Вертолет пулăшма васкать

Сывлăх сыхлавĕнчи наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçалтан республикăра санавиаци ĕçлеме пикеннĕ. Унпа йывăр чирлĕ пациентсене хăвăртрах кирлĕ çĕре çитерме усă кураççĕ. Çакă вăхăтра квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ пама май парать.
Сентябрь уйăхĕнче санавиаци вертолечĕ пĕрремĕш хут Патăрьелĕнчи тĕп больницăна вĕçсе çитнĕ. Ун хыççăн вертолет йывăр чирлĕ пациентсене тĕрлĕ районсенчен Шупашкара илсе çитернĕ. Ятарлă контрактпа килĕшÿллĕн авиаци пулăшăвне «Русские вертолетные системы» АО кÿрет.
— Пациента Комсомольскинчен Шупашкара илсе çитерме машинăпа 2 сехет вăхăт кирлĕ, вертолетпа çур сехетре çитме пулать. Йывăр чирлисене вертолетпа турттарни вăхăта перекетлет çеç мар, вăл вĕсен сывлăхне хушма хăрушлăха лектермесĕр кирлĕ çĕре çитерме май парать, — пĕлтереççĕ тухтăрсем.
Васкамалли тĕслĕхсенче санавиаци — çын пурнăçĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Медицинăра усă куракан вертолетсенче реанимаци тата интенсивлă терапи валли пур хатĕрсем те пур.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *