Наци проекчĕсем – порталта

Наци проекчĕсем – порталта

Республикăн наци проекчĕсен порталне ăçта шырамаллине палăртатпăр: http://np.cap.ru ссылкăпа кĕрĕр те — интереслине тупатăрах. Çав шутра, паллах, эсир пурăнакан хулара е районта наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлакан ĕçпе те паллашма пулать. Унта çĕнĕ хыпарсемпе, сăнÿкерчĕксемпе тата хаçатсенче кун çути курнă материалсемпе паллашма май пур.
Проект ĕçлеме пуçланăранпа портала 3 пин ытла информаци материалĕ вырнаçтарнă.
Наци проекчĕсен порталĕн тĕллевĕ — республикăра пурнăçланакан пĕтĕм проект пирки çынсене пĕлтересси, тулли информаципе паллаштарасси. Портала кĕрсе эсир Чăваш Енре пурнăçланакан 11 нацпроектпа паллашма пултаратăр.
Палăртса хăваратпăр, регион шайĕнче вĕсене пурнăçлассипе çыхăннă проектсен шучĕ пилĕк теçеткерен те иртет. Нацпроектсемпе ĕçленине Мускав 197 кăтартупа хаклать. Тĕрĕслев кăтартăвĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ вара пинрен те иртет.
Порталта регионти кашни наци проекчĕ тĕлĕшпе уçăмлă информаци пур — мĕнле объектсем хута кайни, халь мĕнле проектсемпе ĕçлени тата çитес вăхăтра хăш енĕпе ĕçлесси таранах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *