Пятница, 26 апреля

Çăлкуç таптăр ĕмĕрех

Çăлкуç таптăр ĕмĕрех

Майăн 16-мĕшĕнче, Комсомольскинче, вăрман хĕрринче  вырнаçнă «Тимоша» ятпа пĕлекен кану вырăнне çĕнетнĕ хыççăн  савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Единая Россия» партин «Молодая Гвардия» регионти  уйрăмĕн ертӳçи Андрей Шакулов, вырăнти уйрăм ертӳçи Василий Кокарев,  шкул ачисем, хăнасем  хутшăнчĕç.

«Тимоша» кану вырăнне «Молодая Гвардия» хастарĕсем тăрăшнипе  хăтлăлатнă.  Вĕсем  конкурса хутшăнса грант çĕнсе илнĕ, шăпах çак укçа-тенкĕпе çăлкуç тапса тăракан вырăна тирпей-илем кӳнĕ: çĕнĕ беседка тунă, йĕри-тавра карта тытнă, çăлкуçа тасатнă. Халĕ кунта канма меллĕ те лайăх. ,ненмесен çитсе курăр. Проект çĕнтерӳçисем пирки, ĕçе камсем пурнăçлани çинчен тĕплĕнрех çитес номерте çырса пĕлтерĕпĕр. 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *