Ялсенче – хăвăрт интернет

Кăçал социаллă пĕлтерĕшлĕ 110 объекта хăвăрт интернетпа çыхăнтарнă.
Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен пысăк хăвăртлăхлă интернет çине куçмалли черетлĕ тапхăр вĕçленнĕ. Кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенче республикăри 101 вĕренÿ учрежденине, 6 фельдшерпа акушер пунктне, пушар чаçĕн пĕр постне, 2 ял тăрăхĕн администрацине хăвăрт интернетпа тивĕçтернĕ. Çак йышра районти вĕренÿ учрежденийĕсем: Нĕркеç, Хирти Мăнтăр, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Хырай Ĕнел, Асанкасси, Çĕнĕ Мăрат вăтам, Хырхĕрри, Александровка, Чĕчкен, Анат Тимĕрчкасси, Тăманлă Выçли тĕп шулĕсенче пахалăхлă интернетпа усă кураççĕ те.
Ялти вĕренÿ учрежденийĕсенче 50 Мбран кая мар хăвăртлăхлă Интернетпа усă кураççĕ.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтересси «Раççей Федерацийĕн Цифра экономики» наци проекчĕпе пурнăçланать. Чăваш Енре «Ростелеком» ПАО çак ĕçсене пурнăçлать.
Палăртса хăваратпăр: 2019 çулта социаллă пĕлтерĕшлĕ 90 объекта пысăк хăвăртлăхлă интернет кĕртнĕ. Çавăн пекех проектпа килĕшÿллĕн ялсенче çыхăну тĕввисем те тума палăртнă. Çакă халăх пурăнакан вырăнсенче мобильлĕ тата пралук интернечĕн тытăмне аталантарма май парать те.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *