Уй-хирте ӗҫ шавӗ тӑрать

Уй-хирте ӗҫ шавӗ тӑрать

Тырпула пухса кӗртме вӑхӑт ҫывхарнине систерсе уй-хир сарӑ тӗспе витӗнчӗ. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем вырмана тухрӗҫ. Июлӗн 27-мӗшӗ тӗлне «Искра» колхоз, «Дружба», «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗсем, «Сюрбеево» ООО, Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса кӗртме тытӑннӑ.  Пурӗ 210 гектар вырса ҫапнӑ, 250 тонна тырӑ йӗтемсем ҫине кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 25 центнерпа танлашать. Хуҫалӑхсем кӗрхи тулӑ, урпа, пӑрҫа пуҫтараҫҫӗ.

Выльӑх апачӗ хатӗрлес енӗпе те  ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Хальлӗхе 17041 тонна сенаж, 5339 тонна утӑ хатӗрленӗ.

«Искра» колхоз тата «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ кӗр тыррисем акма пурӗ 385 гектар ҫӗр хатӗрленӗ.

Уй-хирте ӗҫсем хӗрсе пыраҫҫӗӗ Кашни хуҫалӑхах уяр кунпа туллин усӑ курса палӑртнине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшать.

Минзаит ЗАЙНУЛЛИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *