Пӗрле ытларах ырӑ ӗҫ тума пултаратпӑр

Пӗрле ытларах ырӑ ӗҫ тума пултаратпӑр

«Нушана лекнӗ ҫынсене пулӑшма пуҫлас тесен «Forbs» списокӗнче пулни кирлех мар. Йӗри-тавра мӗн пулса иртнине сӑнама куҫ курни, чӗре сисӗмлӗ пулни те ҫителӗклӗ», — тет  ЧЕБДОБРОн (Шупашкарти доброволецсен пӗрлешӗвӗн) никӗслевҫи тата ертӳҫи Роман Родионов.

«ЧЕБДОБРО» — Чӑваш Республикинче пурӑнакансем  лайӑх пӗлекен пархатарлӑ та тухӑҫлӑ проект, хӑйӗн ӗҫӗпе, уҫҫӑнлӑхӗпе, шанчӑклӑхӗпе вӑл ҫынсен хисепне ҫӗнсе илнӗ. Организацие 2009 ҫулта туса хунӑ. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫе ҫынсем хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫапа туса пыраҫҫӗ.

Вӑл Чӑваш Енри, Тутарстанри, Чулхула тата Ульяновск облаҫӗсенчи социаллӑ учрежденисене, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ уйрӑм ҫынсене тӳлевсӗр пулӑшать. Пуҫарса янӑранпа пӗрлешӳ темиҫе ыркӑмӑллӑх проектне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ: ача ҫурчӗсемпе шкул-интернатсен воспитанникӗсемпе выпускникӗсене,  республикӑри сиплевпе профилактика учрежденийӗсенче сиплев курсӗ иртекен ачасене пулӑшу панӑ. Хосписа,  Шупашкарти 1-мӗш хула больницинчи  уйрӑмсене пӗтӗмӗшле усӑ курмалли реабилитацин техника хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Пирӗн республикӑна Украинӑран тарса килнисене валли тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳрекен пункт йӗркеленӗ. Килсӗр-ҫуртсӑррисене  реабилитацилеме «Путь домой» социаллӑ проекта та пурнӑҫа  кӗртнӗ.

Вӑрҫӑ, ӗҫ ветеранӗсене, ватӑсене, сусӑрсене, ҫунса кайнисене, нумай ачаллӑ ҫемьесене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Вӗсене тумтирпе, атӑ-пушмакпа, куллен кирлӗ ытти япаласемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене ӗҫе вырнаҫма пулӑшаҫҫӗ, вӗсене профессиллӗ юридици пулӑшӑвӗ парас тӗллевпе юридици компанийӗсемпе хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ.

Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан Донецк тата Луганск халӑх республикисенчи мирлӗ халӑх, хамӑрӑн салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатма пуҫланӑ, ҫак пархатарлӑ ӗҫе паянхи кун та малалла тӑсаҫҫӗ. Кӑҫал вара Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче «ЧЕБДОБРОн» логистика центрне уҫнӑ. Ырӑ ӗҫсен списокне тата малалла та тӑсма пулать, анчах  пурне те пӗр статьяра ҫырса пӗтереймӗн, вӗсем малашне те нумай пулӗҫ-ха.

Паллах, ҫавӑн пек калӑпӑшлӑ ӗҫсене пӗччен-иккӗн тӑваймӑнӗ ҫавӑнпа та «ЧЕБДОБРО» хастарӗсем республикӑра пурӑнакансене, ӗҫлекенсене ыркӑмӑллӑх ӗҫне анлӑн явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енри коммерциллӗ мар чи хастар организацисемпе тачӑ хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ, 2009 ҫултанпа вун-вун организаципе предприниматель вӗсен партнерӗсем пулса тӑнӑ. 2013 ҫулта «СОКОЛ» ыркӑмӑллӑх фондне регистрациленӗ.

Ҫавӑн пекех юлашки тӑватӑ ҫулта Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗрпӳ хулисенче, Кӳкеҫ поселокӗнче, Красноармейски округӗнче хӑйӗн филиалӗсене уҫнӑ. Ҫакӑн пек пункт Комсомольскинче те иртнӗ ҫулхи август уйӑхӗнче ӗҫлеме пикеннӗ.  Вӑл «Магнит» магазинӑн кивӗ ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, унта Минфенисе Прохорова тӑрӑшать.

— Пирӗн округра ӑшӑ чун- чӗреллисем, ыркӑмӑллӑх ӗҫне хутшӑнакан уйрӑм ҫынсем, предпринимательсем, йышлӑ. «ЧЕБДОБРОН» филиалне тумтир, куллен кирлӗ тавар, атӑ-пушмак, нумай  упранакан апат-ҫимӗҫ,  ытти япаласем илсе килсе параҫҫӗ. Акӑ, ҫӗр чӗтренсе инкек кӑтартнӑ хыҫҫӑн Турцие, Сирие япаласен пысӑк партине ӑсатрӑмӑр. Ҫавӑн пекех май уйӑхӗнче Курган облаҫӗнчи Юлдус ялне пысӑк пушара пула шар курнисене те пулӑшма май тупрӑмӑр.

Хамӑр округра пурӑнакансене, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене те тӑтӑшах пулӑшать пирӗн организаци. Пулӑшу ыйтма вӑтанмалла мар, кӑткӑс тапхӑр такамӑн та пулма пултарать. Заявлени ҫырса парсан япаласене территори пайӗсем урлӑ ҫитерсе паратпӑр, — тет Минфенисе Минзекремовна.

«ЧЕБДОБРО» тӑтӑшах тӗрлӗ проектсен конкурсне хутшӑнать. 2020 ҫулта пӗрлешӳ Президент гранчӗсен фончӗн федераци конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. 2021, 2022, 2023 ҫулсенче Чӑваш Республикинчи граждан обществине аталантарма паракан грант илме тивӗҫ пулнӑ.

Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансенчен кашниех сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма пултарать. Хӑвӑр тӑхӑнман, аван упраннӑ е ҫӗнӗ тумтире, атӑ-пушмака, теттесене, куллен кирлӗ япаласене килсе парсан нушана лекнисем сире тав сӑмахӗ калӗҫ. «Пӗччен сурсан — типсе пырать, йышпа сурсан кӳлӗ пулать», — тенӗ ваттисем. Вӑй ҫитнӗ таран укҫан пулӑшни те вырӑнлӑ. Копилкӑна  +7-908-303-85-20 телефонпа ҫыхӑнтарнӑ, ку номере Роман Михайлович Родионов ҫине регистрациленӗ. Комментарисенче «На нужды ЧЕБДОБРО», «На ваше усмотрение» тесе палӑртма юрать.

«ЧЕБДОБРО» ӗҫ-хӗлӗпе «ВКонтакте» (https,//vkӗcom/chebdobro), Телеграм (https,//tӗme/chebdobro) социаллӑ сетьсенчи  страницӑсенче паллашма пулать.

Пӗрле эпир ытларах ырӑ ӗҫ тума пултаратпӑр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *