Манӑн хаклӑ ҫыннӑмсем

Кукамайпа кукаҫи, асаттепе асанне — ҫын пурнӑҫӗнче хаклӑ тупра. Вӗсем пур ҫынсем пуян та телейлӗ.

Кукаҫипе кукамай пуртан хама та ҫакӑн пек ҫынсен шутне кӗртетӗп. Вӗсем — Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Зинаида Аркадьевнӑпа Геннадий Григорьевич Федоровсем. Иккӗшӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех ял хуҫалӑх производствинче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Хӑйсен хастар ӗҫӗпе ял ҫинче хисеп ҫӗнсе илнӗ.

Зинаида Аркадьевна Юнтапа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам шкул пӗтерсен  Патӑрьелӗнчи профтехучилищӗре ветеринара вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн 1974 ҫулта Тутар Шурут ферминче хӑйӗн специальноҫӗпе ӗҫленӗ. Çулталӑкран Йӳҫ Шӑхаль каччипе Геннадий Федоровпа пӗрлешнӗӗ Малалла ӑна пурнӑҫ ҫулӗ Йӳҫ Шӑхаль сӗт-ҫу фермине илсе ҫитернӗ. Кунта вӑл пилӗк ҫул дояркӑра вӑй хунӑ, Юнтапа ялӗнче ветеринарта пӗр вӑхӑт тӑрӑшнӑ. Пултарулӑхне кура ӑна ферма заведующийӗ пулма шанаҫҫӗ. Коллектив ӗҫне тухӑҫлӑ йӗркелесе пырать, выльӑх- чӗрлӗхрен ытларах продукци илме майсем туса парас тесе тӑрӑшать. 2005 ҫулта, Юнтапари выльӑхсене Йӳҫ Шӑхаль фермине куҫарнӑ хыҫҫӑн та, Зинаида Аркадьевна пысӑк яваплӑха туйса вӑй хурать. Ĕҫлекенсенчен ҫирӗп ыйтнипе, мотоциклпа ҫӳренипе пулӗ ӑна ял ҫинче «арҫын аппа» тесе чӗнекенсем те пулнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, Зинаида Аркадьевна ӗмӗр тӑршшӗпех колхоз производствине аталантарас енӗпе тӑрӑшнӑ.

Кукамай питӗ илемлӗ юрлани пирки каласа хӑвармасӑр чӑтаймастӑпӗ Унӑн шӑнкӑрав евӗр илемлӗ сасси концертсенче куракансене пӗрре мар тыткӑнланӑӗ

— Эпӗ мӗн пӗчӗкренех юрлама юратнӑ. Манӑн анне те уҫӑ саслӑ пулнӑ, такмаксене илемлӗ шӑрантаратчӗ. Атте хуткупӑсне тӑсса яратчӗ те, тенкел ҫине тӑрса юрлаттӑм. Эпӗ юрланӑ хыҫҫӑн алӑ ҫупса хавхалантаратчӗҫ, — ҫав тапхӑра лекнӗн аса илсе каласа парать кукамайӗ 7 класс пӗтерсен Шупашкарти пӗрлештернӗ хора хутшӑнни, Воронежри фестивальте юрлани те унӑн асӗнче юлнӑ. Паянхи кун та юрӑ-ташӑран уйрӑлмасть. Ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шӳлкеме» художество пултарулӑх ушкӑнне хаваспах ҫӳрет.

Кукаҫи, ашшӗнчен 2 ҫулта чухнех тӑлӑха юлнӑскер, ачаранах ӗҫе кӳлӗн- нӗӗ Килте те, колхозра та тӑрӑшма тивнӗ унӑнӗ Апла пулин те нӑйкӑшман, чӑтнӑ, вӑй ҫитнӗ таран ҫемйине пулӑшнӑӗ 7-мӗш класс хыҫҫӑн Гена комбайнер пулӑшаканӗнче ӗҫленӗӗ

Шкул пӗтерсессӗн Çӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумне вӗренме кӗнӗ. Пӗлӳ илнӗ вӑхӑтрах ирӗклӗ кӗрешӳ секцине  ҫӳренӗ. Тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче вӑл пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Çакна унӑн тирпейлӗ упранакан Хисеп грамотисем ҫирӗплетеҫҫӗ.

Техникумра вӗренсе «механик по животноводству» специальноҫа алла илет. 1975 ҫулта Геннадий Григорьевич «Урожай» колхозӑн сысна комплексӗнче операторта ӗҫлеме пуҫлать. Кайран тракторпа, комбайнпа нумай ҫул «Урожай», «Победа» хуҫалӑхсенче тӑрӑшать. Гараж заведующийӗ те, механик та пулма тивнӗ унӑн. Хастар ӗҫшӗн ӑна Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Паянхи кун та кукаҫи ӗҫсӗр лармасть, специалистсем ыйтсан «Победа» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи тӗрлӗ ӗҫе хутшӑнать.

Колхоз ӗҫӗнче тӑрӑшнипе пӗрлех кукаҫипе кукамай тӗреклӗ ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ, хуралтӑсем ҫӗкленӗ. Тӑтӑшах выльӑх-чӗрлӗх усранӑ, анкартинче тӗрлӗ ҫимӗҫ туса илнӗ. Вӗсем икӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Федоровсене халӗ ултӑ мӑнукӗпе 2 мӑнмӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ. Эпир хӑнана килсессӗн, хаклӑ ҫыннӑмӑрсем яланах тутлӑ апат-ҫимӗҫпе кӗтсе илеҫҫӗ, пирӗн ҫитӗнӳсемшӗн чунтан хӗпӗр- теҫҫӗ.

Кукамайпа кукаҫие питӗ юрататпӑр, хисеплетпӗр, вӗсем пурришӗн чӗререн савӑнатпӑрӗ Вӗсем пирӗншӗн чӑн-чӑн ырӑ та паха тӗслӗх вырӑнӗнчеӗ Кашни сӑмахӗ — ылтӑн, канашӗсене пурне те тимлесе итлетпӗр, мӗншӗн тесен кукаҫипе кукамай пире ыррине кӑна сунаҫҫӗӗ

Эпӗ вӗсен чи аслӑ та кӗтнӗ мӑнукӗ пулнӑ май, кукаҫипе кукамай маншӑн ӑс паракан та, тӗрлӗ ӗҫ тума вӗрентекен те, шанчӑклӑ юлташ та, пулӑшакан та, чун йӑпатмӑш та.

Тата нумай пурӑнӑр, пирӗн юратнӑ та хаклӑ ҫыннӑмӑрсем, сирӗн кашни кунӑр ҫутӑ та телейлӗ пултӑр. Эсир пуртан пирӗн пурнӑҫ лӑпкӑ та илемлӗ.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *