Публикации

Пӳлме сарӑ «ылтӑнпа» тулать

Пӳлме сарӑ «ылтӑнпа» тулать

Уй-хирти ӗҫсен ӑнӑҫлӑхӗ ҫанталӑк условийӗсенчен тӳр-ремӗнех килнине ял ҫынни лайӑх ӑнланать. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырма кунран-кун вӑй илсе пырать. Пурте шӑрӑх та типӗ ҫанталӑкпа туллин усӑ курса пулса ҫитнӗ тухӑҫа вӑхӑтра тата тӑкаксӑр пуҫтарса илессишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Хирсенче трактор-комбайн шавӗ пӗр самантлӑха та лӑпланмасть. «Луч» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче те вырма ӗҫӗсем ӑнӑҫлӑ пыраҫҫӗ. Хуҫалӑхра 720 гектар ҫинче тӗш-тырӑ ҫитӗнтернӗ. Кунта хальхи вӑхӑтра урпана ҫапса тӗшӗлессипе тимлеҫҫӗ. Вӑл 320 гектар йышӑнать, 280 гектар ҫинче  ҫурхи тулӑ, 120 гектар ҫинче сӗлӗ ҫитӗнтернӗ. Сӗлле кӗске хушӑрах пуҫтарса илнӗ. Августӑн 6-мӗшӗ тӗлне 200 гектар ҫинчи урпана ҫапса тӗшӗленӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектартан 32 центнерпа танлашать. Вӗҫӗ-хӗррисӗр
Вырма вӑй илсех пырать

Вырма вӑй илсех пырать

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырма вӑй илсех пырать. Пур хуҫалӑх  та ҫу каҫа ҫитӗнтернӗ тырпула вӑхӑтра та тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртес тесе тӑрӑшать. Агустӑн 7-мӗшӗ тӗлне 4149 гектар ҫинчи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырса ҫапнӑ. Вӑл шутран 1449 гектар кӗрхи тулӑ, 248 гектар ыраш, 1735 гектар урпа, 525 гектар сӗлӗ, 30 гектар вика, 191,5 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине 10679,5 гектар тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 25,7 центнерпа танлашать. Кӑҫал кӗрхи тулӑ тата урпа тухӑҫӗ (кашни гектартан 26,7—26,2 центнер) лайӑхрах. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӗр тыррисем акма 755 гектар ҫӗр хатӗрленӗ, ку ӗҫе 6 хуҫалӑхра тытӑннӑ.  «Родина» ООО (214 гектар), Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ (60 гектар), «Рассвет» ЯХПК (30 гектар), «Искра» к

Хавхаланупа таврӑнтӑмӑр

Ҫак кунсенче пирӗн округри шкул директорӗсен воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫисем (советниксем) Санкт-Петербургран таврӑнчӗҫ. Хамӑр тӑрӑхри вунпӗр педагог июлӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 4-мӗшӗччен А.И.Герцен ячӗллӗ университет никӗсӗ ҫинче квалификацие ӳстерекен программӑпа вӗрентӗмӗр. Мурманск, Чулхула, Омск облаҫӗсенчи, Пермь крайӗнчи тата Чӑваш Республикинчи 300 ытла вӗрентекенпе пӗрле занятисенче тӗрлӗ тематикӑпа лекцисем итлерӗмӗр. Ҫавӑн пекех  вӗрентӳ семинарӗсене, дискусси площадкисене, мастер-классене тата усӑллӑ ытти  мероприятисене хастар хутшӑнтӑмӑр. Эпир ачасене тӗрлӗ енлӗ воспитани парас тӗлӗшпе аслӑ шкулсенчи, хула шкулӗсенчи, хушма пӗлӳ паракан центрсенчи преподавательсем каласа панисене интересленсе итлерӗмӗр. Хамӑршӑн усӑллӑ меслетсене, ҫӗнӗлӗхсене пуҫа хыв

«Хӑюлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ

Афганистанри вӑрҫӑ вӗҫленнӗренпе чылай вӑхӑт иртрӗ. Унта хутшӑннӑ ентешсем пирки 2016 ҫулта тухнӑ «По приказу Родины — по зову долга» кӗнекере каласа панӑччӗ ӗнтӗ. Анчах та пирӗн ентешсен, воин-интернационалист тивӗҫне пурнӑҫланисен ячӗсем пурте вӑл издание кӗреймен. Хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ пулин те, пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаласа пӗтернӗ. Ҫавӑнпа та пурин пирки материалсем тупма йывӑр пулчӗ. Халӗ асӑннӑ кӗнекен иккӗмӗш томне пичетлесе кӑларма хатӗрленетпӗр. Паян эпӗ пӗрремӗш кӗнекене кӗмен тепӗр воин-интернационалист ҫинчен каласа парасшӑн. Геннадий Арсентьевич Серебров 1955 ҫулхи июнӗн 29-мӗшӗнче Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вӑтам шкула вӗренсе пӗтерсен 1973—1975 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа таврӑннӑ каччӑ шалти ӗҫсен орган
<strong>Ултавҫӑсем хыҫҫӑн ан кайӑр</strong>

Ултавҫӑсем хыҫҫӑн ан кайӑр

Ултавҫӑсем тар тӑкмасӑрах укҫа тума хӑнӑхнине пурте пӗлетпӗр. Анчах та темшӗн вӗсен аллине ҫапах лекетпӗр. Уйрӑмах сотовӑй телефонпа усӑ курса улталакансем йышлансах пыраҫҫӗ. Хальхи саманара пӗр кун та телефонсӑр пурӑнаймастпӑр. Ун ҫумне электронлӑ почта та ҫыхӑнтарнӑ, унтах банксен учет ҫырнисем, ытти персоналлӑ даннӑйсем. Ултавҫӑсем ҫакӑнпа усӑ кураҫҫӗ те. Хӑш-пӗр ултавӑн тӗсне тӳрех ӑнланса илме йывӑр, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ схемӑсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Вӗсем пирки пурин те пӗлмелле. Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерстви 2023 ҫулхи июнь уйӑхӗнче телефон ултавӗн ултӑ тӗсне асӑннӑ. Чи анлӑ сарӑлни — ҫывӑх тӑван «инкеке» лекни пирки пӗлтерни. 1. Тӑвансем инкекре Усал шухӑшлӑ ҫын хӑйӗнпе инкеке лекнин пӗлӗшӗ е ӗҫ-пуҫа ӑнсӑртран курнӑ свидетель пек паллаштарма пултарать. Ҫывӑх тӑванӗ ҫул-йӗр инкек
Уй-хир ӗҫӗсем малала пыраҫҫӗ

Уй-хир ӗҫӗсем малала пыраҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен чылайӑшӗнче  тырпул пуҫтаракан комбайнсем хире тухнӑ.  Вырма вӑй илсех пырать. Августӑн 3-мӗшӗ тӗлне округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсемпе фермер хуҫалӑхӗсем 1283 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса илнӗ. Вӑл шутран 843 гектар кӗрхи тулӑ, 457 гектар урпа, 122 гектар сӗлӗ, 100 гектар пӑрҫа вырса ҫапнӑ. Йӗтемсем ҫине 3822,9 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 25 центнера яхӑн тухать. «Урожай», «Искра», «Асаново» хуҫалӑхсем пурӗ 385 гектар кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрленӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсем анасене   ҫийӗнчех сухалаҫҫӗ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Хальлӗхе  хуҫалӑхсенче 5413 тонна утӑ, 17631 тонна сенаж хатӗрленӗ. Утӑ «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗнче 551 тонна, «Урожай», «Искра» колхозс
Вӗрентӳ министрӗ – пирӗн округра

Вӗрентӳ министрӗ – пирӗн округра

Сисмерӗмӗр те, август уйӑхне кӗтӗмӗр. Кӗҫех ҫуллахи каникул вӗҫленсе вӗренӳ ҫулӗ те пуҫланать. Вӑл яланхиллех ҫӗнӗ ӗмӗтсем, тӗллевсем, шухӑшсем илсе килет. Ачисене шкула яма ашшӗ-амӑшӗ кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, япала туянма пуҫлани те сисӗнет. Ҫавӑн пекех шкулсенче те тирпей-илем кӗртсе, юсав ӗҫӗсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Акӑ, иртнӗ юнкун пирӗн муниципаллӑ округа Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров ҫитсе курчӗ. Вӑл Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулта картиш территорине тирпей-илем кӗртессипе ӗҫсем мӗнле пынипе паллашрӗ. Палӑртнӑ вырӑна министрпа пӗрле муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськин, шкул директорӗ Ирина Соловьева, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Комсомольски территори уйрӑмӗн н
Чӑваш Енри юман — ҫӗнтерӳҫӗ

Чӑваш Енри юман — ҫӗнтерӳҫӗ

Чӑваш Енри 372 ҫулти юман чи нумай сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл Муркаш муниципаллӑ округӗнче Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсет. Уншӑн 21577 ҫын сасӑ панӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Белгород облаҫӗнчи юман. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Питӗрти йывӑҫ.  Сасӑлава ҫӗршыври 69 ҫутҫанталӑк палӑкӗ хутшӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтернӗ регион пуҫлӑхне диплом тата «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ — 2023» астӑвӑм хӑмине парӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗ-регион йывӑҫа пӑхса тӑмалли сертификата тивӗҫӗ.

Суйлав ыйтӑвӗпе темиҫе хурав

Ҫынсенчен  суйлавсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем килсех тӑнӑ пирки Чӑваш Республикинчи Суйлав комиссийӗ вӗсем ҫине хуравсем парать. — Кӑҫалхи сентябрь уйӑхӗнче мӗнле суйлавсем иртеҫҫӗ тата унта камсем хутшӑнаҫҫӗ? — 2023 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнчи пӗрлехи суйлав кунӗнче ҫӗршывра тӗрлӗ шайри суйлав кампанийӗсем  иртеҫҫӗ. Чӑваш Республикинче вырӑнти самоуправлени органӗсен (муниципаллӑ  пӗрлӗхсен депутачӗсен) хушма суйлавӗ пулать. Вӗсем Улатӑр хулинче, Элӗк, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне тата Елчӗк муниципаллӑ округӗсенче иртӗҫ. Унта ҫав вырӑнта регистрациленсе пурӑнакансем ҫеҫ хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлав темиҫе куна пырать, суйлавҫӑсем сентябрӗн 8, 9, 10-мӗшӗсенче хӑйсен сассисене пама пултараҫҫӗ. Суйлав участокӗсем ирхине 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 20 сехетчен ӗҫ
Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь

Библиотека вӑл — ӑс-хакӑл культурин тӗрекӗ, кунта кашниех хӑйне валли интереслӗ информаци тупма пултарать. Анчах та паянхи кун нумайӑшӗ библиотекӑна ҫӳреме кирлех мар тесе шутлать, мӗншӗн тесен кӗнекене туянма е интернетра тупма пулать.  Ҫапах вулама юратакансем нихӑҫан та кӗнеке чӑштӑртатнине монитор ҫуттипе улӑштарас ҫук. Паллах, интернетра материал нумай, анчах та пире библиотекӑра ӗҫлекен специалист кирлӗрех пулӑшу пама пултарать. Анат Тимӗрчкасси ялӗнчи библиотекӑра Любовь Витальевна Филиппова вӑй хурать. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне библиотека ӗҫне халалланӑ, студент пулнӑ чухнех ӗҫе вырнаҫнӑ. Маттур специалистшӑн библиотека иккӗмӗш килӗ пулса тӑнӑ. Вӑл 39 ҫул хӑйӗн ӗҫне чунӗпе юратса пурнӑҫлать, тӗрлӗ мероприяти, выставкӑсем ирттерет, кирлӗ информаципе тивӗҫтерет.  Библиотека сайра-х