Воскресенье, 28 апреля

Пулăшу мерисем малашне те пулĕç

Декабрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев видеоконференцçыхăну мелĕпе массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе пресс-конференци йĕркелесе вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
ТĔП ТИМЛĔХ — АТАЛАНУ ÇИНЕ
Чи малтанах журналистсем «Чăваш Енĕн экономикипе социаллă пурнăçне аталантармалли комплекслă программа» мĕнле пурнăçланнипе интересленчĕç. Çак ыйту çине хуравласа Олег Николаев тунă ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Программа экономика тата социаллă пурнăç енчен кая юлса аталанса пыракан регионсене ÿсĕмсем тума пулăшас тĕллевлĕ. Çакна валли çитес çулсенче Чăваш Ене кашни çул пĕрер миллиард тенкĕ уйăрса парĕç. 2021 çулта çак укçан пысăк пайне /650 миллион тенкине/ вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма яма палăртнă. Укçан тепĕр пайĕ вара строительство тытăмне пулăшу кÿме, çăмăллăхлă ипотекăсем пама кайĕ. Çакна валли ятарлă проект докуменчĕсене хатĕрленĕ те ĕнтĕ, çулталăк пуçламăшĕнче вĕсене ĕçе кĕртме пикенĕç.
ПАНДЕМИ ШУХĂШЛАТТАРАТЬ
Кăçал пирĕн пурнăçа кĕтмен çĕртен коронавирус чирĕ вирхĕнсе кĕчĕ, пандеми пуçланни пурнăçăн чылай енĕ çине витĕм кÿчĕ. Чăваш Ен коронавируспа ăнăçлăн кĕрешет-и, чăрмавсене çĕнтерме хатĕр-и? Çак ыйту та пресс-конференцие хутшăнакансене интереслентерчĕ. Олег Николаев усал чирпе кĕрешес тĕллевпе нумай ĕç тунине — больницăсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернине, чирлисем валли çĕнĕ вырăнсем хатĕрленине, коронавируспа чирлисене сиплекен медицина ĕçченĕсен шутне нумайлатнине — палăртрĕ. Халĕ, акă, чир ертнисем валли республикăра пурĕ 3295 вырăн пур, амбулатори мелĕпе 30 центр пулăшу кÿрет, 17 пине яхăн тĕрлĕ шайри медицина ĕçченĕ пандемипе кĕрешет. Çавăн пекех республикăна çĕнĕ васкавлă пулăшу машинисемпе те тивĕçтернĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, регионти лару-тăрăва тĕрĕслесех тăраççĕ. Чирлекенсем йышлăн пулсан та кунсерен çĕнĕрен чир ертекенсен шучĕ пĕр шайрах тăрать. Çав вăхăтрах сывалакансем те питĕ нумайăн. Çавна май юлашки кунсенче больницăсенче вырăнсем пушаннине те асăрхама пулнине палăртрĕ республика ертÿçи.
СОЦИАЛЛĂ ПУЛĂШУСЕМ
Пандеми вăхăтĕнче пурте йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç. Çавна май тĕрлĕ енлĕ социаллă пулăшусем ĕçе кĕртрĕç. Вĕсене малашне тăсма май килĕ-и? Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, РФ Президенчĕ тунă йышăнусем халăха пулăшу кÿресси çине пысăк витĕм кÿчĕç. Çавăн пекех регион шайĕнче те çĕнĕлĕхсем пулчĕç. Тĕслĕхрен, шкула каяс умĕн нумай ачаллă сахал тупăшлă çемьесене 5-шер пин тенкĕ пачĕç. «Пулăшу мерисем малалла та тăсăлса пырĕç. Пирĕн бюджетра çакна тума укçа çителĕклĕ. Эпир çак мерăсене пурнăçа кĕртиччен укçа çитерме май пурри çинчен питĕ тимлĕ шутланă. Тĕрлĕ енлĕ пулăшăва тата та аталантарса пыма тăрăшăпăр», — терĕ Олег Алексеевич.
Халăха тĕрлĕ енлĕ ыйтусем пăшăрхантарни паллă пулчĕ: шыв башнисене юсасси е çĕннисемпе улăштарасси, кăнтăр районсенче пурăнакансене пахалăхлă шывпа тивĕçтересси, юхăннă авариллĕ çуртсенчен çĕнĕ пурăнмалли вырăнсене куçарасси, çÿп-çап вырăнĕсене тирпейлесси, чăваш чĕлхин малашнехи аталанăвĕ, çĕнĕ спорт объекчĕсем тăвасси, вăрçă ачисене çăмăллăхсем парасси тата ытти те. Олег Николаев кашни ыйту çине туллин хуравларĕ, эфирта янăраман социаллă сетьсем урлă янă ыйтусене каярах пăхса тухса хурав пама шантарчĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *