Четверг, 25 апреля

Акнă лаптăксем хушăнса пыраççĕ

Акнă лаптăксем хушăнса пыраççĕ

Юлашки кунсенче пĕлĕтлĕ,  хушăран уяртакан çанталăк ял хуçалăх предприятийĕсене уй-хирте ĕçлеме майсем туса пачĕ.  Анчах та хăш-пĕр хирсене çав-çавах кĕме çук-ха.

Майăн 26-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 5826 гектар ытла лаптăк çине пĕрчĕллă тата пăрçа йышши тырăсем акнă.  Вăл шутран 2313 гектар çурхи тулă,  2422 гектар урпа,  825 гектар сĕлĕ,  55 гектар вика,  158 гектар пăрçа.  «Комсомольские овощи» агрофирма 23 гектар кишĕр,  «Кызыл сабанча» тата Шарафутдиновăн фермер хуçалăхĕсем  пурĕ 30 гектар нимĕç пăрçи акнă.

 Яровизацилеме 1325 тонна çĕрулми вăрлăхĕ кăларнă.  «Иккĕмĕш çăкăра» пурĕ 130 гектар,  «Комсомольские овощи» агрофирма 90 гектар,  Самаринăн фермер хуçалăхĕ 35 гектар,  «Дружба» ЯХПК 5 гектар лартнă.

Районта 398 гектар нумай çул,  795 гектар пĕр çул        ӳсекен курăксем,  «Луч» ЯХПК тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ 50-шар гектар рапс,  «Дружба» ЯХПК 300 гектар,  Белкинăн фермер хуçалăхĕ 100 гектар,  Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ 30 гектар хĕвелçаврăнăшĕ акнă.  Куккурус акассине 13 хуçалăхра пуçланă.  Çак ĕçе районĕпе 281 гектар çинче пурнăçланă.

Çанталăк лайăхлансан хуçалăхсем кĕске вăхăтрах мĕн палăртнине акса-лартса хăварĕç.  Çакна тума вĕсен пур майсем те пур% техника юсавлă,  çунтармалли-  сĕрмелли материалсем çителĕклĕ,  удобренисемпе вăрлăх хатĕр,  ĕçлекенсен хавхаланăвĕ пур.

Р. Басников.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *