100 ытла ҫухрӑма парӑнтарнӑ

100 ытла ҫухрӑма парӑнтарнӑ

Июлӗн 22-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗнче «100 км — Мӗншӗн тесен эпир Пӗрле» профсоюз ӗҫченӗсен велосипед чупӑвӗ тӑваттӑмӗш хут старт илнӗ. Велочупӑва хутшӑнакансене округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, «Профсоюз ТВ» тӗп редакторӗ Сергей Драндров саламланӑ, дистанцире ӑнӑҫу суннӑ.

Ҫуллахи хӗвеллӗ кун вӑрӑм дистанцие парӑнтарма хастарсем хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа ҫула тухнӑ. Унта ҫӗршывӑн 14 регионӗнчен 200-е яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, вӗсен шучӗ кашни ҫул ӳссех пырать. Колоннӑна Архангельск облаҫӗнчи велосипедистсем ертсе пынӑ. Маршрут 120 ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. Спортпа туслӑскерсем Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк округӗсен территорийӗсене ҫитсе килнӗ. Велочупӑва хутшӑнакансене  ГИБДД тата медицина тытӑмӗнче ӗҫлекенсем хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтернӗ.

Велосипед ҫинче ларса пыракансем  профсоюз ялавне вӗлкӗштерсе тӗрлӗ ялсен территорийӗсенче пулнӑ. Вӗсене кашни чарӑнура вырӑнти культура ӗҫченӗсен ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Машинӑпа хӑвӑрт иртсе кайнӑ чух ҫут ҫанталӑкӑн пур илемне те сӑнаса пӗтерме йывӑртарах. Велосипедӑн педальне тапса пынӑ май вара хумханса ларакан сарӑ тырӑ пусси, ҫилпе кашлакан  йывӑҫсем, ҫырма-ҫатра — пурте куҫ умӗнчех, сӑнама кӑна пӗл. Пӗр-пӗринпе калаҫса, уҫӑ сывлӑшпа киленсе сывлӑха ҫирӗплетни — чи пахи.

Асӑннӑ мероприяти ӑмӑрту пек иртмен. Унта кая юлнисем, пӗрремӗш тата юлашки вырӑна тухнисем пулман. Велочупӑвӑн тӗп тӗллевӗ — пӗр-пӗрне пулӑшса дистанцие пӗрле парӑнтарасси.

Финиша ҫитнисене Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче  музыка фестивалӗпе кӗтсе илнӗ. Вӑрӑм дистанцие хыҫа хӑварнӑ спортсменсене пурне те медальсем парса чысланӑ.

Ҫавӑн пекех кану вырӑнӗнче  пуҫтарӑннисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли маскировка сеткине ҫыхма та пулӑшнӑ.

Татьяна МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *