Пĕлĕве ÿстерер-и?

Ĕçсĕр тăрса юлнине çамрăксем те йывăррăн чăтса ирттереççĕ. Пенсие тухма нумай та вăхăт юлманнисемшĕн вара çак тапхăр пушшех те кăткăс.
Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» регион проекчĕ пе килĕшÿллĕн 50 çулти граждансемпе аслăрах çулхисене, пенси умĕнхи ÿсĕме çитнисене пурнăçра çакăн евĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшас тĕллевпе хушма професси илме майсем туса парать.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Екатерина Жукова пĕлтернĕ тăрăх, наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районта пурăнакансем те хушма пĕлÿ илме пултарнă.
«Хушма професси илме 7 çын кăмăл турĕ. Вĕсем тракторист, çул-йĕр строительствин машинисчĕ, котельнăй операторĕ тата ветеринари ĕçĕн хушма профессийĕсене илчĕç. Ĕçсĕр граждансене вĕреннĕ хушăра стипенди тÿленĕ, вăл 11280 тенкĕпе танлашать», — пĕлтерчĕ Екатерина Жукова.
Пĕлсе тăма Çавăн пекех наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 3 тата 7 çул тултарман ачасемпе килте ларакан хĕрарăмсем те хушма пĕлÿ илме пултараççĕ. Шăпах районта пурăнакан 5 хĕрарăм ачисене пăхнă чухне хушма профессие алла илнĕ. Вĕренÿ пĕтĕмпех тÿлевсĕр. Çавна май пĕлĕве тарăнлатас текенсене хапăл тусах кĕтеççĕ.

Сергей ВАСИЛЬЕВ,
Хырай Ĕнел ялĕ:
«Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса, «Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн вĕренме май килнишĕн савăнатăп. Эпĕ хамăн кулленхи ĕçре кирлĕ пĕлĕве тарăнлатрăм, ветеринарипе сиплев ĕçĕнче биологи каяшĕсемпе усă курас енĕпе çĕннине нумай пĕлтĕм».
Николай ВАСИЛЬЕВ,
район больницин тĕп тухтăрĕ:
«Демографи» наци проекчĕ — темиçе енсемпе темиçе тĕллевсенчен тăракан пысăк проект. Унăн тĕп тĕллевĕсем — çыннăн сывлăхлă вăтам пурнăç тăршшĕне 67 çул таран çитересси, пенси ÿсĕмĕнчи çынсем хушшинчи вилеслĕх шайне чакарасси, ача çуратаслăха ÿстересси. Республикăра сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан тата физкультурăпа туслă çынсен шутне ÿстересси те пĕлтерĕшлĕ ен пулса тăрать.
Унсăр пуçне аслă ăрури граждансен пурнăç пахалăхне ÿстерес, çынсене тĕрĕс апатланма хăнăхтарас тата усал йăласенчен пистерес тĕллевпе те программăсем пурнăçланаççĕ.
«Демографи» наци проектне «Аслă ăру» федераллă проект та кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн аслă ăру çыннисене медицина тĕрĕслевĕ тата диспансеризаци витĕр кăларасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Анчах та кăçал коронавирус инфекцийĕ сарăлнине пула çакăн пек тĕрĕслевсене вăхăтлăха ирттереймерĕмĕр. Аслă ăру çыннисен килте самоизоляцире ларма тиврĕ. Апла пулин те, эпир 11 уйăхра тивĕçлĕ канури пациентсен пĕр пайне профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр кăлартăмăр».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *