Вторник, 23 апреля

Пурнăçра чи хакли — çемье

Пурнăçра чи хакли — çемье

Майăн 13-мĕшĕнче район администрацийĕ тата Хĕрарăмсен сюзĕн районти уйрăмĕ пуçарнипе районти ЗАГС уйрăмĕнче Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунне халалласа «Çемьере тăнăçлăх чи хакли»  савăнăçлă мероприяти иртрĕ. 

Уява районта  пурăнакан хисеплĕ çемьесене тата пурнăç парнелекен хĕрарăмсене йыхравларĕç.  Çемье уявне  Чăваш енри  Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева ĕçлĕ визитпа килсе çитни те ахальтен мар.  Наталья Алексеевна пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, районти маттур та пултаруллă, ĕçчен хĕрарăмсене, обществăлла ĕçре хастар çемьесене  Тав хучĕсемпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, район тата республика пурнăçне хастар хутшăнакан çемьесене парнесем парса чысларĕ.

Каçал тăрăхĕнче тĕпленнĕ çемьесем: Валентинăпа Виталий Хораськинсем, Людмилăпа Юрий Ерискинсем, Надеждăпа Валерий Евграфовсем, Гелияпа Илнар Хисамовсем пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.  Вĕсем районта та, республикăра та пулса иртекен мероприятисене хутшăнаççĕ, хăйсене  лайăх енчен çеç кăтартаççĕ.  Çакна çемьесем тĕслĕхпе çирĕплетрĕç, çемье историйĕпе паллаштарчĕç. Кашни çемье — хăйне кура пĕчĕк патшалăх. Уява «Рябинушка» ача садне çӳрекенсем илемлетрĕç,  юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç, пурне те савăнăçпа хаваслăх парнелерĕç.

Каçал тăрăхĕнчи маçтăрсен алă ĕçĕсемпе те паллашма кăмăллă пулчĕ. Валентина Хораськина тĕрлеме тата тухья-хушпу ăсталама маттур, Людмилăпа Мария Шорниковасем тĕрлеççĕ тата ӳкерчĕксем  тăваççĕ.  Александр Броницын хутран  тĕрлĕ савăт-сапа хатĕрлет, Зинаида Киргизова вара пуканесене чун кĕртет тейĕн. Тем тĕрлĕ кĕлетке те ăсталать маттур хĕрарăм. Ун пеккисем пирки «,çчен алă ĕç тупать», — теççĕ.

 Мероприяти шайĕнче районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче ЧР Хĕрарăмсен союзĕн  канашлăвĕ иртрĕ. Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова вырăнти ĕç-хĕлпе туллин паллаштарчĕ. Уйрăм членĕсем пур çĕрте те хастар, вĕсем  çемье ăшшине упракансем çеç мар, куллен юратнă ĕçре тăрăшакансем те,  фестиваль-конкурсра хутшăнакансем те. Пĕлтĕр тĕслĕхрен, районти хĕрарăмсем республикăри «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра пуçарулăхпа палăрнă.  Кăçал та вĕсем унта чылайăн хутшăнасса шаннине пĕлтерчĕ Инна Петровна. Аса илтеретпĕр, «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнас тесессĕн майăн 26-мĕшĕччен   видеопрезентаци хатĕрлемелле, заявка ямалла.  

ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева канашлăва хутшăннă май,  çитес вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акцие  кашни тӳпе хывма тăрăшмалла. Унпа пĕрлех хĕрарăмсен, çемьесен вăхăтне усăллă ирттересси, вĕсене конкурссене явăçтарасси, çемьесене  психолог пулăшăвĕ кӳресси, вĕсене сыхласа хăварасси — çаксем пĕтĕмпех  республикăри хĕрарăмсен канашĕн тимлĕхĕнче.     

Канашлăва  çамрăк çемьесен Ассоциацийĕн ертӳçи Федор Степанов  хутшăнчĕ, малашне пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Чăннипех те пурнăçра çемье — чи хакли. Çакă канашлăва хутшăннă кашни çын сăмахĕнче туллин курăнчĕ.  

А.ЕФРЕМОВА.

 

 

 

.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *