Понедельник, 29 апреля

Публикации

Тĕп вырăнта ял аталанăвĕ

Çак кунсенче районта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пулнă. Вăл Урмаел салин кăнтăр пайĕнче пурăнмалли çурт-йĕр проекчĕ мĕнле пурнăçа кĕнипе паллашнă. Çак проекта 2018—2020 çулсенче хута янă. Ăна валли пурĕ 40,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Урмаел ялĕн кăнтăр пайĕнчи 50,10 гектар çĕр лаптăкĕ çинче çĕнĕ урамсем тунă. План тăрăх, унта 112 çурт пулĕ. Хальлĕхе 35 çурта пурăнма кĕнĕ те ĕнтĕ, тепĕр 20 çуртра строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çак лаптăкра нумай ачаллă çемьесене 43 участок уйăрса панă. Проектпа килĕшÿллĕн çĕнĕ урамсене газпа, электричествăпа тата шыв пăрăхĕсемпе тивĕçтернĕ, çул сарса панă. Çавăн пекех Олег Николаев «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнче çурт-йĕр тума е туянма социаллă пулăшу панине çирĕп- летекен свидетельствăсем панă. Çакăн
Елена – чи лайăх ĕçчен

Елена – чи лайăх ĕçчен

Вĕсен ĕçĕ çынсен куçне курăнмасть пулин те, правительство тата муниципалитетсен ĕç-хĕлĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмах муниципаллă тата патшалăх службинче вăй хуракансем пирки. Чи маттур ĕçченсене палăртас тĕллевпе çулсерен конкурс йĕркелеççĕ. Чи усăллă та тухăçлă шухăшсенчен проект çырса панă çамрăксене çак кунсенче Правительство çуртне пуçтарнă. «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх служащийĕ» тата «Республикăри муниципаллă службăн чи лайăх ĕçченĕ» конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕнче чылай çул ĕçлекен Елена Зайкова специалист-эксперт конкурса хутшăнса «Муниципаллă службăн чи лайăх ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.  

Ăмăртура мала тухнă

Нумаях пулмасть Шупашкарта Олимп резервĕн спорт шкулĕн акватлон енĕпе уçă первенстви иртнĕ. Унта Н.С.Сахров тренер-преподаватель патĕнче ăсталăхне туптакан пирĕн район спортсменĕсем те хутшăннă. Ăмăртура Александра Мамуткина /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Ильназ Шакуров /Урмаел вăтам шкулĕ/ 2-мĕш вырăна тухнă. Саламлатпăр! Е
Пысăк йышпа уявламалли вăхăт мар

Пысăк йышпа уявламалли вăхăт мар

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçтешсемпе пĕрле çĕнĕ çул уявĕ ирттерме чарнă пирки тепĕр хут аса илтернĕ. Коронавируспа кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штаб ларăвĕнче уявсене йышлăн пухăнмасăр килте ирттерме сĕннĕ. Çакă Çĕнĕ çул каçне кăна мар, çутă Раштав уявне те пырса тивет. Йăлана кĕнĕ тăрăх январĕн 6-мĕшĕнче чиркÿсенче уяв кĕлли иртет. Хальхинче килте кĕлĕ тусан аванрах пулнине асăрхаттараççĕ. Аслă ăрурисен пушшех те халăх хушшине тухма тăрăшмалла мар. Чиркÿсенче капланса тăмалла мар, маска тăхăнмалла, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмалла. Вăраха тăсăлакан кану кунĕсенче çынсем хăйсене çăмăлттай тытса хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасассăн лару-тăру кĕске вăхăтрах улшăнма, чирлекенсен шучĕ тăрук ÿсме пултарать. Кашни çыннăн яваплăха туймалла. Хăйсен те сыхланмалла, çывăх çыннисене те
Наци проекчĕсем – порталта

Наци проекчĕсем – порталта

Республикăн наци проекчĕсен порталне ăçта шырамаллине палăртатпăр: http://np.cap.ru ссылкăпа кĕрĕр те — интереслине тупатăрах. Çав шутра, паллах, эсир пурăнакан хулара е районта наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлакан ĕçпе те паллашма пулать. Унта çĕнĕ хыпарсемпе, сăнÿкерчĕксемпе тата хаçатсенче кун çути курнă материалсемпе паллашма май пур. Проект ĕçлеме пуçланăранпа портала 3 пин ытла информаци материалĕ вырнаçтарнă. Наци проекчĕсен порталĕн тĕллевĕ — республикăра пурнăçланакан пĕтĕм проект пирки çынсене пĕлтересси, тулли информаципе паллаштарасси. Портала кĕрсе эсир Чăваш Енре пурнăçланакан 11 нацпроектпа паллашма пултаратăр. Палăртса хăваратпăр, регион шайĕнче вĕсене пурнăçлассипе çыхăннă проектсен шучĕ пилĕк теçеткерен те иртет. Нацпроектсемпе ĕçленине Мускав 197 кăтартупа хаклать

Такăр çул яла илем кÿрет

Федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçласа 2020 çулта республика харпăрлăхĕнчи 23 çул сыпăкĕсене çĕнетме тĕллев лартнă. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн район территорийĕнчи çулсене тĕпрен юсаса çĕнетме плана кĕртнĕ. Çакă «Калинино — Батырево — Яльчики — Починок Инели — граница Республики Татарстана» автоçула пырса тивет. Асăннă участокри çул-йĕре юсама тата хăтлăлатма «Виртуальный мир» ООО-на шанса панă. Паянхи куна çул-йĕр проекчĕн чылай ĕçне пурнăçланă. Сăмахран, Комсомольски, Урмаел, Чĕчкен, Анат Тимĕрчкасси, Александровка, Луцки, Хырай Ĕнел ялĕсенчи автоçулсен хĕррипе хунарсем вырнаçтарнă, çынсене çÿреме тата вĕренÿ учрежденийĕсен умĕнчи автоçулсен хĕррипе тротуарсем сарнă, çуран çÿрекенсене автомашинăсенчен сыхланма ятарлă решеткесем вырнаçтарнă. Планпа

Пĕлĕве ÿстерер-и?

Ĕçсĕр тăрса юлнине çамрăксем те йывăррăн чăтса ирттереççĕ. Пенсие тухма нумай та вăхăт юлманнисемшĕн вара çак тапхăр пушшех те кăткăс. Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» регион проекчĕ пе килĕшÿллĕн 50 çулти граждансемпе аслăрах çулхисене, пенси умĕнхи ÿсĕме çитнисене пурнăçра çакăн евĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшас тĕллевпе хушма професси илме майсем туса парать. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Екатерина Жукова пĕлтернĕ тăрăх, наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районта пурăнакансем те хушма пĕлÿ илме пултарнă. «Хушма професси илме 7 çын кăмăл турĕ. Вĕсем тракторист, çул-йĕр строительствин машинисчĕ, котельнăй операторĕ тата ветеринари ĕçĕн хушма профессийĕсене илчĕç. Ĕçсĕр граждансене вĕреннĕ хушăра стипенди тÿленĕ, вăл 11

Ялсенче – хăвăрт интернет

Кăçал социаллă пĕлтерĕшлĕ 110 объекта хăвăрт интернетпа çыхăнтарнă. Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен пысăк хăвăртлăхлă интернет çине куçмалли черетлĕ тапхăр вĕçленнĕ. Кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенче республикăри 101 вĕренÿ учрежденине, 6 фельдшерпа акушер пунктне, пушар чаçĕн пĕр постне, 2 ял тăрăхĕн администрацине хăвăрт интернетпа тивĕçтернĕ. Çак йышра районти вĕренÿ учрежденийĕсем: Нĕркеç, Хирти Мăнтăр, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Хырай Ĕнел, Асанкасси, Çĕнĕ Мăрат вăтам, Хырхĕрри, Александровка, Чĕчкен, Анат Тимĕрчкасси, Тăманлă Выçли тĕп шулĕсенче пахалăхлă интернетпа усă кураççĕ те. Ялти вĕренÿ учрежденийĕсенче 50 Мбран кая мар хăвăртлăхлă Интернетпа усă кураççĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтересси «Раççей Федерацийĕн Цифра экономики» наци проек

Вертолет пулăшма васкать

Сывлăх сыхлавĕнчи наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçалтан республикăра санавиаци ĕçлеме пикеннĕ. Унпа йывăр чирлĕ пациентсене хăвăртрах кирлĕ çĕре çитерме усă кураççĕ. Çакă вăхăтра квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ пама май парать. Сентябрь уйăхĕнче санавиаци вертолечĕ пĕрремĕш хут Патăрьелĕнчи тĕп больницăна вĕçсе çитнĕ. Ун хыççăн вертолет йывăр чирлĕ пациентсене тĕрлĕ районсенчен Шупашкара илсе çитернĕ. Ятарлă контрактпа килĕшÿллĕн авиаци пулăшăвне «Русские вертолетные системы» АО кÿрет. — Пациента Комсомольскинчен Шупашкара илсе çитерме машинăпа 2 сехет вăхăт кирлĕ, вертолетпа çур сехетре çитме пулать. Йывăр чирлисене вертолетпа турттарни вăхăта перекетлет çеç мар, вăл вĕсен сывлăхне хушма хăрушлăха лектермесĕр кирлĕ çĕре çитерме май парать, — пĕлтереççĕ тухтăрсем. Васкамалли тĕслĕхсенче с

Пулăшу мерисем малашне те пулĕç

Декабрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев видеоконференцçыхăну мелĕпе массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе пресс-конференци йĕркелесе вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. ТĔП ТИМЛĔХ — АТАЛАНУ ÇИНЕ Чи малтанах журналистсем «Чăваш Енĕн экономикипе социаллă пурнăçне аталантармалли комплекслă программа» мĕнле пурнăçланнипе интересленчĕç. Çак ыйту çине хуравласа Олег Николаев тунă ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Программа экономика тата социаллă пурнăç енчен кая юлса аталанса пыракан регионсене ÿсĕмсем тума пулăшас тĕллевлĕ. Çакна валли çитес çулсенче Чăваш Ене кашни çул пĕрер миллиард тенкĕ уйăрса парĕç. 2021 çулта çак укçан пысăк пайне /650 миллион тенкине/ вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма яма палăртнă. Укçан тепĕр пайĕ вара строительство тытăмне пулăшу кÿме,