«Астăвăм сачĕ» ешертĕр

Чăваш енре «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса 62 пин йывăç лартмалла.  

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа иртекен  мероприятие республикăри кашни район хутшăнать.    Çавна май пирĕн районти  ял тăрăхĕсенче  те  йывăç-тĕм лартаççĕ.  

 Акă,  тĕслĕхрен нумаях пулмасть  Кайнлăк ял тăрăхĕнче 32 тĕп чăрăш,  Дубовка ялĕнче культура ĕçченĕсем хурлăхан,  крыжовник,  чие йывăççи  лартнă.    Асанкассинче те ачасем акцие  тӳпе хывнă.    Аслă Чурачăк,  Хырхĕрри  тата ытти ялсенче пурăнакансем  те çулсеренех  нумай йывăç лартса хăварассине йăлана кĕртнĕ.     «Молодая Гвардия» районти уйрăмĕн членĕсем те Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн территорийĕнче туя йывăççисем лартнă.    

Халĕ лартнă  хунавсем пĕчĕк-ха,  имшер-ха.    +улсем иртĕç,  лайăх пăхса тăрсан вĕсенчен тавралăха илем кӳрекен кампар йывăçсем ӳссе çитĕнĕç.    Иртен çӳрене кассăн-кассăн вĕрекен çилпе хускалса пуç тайĕç.  

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *