Публикации

Тăрăшса ĕçлеççĕ, кирлĕ тавар сĕнеççĕ

Çĕршыв рынок экономикине куçнăранпа районти потребительсен обществи, кĕскен ăна райпо тетпĕр,темĕнле йывăрлăхсене чăтса ирттерчĕ пулин те халăха таварсемпе тивĕçтерес енĕпе аван  пырать. Район центрĕнче те, ялсенче те вĕсен конкуренчĕсем, уйрăм предпринимательсем пур. Çавăнпа та райпо ĕçченĕсен хăйсен суту-илӳ точкисем ăнăçлă ĕçлесе пыччăр тесе чылай тăрăшма тивет. Райпо ял çыннисене строительство материалĕсенчен пуçласа канцеляри таварĕсемпе кĕнекесем таранах тивĕçтерет. Чи  пĕлтерĕшли — халăха пахалăхлă продукци çеç сĕнеççĕ. Çавăнпа та ял çыннисем тавар туяннă чухне ытларах райпо магазинĕсене суйласа илме тăрăшаççĕ. Лавккасенчи сутлăх япаласен ассортиментне куллен çĕнетсе тăраççĕ. Район центрĕнчен аякри ялсене те автолавкăсем çитеççĕ. Ял çыннисем заказĕсене пурнăçласа  ки
Евгений Карпеев: «Пурнăçра чи кирли — хамăр ĕçе юратни»

Евгений Карпеев: «Пурнăçра чи кирли — хамăр ĕçе юратни»

Каçал енĕн пурнăçĕнче  райпо яланах хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăрать. Кунта тăрăшуллă та маттур, çирĕп вăй-халлă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Аслăрах çулхисем çеç мар, çамрăксем те ĕçре çивĕч. Вĕсем пысăк опытлисенчен вĕренсе пыраççĕ, çĕннине çăмăллăнах алла илеççĕ. Çак ĕçре вара чылай чухне аслă ăрурисем те сахал мар пулăшу кӳреççĕ. Çак кунсенче райпо тытмне пысăк тӳпе хунă маттур та пуçаруллă çынсенчен пĕринпе —  Евгений Иванович Карпеевпа тĕл пулса калаçма тӳр килчĕ.  Евгений Иванович 27 çул райпо тилхепине çирĕп тытса пынă.  Вăл пуçарнипе пурнăçланă ĕçсем паянхи кун та пĕтĕмпех куç умĕнче.  Вăл ертсе пынă çулсенче Комсомольски райповĕ хăйĕн аталанăвĕнче сулмаклă утăмсем тунă, пĕрре çеç мар республика шайĕнче палăрнă.   —  Пысăк предприятие ертсе пыма ша
Районти уйрăма туса хунăранпа – 20 çул

Районти уйрăма туса хунăранпа – 20 çул

Июнĕн 27-мĕшĕнче  Комсомольски ялĕ çывăхĕнчи «Тимоша» çăлкуç  патĕнче «Единая Россия» партин районти уйрăмне туса хунăранпа 20 çул çитнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Салам сăмахĕсемпе район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн ертӳçи Оксана Егорова, Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Патăръел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, «Единая Россия» партин кӳршĕ районĕсенчи уйрăмĕсен секретарĕсем, хăнасем тухса калаçрĕç. Вĕсем пуçтарăннисене малашне те пуçаруллă пулма, район пурнăçне лайăхлатас, ăна аталанма пулăшас тĕлĕшпе хастар ĕçлеме вăй-хал, ăнăçу сунчĕç. Уйрăмах хастарлăхп
Мускаври парада хутшăннă

Мускаври парада хутшăннă

Мускаври Хĕрлĕ лапамра 1945 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн Тăван çĕршыв Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕ ятпа Хĕрлĕ çарăн историллĕ парачĕ иртнĕ. Унта пурĕ 35325 çын хутшăннă: сержантсемпе рядовойсем — 31116 çын, офицерсем — 2809 çын, 249 генералпа 24 маршал, пĕрлештернĕ çар оркестрĕ —  1400 çын. Çак парадра пирĕн районти Григорий Мартынович Шемякин (Йăвашкел), Александр Павлович Кузнецов (Луцки), Федор Максимович Воробьев (Хырай Ĕнел) пулнă. Пирĕн район çыннисенчен тата кам та пулин Мускавра Çĕнтерӳ парадĕнче пулнă-ши? Пулнă тесе çирĕплетсех калама май пур, вĕсем Йăлмахва ялĕнчен… 1943 çулта икĕ Йăлмахва каччине салтака илсе каяççĕ: Иван Дмитриевич Дмитриева тата Петр Сергеевич Егорова. Вĕсем 1926 çулта çуралнă. Шăпа çамрăксене Мускаври Кремле, патшалăх хăрушсăрлăх службине
Сабантуй халăха уява пуçтарчĕ

Сабантуй халăха уява пуçтарчĕ

Июнĕн 25-мĕшĕнче Урмаел ялĕнче ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн йĕркелекен йăлана кĕнĕ Сабантуй уявĕ иртрĕ. Яланхи пекех унта халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Уява килнисемпе пĕрлех савăннăн çанталăкĕ те уяр та хĕвеллĕ тăчĕ. Район пуçлăхĕ Р.Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Зайнуллин, Урмаел вăтам шкулĕн директорĕ Ф.Камальтдинов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ф.Рахимзянов,  ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов, Тутарстан республикинчи Кайпĕç районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Рахматуллин, Урмаел ялĕн хисеплĕ çыннисем Г.Апраков, К.Мифтахутдинов тата ытти хаклă хăнасем Сабантуя килнисене уяв ячĕпе саламларĕç, чун-каниччен канма, савăнма ăнăçу сунчĕç. Ĕçре малта пыракансем чыс-хисепе тивĕçлĕ. Вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн, район администрацийĕн та

Кĕр! Кĕрлерĕ Акатуй!

Июнĕн 25-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче юрăпа ташă, ĕç тата спорт уявĕ — Акатуй  иртрĕ. Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă, халăхăн  йăли-йĕркине упраса хăварас, культурине  аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприяти  ял тăрăхĕнчи  Хирти Сĕнтĕр, Хирти Ĕнел, Нĕркеç, Янкасси, Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш ялĕсенче пурăнакансене тата тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасене,  организацисен  тата фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене  илемлĕ çĕрте  вырнаçнă  лапама пуçтарчĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн  депутачĕ, «Единая Россия»  парти членĕ  Петр Краснов, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, депутатсен районти Пухăвĕн  депутачĕ, Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Светлана Грачева, «Сл
Хĕрарăмсене чысланă

Хĕрарăмсене чысланă

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ  иккĕмĕш хутчен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс ирттернĕ.  Кăçал унта 500 яхăн пике-арăм хутшăнма кăмăл тунă.  Малтанхи пекех хальхинче те çĕнтерӳçĕне палăртма çынсен шухăшне шута илчĕç. Çавăнпах кашниех ентешĕшĕн е пĕлĕшĕшĕн сасăлама пултарнă.  Çĕнтерӳçĕсен ячĕсем паллă та ĕнтĕ. Вĕсене Чăваш патшалăх филармонийĕнче чысланă.  Республика шайĕнчи уява районти маттур хĕрарăмсем те хутшăннă. ЧР Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова ертсе пыракан делегаци:  Г.Н.Родионова, В.Н. Хораськина,  Р.В.Смирнова, Е.Г.Просвирнова, В.Н.Потапова,  А.Л.Родионова, Е.А.Пермякова, Г.М.Гаврилова, В.Н.Моторина, О.К.Митюкова, Н.Г. Чернова, В.В.Самаркина уява хутшăннă,    
Хуткупăсçăсем фестивале хутшăннă

Хуткупăсçăсем фестивале хутшăннă

Республика кунĕнче Шупашкар хулинче  Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăх коллективĕсен XXX  фестивалĕ иртрĕ. Унта  çĕршыври 10 регионтан  коллективсем  килсе çитнĕ. Вĕсем куракансене  илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.  Асăннă фестивале районти «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ те хутшăнчĕ. Владимир Павлов ертсе пыракан  арçынсен коллективĕ — хуткупăс калакансем — куракансене  савăк кăмăл парнелерĕç.    
Сăвăçăн пултарулăх каçĕ иртрĕ

Сăвăçăн пултарулăх каçĕ иртрĕ

Нумаях пулмасть Хирти Мăнтăр культура çуртĕнче Марионелла Николаевна Тимофееван (Мария Каçалсем) пултарулăх каçĕ иртрĕ. Талантлă сăвăç Йăвашкел ялĕнче çуралса ÿснĕ, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче, историпе филологи факультетчĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнче ăс пухнă. Мария Каçалсем — Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ, тăватă кĕнеке авторĕ. Вăл чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ премине илме тивĕç пулнă, М.Бархонов музыкант-композитор унăн сăввисемпе чылай юрă кĕвĕленĕ. Пултарулăх каçне хăнасем нумай пуçтарăнчĕç. Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин, районти тĕп вулавăш директорĕ Инна Ядрова Мария Каçалсем сăвăҫа уяв ячĕпе саламларĕҫ, Хисеп хучĕсем парса чысларĕҫ. Ентешĕсем, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи культура ĕçчен
В парадном строю победителей

В парадном строю победителей

Пожалуй, не каждый район Чувашии может гордиться тем, что в парадном строю победителей Красной Армии по главной площади столицы нашей Родины 77 лет тому назад, 24 июня 1945 г., гордо чеканили строевой шаг четыре отважных бойца уроженцев Комсомольского района — Ф.М. Воробьев, А.П. Кузнецов. Ф.Ф. Порядков, В.В. Иванов. О них расскажет наша газета по страницам неопубликованной книги местного автора, краеведа Евгения Игонина «Путь через пламя войны», повествующей о славных делах тружеников тыла и мужестве фронтовиков Великой Отечественной войны 1941 — 1945 г.г. наших земляков — односельчан. … День 24 июня 1945 года для жителей Чувашии явился двойным знаковым праздником. В этот светлый и памятный день республика отмечала 25-летний юбилей Чувашской автономии и триумфальное событие в истории с