Воскресенье, 5 мая

Елена – чи лайăх ĕçчен

Елена – чи лайăх ĕçчен

Вĕсен ĕçĕ çынсен куçне курăнмасть пулин те, правительство тата муниципалитетсен ĕç-хĕлĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмах муниципаллă тата патшалăх службинче вăй хуракансем пирки.
Чи маттур ĕçченсене палăртас тĕллевпе çулсерен конкурс йĕркелеççĕ. Чи усăллă та тухăçлă шухăшсенчен проект çырса панă çамрăксене çак кунсенче Правительство çуртне пуçтарнă. «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх служащийĕ» тата «Республикăри муниципаллă службăн чи лайăх ĕçченĕ» конкурс çĕнтерÿçисене чысланă.
Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕнче чылай çул ĕçлекен Елена Зайкова специалист-эксперт конкурса хутшăнса «Муниципаллă службăн чи лайăх ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *