушшинчи «Ҫӗрулми» куравӗ йӑлана кӗнӗ тата ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсем хӑйсем пуҫарнипе ирттерекен мероприятисем пулнине палӑртнӑ. «Чӑваш Ен — ҫӗрулми ӳстерес ӗҫре лидерсен шутӗнче. 100 гектар ҫӗр пуҫне туса илессипе мӗнпур категорири хуҫалӑхсенче Атӑлҫи федераллӑ округӗнче 1-мӗш вырӑн тата Раҫҫейре 7-мӗш вырӑн йышӑнатпӑр. Отрасле малалла аталантарма, чи лайӑх практикӑсене сарма Раҫҫейре тата ытти ҫӗршывсенче ҫӗрулми ӳстерекенсем чӑваш ҫӗрӗ ҫинче иртекен  тӗлпулусене хутшӑнни — тӗрӗс йышӑнусенчен пӗри», — тенӗ Сергей Артамонов.

Анна МАТРОСОВА хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *