Воскресенье, 5 мая

Пысăк йышпа уявламалли вăхăт мар

Пысăк йышпа уявламалли вăхăт мар

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçтешсемпе пĕрле çĕнĕ çул уявĕ ирттерме чарнă пирки тепĕр хут аса илтернĕ. Коронавируспа кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штаб ларăвĕнче уявсене йышлăн пухăнмасăр килте ирттерме сĕннĕ. Çакă Çĕнĕ çул каçне кăна мар, çутă Раштав уявне те пырса тивет. Йăлана кĕнĕ тăрăх январĕн 6-мĕшĕнче чиркÿсенче уяв кĕлли иртет. Хальхинче килте кĕлĕ тусан аванрах пулнине асăрхаттараççĕ. Аслă ăрурисен пушшех те халăх хушшине тухма тăрăшмалла мар. Чиркÿсенче капланса тăмалла мар, маска тăхăнмалла, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмалла. Вăраха тăсăлакан кану кунĕсенче çынсем хăйсене çăмăлттай тытса хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасассăн лару-тăру кĕске вăхăтрах улшăнма, чирлекенсен шучĕ тăрук ÿсме пултарать. Кашни çыннăн яваплăха туймалла. Хăйсен те сыхланмалла, çывăх çыннисене те чир-чĕртен хÿтĕлеме тăрăшмалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *