Публикации

Йĕлтĕр йĕрĕ йыхăрсан, ярăнар-ха савăнса

Коронавирус чирне пула, çĕршыври лару-тăрăва шута илсе ăмăртусене пĕлтĕр тата кăçал яланхилле, пĕр вăхăтра ирттерме май килмерĕ. Районта пурăнакансем вара спорт мероприятийĕсемсĕр чăннипех те тунсăхлани сисĕнет. Вĕсем ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере йĕлтĕр спортне кăмăллакансем Комсомольскинчи вăрман хĕрринчи йĕлтĕр трасси çинче пухăнчĕç. Тинех хĕллехи спорт сезонне уçрĕç. Йĕлтĕр ăмăртăвне Олимп чемпионĕ, хисеплĕ ентеш Владимир Воронков ячĕпе ирттерчĕç. Мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов, Василий Пундяков спорт ветеранĕ уяв ячĕпе саламларĕç, ăмăртура мала тухма сунчĕç. Чи малтанах старта спорт ветеранĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем, унта ĕçлекенсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тухрĕç
«Каçал ен» хаçат — чун апачĕ

«Каçал ен» хаçат — чун апачĕ

Февраль уйăхĕнче пирĕн хаçатăмăр хăйĕн 90 çулхи сумлă юбилейне уявлать. 9 теçетке çул… Нумай-и вăл, сахал-и пичет кăларăмĕшĕн; Паллах, сахал мар. Хаçатшăн ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, анлă çул. Мĕн чухлĕ хыпар пĕлтермен-ши çак хушăра пирĕн район хаçачĕ вулакансене? Хушăран кулянтарса та илнĕ, хушăран хăпартлантарнă та пуль... Мĕн чухлĕ çыравçа хаçат хăйĕн пурнăçри сукмакне тупма пулăшман-ши? Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ «Паянхи сас» ятпа 1921 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Патăрьелĕнче кун çути курнă. Хаçат йывăр та тумхахлă çулпа утнă. Самана улшăнса пынă май унăн кун-çулĕ пĕр евĕрлĕ пулман. 1930-мĕш çулсенче çĕршывра коллективизаци юхăмĕ сарăлнă. Çав вăхăтра хаçат çĕнĕ пурнăç тума чăрмантаракансемпе, коллективлă юхăма хирĕç пыракансемпе çивĕч кĕрешÿ пуçарса янă. Вăл пĕрре те канлĕ пурнăçпа пурăнман.

Район пурнăçĕнчи юнлă страница

/«Чаппан вăрçи» пулнăранпа 100 çул/ «Чаппан вăрçи» ятпа историе кĕрсе юлнă пăлхав вăхăтĕнче тискеррĕн вĕлернĕ комсомолецсемпе çамрăксене асăнса лартнă Комсомольски ялĕнчи палăка район çыннисем лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Шăпах çак пăлхава асра тытса Аслă Каçал ялне Комсомольски тесе ят пама йышăннă та. Кăçал «чаппан вăрçи» пулса иртнĕренпе шăпах 100 çул çитрĕ. Çавна май истори страницисене çĕнĕрен тишкерер-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн 1920 çулĕсен пуçламăшĕнче çĕршыв умне пысăк йывăрлăхсем тухса тăнă. Тырă япăх çитĕннĕ, çавăнпа та пирĕн тăрăхра пурăнакансене патшалăха тырă памалли плана тултарма питĕ йывăр пулнă. Çакă ял çыннисене йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. Продразверстка пирки хресченĕн тырри çуркунне ака тума та çитмен. Аслă Каçал вулăсĕнче 1920 çулхи продразверстка вăраха кайнă. Çак ĕçе хăвăртлатма ялсене

Кăвак тÿпене тинĕспе улăштармастăп

Сывлăш десант çарĕ тивĕçлипе тăван çĕршыв çарĕн паттăрлăхпа çирĕплĕх тĕслĕхĕ шутланать. Нумай арçын ача вăйлă, çирĕп кĕлеткеллĕ пулма, хĕсметре десантник тумне тăхăнма ĕмĕтленет. Сывлăш десант çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçлама тĕрĕслÿ комиссийĕ витĕр кăларса чи çирĕп сывлăхлисене, чăтăмлисене суйласа илеççĕ. Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан Наталия Витальевнăпа Эдикт Николаевич Филипповсен туслă çемйинче çуралнă Алексей ачаранах сывлăш десант çарĕнче салтак тивĕçĕсене пурнăçлама ĕмĕтленнĕ. Кĕлеткине спортра пиçĕхтернĕ, вĕренÿре «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнма ÿркенмен. Спортра тунă çитĕнÿсемшĕн Алексей 9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра Чăваш Республикин физкультура министерствин дипломне тивĕçнĕ. Комсомольски районĕн «Кубня» футбол командинче
Тăван халăх паттăрлăхĕ яланах асра

Тăван халăх паттăрлăхĕ яланах асра

Чăваш Енре 2021 çул — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулĕ. Çакăн пек темăллă мероприятисем шайĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 5-мĕш «а» класĕнче «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» хăюлăх урокĕ иртрĕ. Ачасем Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннă чăваш çыннисен паттăрлăхĕпе паллашрĕç, «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» видеофильм пăхрĕç. Асăннă урокра вĕренекенсем хĕрарăмсемпе хĕрсем кашни кун вуншар сехет кану мĕнне пĕлмесĕр, сывлăхĕсемпе вăйĕсене шеллемесĕр ĕçлени çинчен пĕлчĕç. Хĕлле, 40 градус сивĕре, кĕреçесемпе тата лумсемпе шăннă çĕре такканă. Вĕсен çие тăхăнма ăшă тумтир пулман. Урисене те çăпата çеç сырайнă. Ачасем вĕрентекен каласа панине кăсăкланса итл

Йышпа ĕçлени пĕлтерĕшлĕ

Паянхи кун шкулти уроксенче вăйăпа эксперимент тунин элеменчĕсене пĕрлештерекен конструктор вăййин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Конструктор вăййи урлă ача тĕнчене тĕпчесе чухлама вĕренет. Ачасене робототехникăпа кăсăклантарас тĕллевпе Асанкасси вăтам шкулĕнче çак çул-йĕрпе хушма занятисем йĕркелерĕмĕр. Унта «VEX IQ» конструкторпа усă куратпăр. Занятисен тĕллевĕсем — вĕренекенсене ăсра сăнарлассипе пултарулăха аталантармалли йывăр задачăсене пурнăçлама, хăйсем шутласа хунă тăрăх конструкцилеме, çуртсен сăнарĕсене тишкерсе ассоциативлă çыхăнусем тума вĕрентесси. Конструкцилени ачасен куç çивĕчлĕхне, тĕс, калăпăш, виçе туйăмне тата шухăшлава аталантарать. Йышпа пурнăçламалли ĕçсенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе канашласа тăрăшма, ĕç вырăнне тирпейлĕ тытма, модельсем ăсталанă чухне вăхăтпа вăя тĕрĕ
Ярăнасчĕ савăнса конькипе, ай вылясчĕ хавхаланса хоккейла

Ярăнасчĕ савăнса конькипе, ай вылясчĕ хавхаланса хоккейла

Районта спортпа туслă çынсем çав тери йышлă. Çакна ăмăртусенчи çитĕнÿсем çирĕплетеççĕ. Аслисем те, çамрăксем те, шкул ачисем те тупăшусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, хĕллехи канмалли кунсенче те районта чылай спорт мероприятийĕсем иртрĕç. Кам конькипе ярăнса, теприсем йĕлтĕр сырса, виççĕмĕшĕсем футболла выляса ăмăртрĕç. Юлашки вăхăтра хоккейла вылякансен йышĕ те самай ÿсрĕ. Çакă, паллах, ялсенче хоккей площадкисем хута кайнипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче çеç хоккейла выляма тата конькипе ярăнса киленме 3 площадка пур. Ахальтен мар январĕн 16-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче «Юрататăп аттепе аннене тата хоккея» çемьесен спорт фестивалĕ иртрĕ. Асăннă фестивале Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçарăвĕ-пе, Еленăпа Геннадий Тимченко ячĕллĕ ыркăмăллăх фончĕ тата Раççейри хоккей
Коронавирусран прививка тăваççĕ

Коронавирусран прививка тăваççĕ

Çĕнĕ коронавирус чирĕ çинчен пĕрремĕш хут илтнĕренпе çулталăк та иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Килтен тухмасăр лармалли, çирĕп йĕркесене пăхăнмалли, обществăлла вырăна маскăсăр тухма юраманни, тĕрлĕ ĕçе онлайн мелпе тума хăнăхмалли пире чылай пăшăрхантарчĕ. Çын ырра та, усала та хăнăхать теççĕ. Эпир те пурнăçăн çĕнĕлĕхĕсене хăнăхрăмăр пулмалла. Апла пулин те, паянхи кун та коронавирусран сыхланасси çине алă сулмалла мар, профилактика йĕркисене çирĕп тытса пымалла. Районта пурăнакансем профилактика мерисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе йĕркене пăсакансене явап тыттарас тĕллевпе районта кунсерен рейдсем иртеççĕ. Магазинсенче тата тĕрлĕ организаци-учрежденисенче йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ-и, обществăлла транспортпа усă куракансем сыхăлăх çинчен манмаççĕ-и — рейда тухакансем кашни пĕлтерĕшлĕ ыйту çине тимлĕх у
137 пепке çуралнă

137 пепке çуралнă

2020 çулта районти ЗАГС уйрăмĕ граждан тăрăмĕсемпе çыхăннă пурĕ 651 акт регистрациленĕ. Çав шутра 137 пепке çут тĕнчене килнине çирĕплетнĕ. 2019 çулта çуралакансем районта йышлăнрах пулнă — 160 çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Пĕлтĕр çуралнă пепкесенчен 70-шĕ — арçын ачасем, 67-шĕ — хĕрачасем. 30 çемьере пĕрремĕш ачасем кун çути курнă, 46 çемьере — иккĕмĕшсем, 61 çемьере — виççĕмĕшсем е малаллахисем. Ашшĕ-амăшĕ арçын ачасем валли ытларах Максим, Ислам, Марк тата Амир ятсем суйланă. Хĕр пĕрчисене вара Амина, Виктория тата Софья ятсене хуракансем чылайăн. Пĕлтĕр пурĕ 372 çыннăн пурнăçĕ татăлнă /2019 çулта 397 çын пурнăçран уйрăлнă пулнă/. Çулталăк тăршшĕпе 82 мăшăр валли Мендельсон маршĕ янăранă. Çав вăхăтрах 39 мăшăр малалла пĕр çулпа утма хирĕççине палăртса уйрăлнă, çав шутра 35 мăшăр —
Бассейн ĕçлет

Бассейн ĕçлет

Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейн юсав ĕçĕсем тăсăларах кайнă пирки чылай вăхăт хупă пулчĕ. Халĕ вара шывра ишме кăмăллакансене ырă хыпар пĕлтерме васкатпăр. Январĕн 15-мĕшĕнчен юсаса çĕнетнĕ бассейн уçăлнă. П.ПОРЯДКОВ.