Тĕп вырăнта ял аталанăвĕ

Çак кунсенче районта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пулнă. Вăл Урмаел салин кăнтăр пайĕнче пурăнмалли çурт-йĕр проекчĕ мĕнле пурнăçа кĕнипе паллашнă.
Çак проекта 2018—2020 çулсенче хута янă. Ăна валли пурĕ 40,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Урмаел ялĕн кăнтăр пайĕнчи 50,10 гектар çĕр лаптăкĕ çинче çĕнĕ урамсем тунă. План тăрăх, унта 112 çурт пулĕ. Хальлĕхе 35 çурта пурăнма кĕнĕ те ĕнтĕ, тепĕр 20 çуртра строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çак лаптăкра нумай ачаллă çемьесене 43 участок уйăрса панă. Проектпа килĕшÿллĕн çĕнĕ урамсене газпа, электричествăпа тата шыв пăрăхĕсемпе тивĕçтернĕ, çул сарса панă.
Çавăн пекех Олег Николаев «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнче çурт-йĕр тума е туянма социаллă пулăшу панине çирĕп- летекен свидетельствăсем панă. Çакăн пек свидетельствăна «Заря» ЯХПКн тĕп бухгалтерĕ Надежда Евдокимова, А.П.Тимофеевăн фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан Алиса Сивкина, «Тав» ОООн цех начальникĕ Николай Хораськин, «Восток» ЯХПК бухгалтерĕ Алеся Михеева тата «Молочный двор» кооперативăн председателĕ Сергей Рыбаков тивĕçнĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *