Ветерана асӑнса  турнир иртрӗ

Ветерана асӑнса  турнир иртрӗ

Июлӗн 25-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче спорт ветеранне, шашка вӑййипе спорт мастерӗн кандидачӗ пулнӑ В.В.Ильина асӑнса ветерансем хушшинче шашка-шахмат турнирӗ иртрӗ.

Аслӑ Çӗрпӳел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Виталий Васильевич мӗн ачаранах спортпа туслӑ пулнӑ. Уйрӑмах вӑл шашкӑлла тата шахматла выляма юратнӑ. Çак енсемпе районти, республикӑри ӑмӑртусене хутшӑнса пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсен ретне кӗнӗ. Районта та шашка-шахмат вӑййине сарса ӑна аталантарас енӗпе чылай ӗҫ тунӑ. Ачасене хушма пӗлӳ паракан центрта ятарлӑ кружок ертсе пынӑ. Унта вӑл вӗренекенсене  шашка тата шахмат вӑййисен вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме пулӑшнӑ. Виталий Ильин вӗрентнӗ ачасем ӑна паянхи кун та ырӑпа аса илеҫҫӗ. Унӑн воспитанникӗсем  район чысне тӗрлӗ ӑмӑртусенче тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Шашка федерацийӗн районти уйрӑмӗн председателӗ пулнӑ вӑхӑтра районти шашистсемпе шахматистсем республика шайӗнче те ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Ăмӑрту пуҫламӑшӗнче Виталий Ильина лайӑх пӗлнӗ, шашка-шахмат хӑмисем умӗнче пӗрле тупӑшнӑ спортсменсем вӗрентекенне аса илчӗҫ, унӑн паха енӗсем пирки калаҫрӗҫ. Вӑйӑсем хӗрӳ иртрӗҫ. Кашниех ҫӗнтерӳшӗн ӑнтӑлчӗ. Шашистсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна  Николай Индюков ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗш вырӑна Евгений Тихонов тухрӗ. Вячеслав Смирнов виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Шахмат хӑми умӗнче чи пултарулли  Виталий Автономов пулчӗӗ Андрей Мамуткинпа Алексей Гаврилов иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Вячеслав Скворцов виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Çӗнтерӳҫӗсем Хисеп грамотисене тивӗҫрӗҫ.

Ăмӑртӑва Виталий Васильевичӑн мӑнукӗ Егор Ильин та хутшӑнчӗ, шашка вӑййине юратнине кӑтартса пачӗ. Апла пулсан, В.Ильинӑн пархатарлӑ ӗҫне малалла тӑсма пултаракан  ӳсессе шанма пулать.

В.Ильин тӑванӗсем  турнира ирттерме спонсорла пулӑшу панӑшӑн С.Спиридонова, В.Галкина тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.

Василий Пундяков, спорт ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *