Воскресенье, 28 апреля

Çумăрсем ура хураççĕ

Çумăрсем ура хураççĕ

Кунсерен çумăр çукаласа тăни районти ял хуçалăх предприятийĕсене çурхи ака-суха ĕçĕсене пурнăçлама ура хурса пырать.  

Майăн 19-мĕшĕ тĕлне районĕпе 4042 гектар пĕрчĕл-лĕ тата пăрçа йышши тырăсем акнă.    Вăл шутран 1310 гектар çурхи тулă,  1810 гектар урпа,  698 гектар сĕлĕ,   158 гектар пăрçа,  35 гектар вика.    Çавăн пекех хуçалăхсем кишĕр,  нимĕç пăрçи,  хĕвелçаврăнăшĕ,  рапс,  кукуруза,  пĕр тата нумай çул ӳсекен курăксем акма пуçланă.    «Слава картофелю» агрофирма 40 гектар çĕрулми лартнă.  

Çĕр ĕçченĕ çанталăк уяртасса,  хĕвеллĕ кунсем çитессе чăтăмсăррăн кĕтет.  

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *