Тинӗс-Ҫар Флочӗ — пурнӑҫ шкулӗ

Тинӗс-Ҫар Флочӗ — пурнӑҫ шкулӗ

РФ Президенчӗн 2006 ҫулхи майӑн 31-мӗшӗнчи 549 №-лӗ Указӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне ҫулсерен июлӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен професси уявне Раҫҫейӗн тинӗс чиккисен хуралӗнче тӑнисем, хӗсмет ҫулӗсене карапсемпе, пурнӑҫне флота тивӗҫтерессипе ҫыхӑнтарнисем, ҫар ҫыннисен ҫемйисем, флот учрежденийӗсемпе предприятийӗсен рабочийӗсемпе служащийӗсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ветеранӗсем пурте палӑртаҫҫӗ.

Раҫҫей Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунӗнче мӗнпур ӑрури ҫар морякӗсене, вӗсен амӑшӗсемпе арӑмӗсене, ҫывӑх ҫыннисене чыслаҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уява ҫулсерен флот пайӗсен харпӑр йышне строя тӑратнинчен тата Андреевски,  сигнал ялавӗсене ҫӗкленинчен пуҫлаҫҫӗ. Ҫав кун Лӑпкӑ океан, Ҫурҫӗр, Балти тата Хура тинӗс флочӗсем, ҫавӑн пекех Каспи флотилийӗ вырнаҫнӑ территорисенче ҫар парачӗсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелеҫҫӗ. Хӑшпӗр ҫар карапӗсем ҫинче «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттереҫҫӗ. Ҫӗршыв ертӳҫисем тата РФ Тинӗс-Ҫар Флочӗн аслӑ чинӗсем командӑсене професси уявӗпе саламлаҫҫӗ, чи палӑрнисене патшалӑх наградисемпе, черетсӗр ҫар званийӗсемпе, асӑнмалӑх парнесемпе тата Раҫҫей флочӗн командованийӗн тав хучӗсемпе чыслаҫҫӗ. Уяв мероприятийӗсем яланах концертсемпе тата салютпа вӗҫленеҫҫӗ.

2017 ҫултанпа, Раҫҫей Президенчӗн 2017 ҫулхи июлӗн 27-мӗшӗнчи указӗпе, Санкт-Петербургри Тӗп тинӗс-ҫар парадне ҫак кун ирттерес йӑлана ҫӗнӗрен чӗртнӗ. Парада Балти, Хура тинӗс, Ҫурҫӗр, Лӑпкӑ океан флочӗсен тата Каспи флотилийӗн морякӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснисем хушшинче те Тинӗс-Ҫар Флотӗнче служба ҫулӗсене ирттернисем йышлӑ. Вӗсем флотри служба ҫулӗсем чӑн-чӑн пурнӑҫ шкулӗ пулнине палӑртаҫҫӗ. Ентешсене пурне те уяв ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх сунас килет.

 СССР ТИНӖС-ҪАР ФЛОЧӖ ТӐВАН ҪӖРШЫВӐН АСЛӐ ВӐРҪИ ВӐХӐТӖНЧЕ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирӗн халӑхшӑн, ҫӗршывшӑн тата, паллах, Тинӗс-Ҫар Флочӗшӗн чи йывӑр тӗрӗслев пулса тӑнӑ.

1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни виҫӗ сехетре, нацистла Германин сывлӑш-ҫар вӑйӗсем СССР Тинӗс-Ҫар Флочӗн Севастопольти Хура тинӗс флочӗн тӗп базине тата Измаил хули ҫине самолетсемпе тапӑннӑ.

Севастопольте, Хура тинӗс флотне хупӑрласа илес тӗллевпе, базӑн фарватерӗпе Ҫурҫӗр бухтинче электромагнитлӑ минӑсем пӑрахнӑ. Тӑшман авиацине Дунай флотилийӗн зенитлӑ артиллерийӗ тата карапсен вут-ҫулӑмӗ кӗтсе илнӗ. Ҫавӑн пекех Лиепая тата Рига тинӗс ҫар базисене те сывлӑшран атакӑланӑ. Кронштадт таврашне те самолетсем ҫинчен магнитлӑ минӑсем пӑрахнӑ. Ҫурҫӗр флочӗн тӗп бази ҫине — Полярное — бомба тӑкнӑ. Июнӗн 22-мӗшӗнче, Севастополе тапӑнни ҫинчен кремле пӗлтернӗ хыҫҫӑн, Кузнецов адмирал ҫӳлтен кӑтартусем парасса кӗтмесӗрех пӗтӗм флота ҫапла хушнӑ% «хӳтӗленмелли план тӑрӑх, халех мина картисем лартма тытӑнмалла».

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче флотӑн тӗп тӑшманӗ тинӗсрисем мар, тӑшманӑн сывлӑшри тата типҫӗр ҫинчи вӑйӗсем пулса тӑнӑ. Тинӗс хӗрринчи типҫӗр ҫарӗсен флангне хӳтӗлесе наступлени тума пулӑшасси вӗсен тӗп тӗллевӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче карап артиллерийӗн 85% таран ҫар хатӗр-не ҫыран хӗрринчи тӗллевсем тӑрӑх тӑкакланӑ, тинӗс авиацийӗн самолет вӗҫевӗсен 40% таран типҫӗр ҫинчи ҫарсене атакӑлама усӑ курнӑ.

Тӗллевсенчен иккӗмӗшӗ — тӑшманӑн тинӗсри коммуникацийӗсене тӗп тӑвасси, хамӑрӑннисене хӳтӗлесси.  Ҫак задачӑсене пурнӑҫласа Хӗрлӗ ҫар флочӗ 88 ҫар операцийӗ ирттернӗ, ҫав шутран  23 хутчен ҫар тата фронт операцийӗ- сене хутшӑннӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче СССР Тинӗс-Ҫар Флочӗ 400 пин ытла ҫынна типҫӗр ҫинчи фронтсене янӑ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче СССР Тинӗс-Ҫар Флотӗнче пысӑк ҫухатусем пулнӑ:  тӗрлӗ класлӑ 1014 карап — 2 крейсер, 4 лидер, 30 эсминец, 102 шывай кимми, 34 хурал карапӗ, 91 тральщик, шывай киммисене тытакан 128 «охотник», 139 торпеда катерӗ, 77 хурал катерӗ, 34 бронекатер, 5 мина заградителӗ, 197 пулӑшу карапӗ (ҫӑлав, гидрографи, тата ытти те).

Паллах, Совет ҫарӗсем те Германин нумай ҫар карапне тӗп тунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн шутланӑ тӑрӑх, вӗсен  линилле 4 караппа ҫыран хӳтӗлев броненосецӗ, 11 крейсерӗ, 52 миноносецӗ тата эскадрӑллӑ миноносецӗ, 62 шывай кимми, 94 хурал карапӗ, 189 тральщикӗ, 68 торпеда катерӗ, 187 хурал катерӗ, 119 пулӑшу карапӗ пӗтнӗ.

Тинӗс авиацийӗнче 3 935 совет самолечӗ тата 5 509 нимӗҫ самолечӗ (совет кӑтартӑвӗсем тӑрӑх) тӗп пулнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче СССР Тинӗс_Ҫар Флотӗнчи 154 771 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Любовь ШУРЯШКИНА хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *