Публикации

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Шкулпа сывпуллашнине систерсе кăçал юлашки шăнкăрав районти 11-мĕш  тата 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакансемшĕн майăн 25-мĕшĕнче  янăрарĕ.  Çак кун пĕр вăхăтрах савăнăçлă та,   пăлхануллă та.  11 çул пĕр класра вĕренсе,   ăмăртусенче пĕрле тупăшнă вĕренекенсемшĕн  пушшех те пулĕ тетĕп.   Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен кăçал 11-мĕш класран — 16 ача,  9-мĕш класран — 49  ача  вĕренсе тухать.   Вĕсене халалланă уяв питĕ савăнăçлă та ырă кăмăллă,  çав вăхăтрах пăлхануллă иртрĕ.  Çырма-вулама вĕрентнĕ,  шутлама хăнăхтарнă педагогсем — пурте чуна çывăх.  Вĕсем вун-вун ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă,  чунне парса вĕрентнĕ.  Çак ĕçе халĕ те тӳ рĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.  
Акнă лаптăксем хушăнса пыраççĕ

Акнă лаптăксем хушăнса пыраççĕ

Юлашки кунсенче пĕлĕтлĕ,  хушăран уяртакан çанталăк ял хуçалăх предприятийĕсене уй-хирте ĕçлеме майсем туса пачĕ.  Анчах та хăш-пĕр хирсене çав-çавах кĕме çук-ха. Майăн 26-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 5826 гектар ытла лаптăк çине пĕрчĕллă тата пăрçа йышши тырăсем акнă.  Вăл шутран 2313 гектар çурхи тулă,  2422 гектар урпа,  825 гектар сĕлĕ,  55 гектар вика,  158 гектар пăрçа.  «Комсомольские овощи» агрофирма 23 гектар кишĕр,  «Кызыл сабанча» тата Шарафутдиновăн фермер хуçалăхĕсем  пурĕ 30 гектар нимĕç пăрçи акнă.  Яровизацилеме 1325 тонна çĕрулми вăрлăхĕ кăларнă.  «Иккĕмĕш çăкăра» пурĕ 130 гектар,  «Комсомольские овощи» агрофирма 90 гектар,  Самаринăн фермер хуçалăхĕ 35 гектар,  «Дружба» ЯХПК 5 гектар лартнă. Райо
Çав çулсене манмала мар

Çав çулсене манмала мар

Мана,  вăрçă ачине,  Комсомольски ялĕнче кăçал Çĕнтерӳ уявне мĕнле паллă туни кăмăла кайрĕ.    Ăна йĕркелекенсем тăрăшни курăнать.    Эпĕ хам сисмесĕрех ас илӳсемпе вăрçă çулĕсене таврăнтăм.   Нимĕçсем Сталинград патне çитнĕ чухне эпĕ 5 çулта анчах пулнă.    Пирĕн поселок Нижний Боскунчи çывăхри Верхний Боскунчи станцийĕнчен 9 çухрăмра,  Сталинград хулинчен 300 çухрăмраччĕ.    Пирĕн çийĕн тăшман самолечĕсем вĕçсе иртетчĕç.    Сиренăсем янрани халĕ те хăлхара тăрать.   1941 çулхи çуллапа кĕркунне поселокра пурăнакансем пурте тарса пĕтнĕччĕ.    Çичĕ çухрăмри тарăн çырмана пытаннă.    Эпĕ те,  анне юбкин аркинчен тытса чупнине астăватăп.   &n
Çумăрсем ура хураççĕ

Çумăрсем ура хураççĕ

Кунсерен çумăр çукаласа тăни районти ял хуçалăх предприятийĕсене çурхи ака-суха ĕçĕсене пурнăçлама ура хурса пырать.   Майăн 19-мĕшĕ тĕлне районĕпе 4042 гектар пĕрчĕл-лĕ тата пăрçа йышши тырăсем акнă.    Вăл шутран 1310 гектар çурхи тулă,  1810 гектар урпа,  698 гектар сĕлĕ,   158 гектар пăрçа,  35 гектар вика.    Çавăн пекех хуçалăхсем кишĕр,  нимĕç пăрçи,  хĕвелçаврăнăшĕ,  рапс,  кукуруза,  пĕр тата нумай çул ӳсекен курăксем акма пуçланă.    «Слава картофелю» агрофирма 40 гектар çĕрулми лартнă.   Çĕр ĕçченĕ çанталăк уяртасса,  хĕвеллĕ кунсем çитессе чăтăмсăррăн кĕтет.    

«Астăвăм сачĕ» ешертĕр

Чăваш енре «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса 62 пин йывăç лартмалла.   Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа иртекен  мероприятие республикăри кашни район хутшăнать.    Çавна май пирĕн районти  ял тăрăхĕсенче  те  йывăç-тĕм лартаççĕ.    Акă,  тĕслĕхрен нумаях пулмасть  Кайнлăк ял тăрăхĕнче 32 тĕп чăрăш,  Дубовка ялĕнче культура ĕçченĕсем хурлăхан,  крыжовник,  чие йывăççи  лартнă.    Асанкассинче те ачасем акцие  тӳпе хывнă.    Аслă Чурачăк,  Хырхĕрри  тата ытти ялсенче пурăнакансем  те çулсеренех  нумай йывăç лартса хăварассине йăлана кĕртнĕ.     «Молодая Гвардия» районти уйрăмĕн членĕсем те Комсомольски 1-мĕш вăтам
«Тимоша»  çăлкуçа çĕнетрĕç,  канмалли вырăна хăтлăлатрĕç

«Тимоша»  çăлкуçа çĕнетрĕç,  канмалли вырăна хăтлăлатрĕç

  Комсомольскинче ятарлă проектпа нумай çул тапса тăракан çăлкуç таврашне тирпей-илем кĕртнĕ.    Унта кӳршĕ ялсенчен те  шыв патне килеççĕ.   Комсомольски районĕнче пурăнакан аслă ăрури çынсем çак вырăна ачаранпах  ас тăваççĕ.    Кунта ăш пиçсен те,   шăрăх кун пит-куçа çуса илме те,  шыв тултарма та час-часах çӳренине калаççĕ.    Тахçантанпах  пĕр иксĕлми тапкан çăлкуç таврашне яланах тирпейлесе тăнă.     Палăртса хăварас килет,   çак ĕçе   Комсомольскинче пурăнакан Юрий Митюков пуçарăвĕпе пурнăçланă.     Ун чухне кунта çăлкуçа юхма икĕ бетон ункă вырнаçтарнă.     Алă айĕнчи материалсемпе усă курса беседка тунă, &nb
Пурнăçра чи хакли — çемье

Пурнăçра чи хакли — çемье

Майăн 13-мĕшĕнче район администрацийĕ тата Хĕрарăмсен сюзĕн районти уйрăмĕ пуçарнипе районти ЗАГС уйрăмĕнче Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунне халалласа «Çемьере тăнăçлăх чи хакли»  савăнăçлă мероприяти иртрĕ.  Уява районта  пурăнакан хисеплĕ çемьесене тата пурнăç парнелекен хĕрарăмсене йыхравларĕç.  Çемье уявне  Чăваш енри  Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева ĕçлĕ визитпа килсе çитни те ахальтен мар.  Наталья Алексеевна пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, районти маттур та пултаруллă, ĕçчен хĕрарăмсене, обществăлла ĕçре хастар çемьесене  Тав хучĕсемпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, район тата республика пурнăçне хастар хутшăнакан çемьесене парнесем парса чысларĕ. Каçал тăрăхĕнче тĕпленн
Çанталăк чăрмав кӳрет

Çанталăк чăрмав кӳрет

Районти пур пĕрлешӳллĕ хуçалăхсенче те техника хирсене тухнăччĕ. Çĕр ĕçченĕсем пысăк хавхаланупа ĕçе пуçăннăччĕ. Çанталăк йĕпе-сапаллă пулни çурхи ака-суха ĕçĕсене чылай чăрмав кӳчĕ. Çумăрсем çусах тăнипе хире кĕреймеççĕ. Çапах та ял хуçалăх предприятийĕсем кашни уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Майăн 16-мĕшĕ тĕлне районĕпе 3292 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акнă. Вăл шутран 1142 гектар çурхи тулă, 1446 гектар урпа, 533 гектар сĕлĕ, 35 гектар вика, 105 гектар пăрçа. Çавăн пекех кишĕр (10 гектар), нимĕç пăрçи (21 гектар), хĕвелçаврăнăш (250 гектар), нумай çул ӳсекен курăксем (182 гектар) акнă. Пĕтĕмĕшле илсен 1128 гектар нумай çул ӳсекен курăксене, 1702 гектар кĕр тыррисене апатлантарнă, 3261 гектар нумай çул ӳсекен курăксене, 1451 гектар кĕр тыррисене, 5657 гектар çĕртмен
Çăлкуç таптăр ĕмĕрех

Çăлкуç таптăр ĕмĕрех

Майăн 16-мĕшĕнче, Комсомольскинче, вăрман хĕрринче  вырнаçнă «Тимоша» ятпа пĕлекен кану вырăнне çĕнетнĕ хыççăн  савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Единая Россия» партин «Молодая Гвардия» регионти  уйрăмĕн ертӳçи Андрей Шакулов, вырăнти уйрăм ертӳçи Василий Кокарев,  шкул ачисем, хăнасем  хутшăнчĕç. «Тимоша» кану вырăнне «Молодая Гвардия» хастарĕсем тăрăшнипе  хăтлăлатнă.  Вĕсем  конкурса хутшăнса грант çĕнсе илнĕ, шăпах çак укçа-тенкĕпе çăлкуç тапса тăракан вырăна тирпей-илем кӳнĕ: çĕнĕ беседка тунă, йĕри-тавра карта тытнă, çăлкуçа тасатнă. Халĕ кунта канма меллĕ те лайăх. ,ненмесен çитсе курăр. Проект çĕнтерӳçисем пирки, ĕçе камсем пурнăçлани çинчен тĕплĕнрех çитес номерте çырса пĕлтерĕпĕр.  &nb
Çĕнĕ çитĕнӳсем кĕтетпĕр

Çĕнĕ çитĕнӳсем кĕтетпĕр

«Маншăн пурте интереслĕ», — тет Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 4 «б» класра пĕлӳ илекен Варвара Тихонова. Вăл пуçламăш класранпах «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пырать. Хĕр ача нумай пĕлме, хăйне тĕрлĕ енлĕн аталантарма тăрăшать. Варя тăтăшах тĕрлĕ олимпиадăсене, конкурссене, ăмăртусене хутшăнать, малти вырăнсем йышăнать. Акă, 2020 çулта «Кенгуру» конкурс-вăйăра регион шайĕнче 1-мĕш вырăна тухнăччĕ. Тепĕр çул «Мама — как много в слове этом!» сăвă вулакансен районти онлайн конкурсĕнче хĕр ача 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çав çулах кĕçĕн классем хушшинче иртнĕ тăван тавралăхпа çыхăннă интелектуаллă вăйăра муниципалитет шайĕнче мала тухрĕ. Кăçал В.Тихонова «Я — исследователь» проектпа тĕпчев ĕçĕсен 10-мĕш конкурсĕнче кĕçĕн классем хушшинче «Гуманитарное» номинацире çĕнтерчĕ. ӳсĕмсем пур пулса