Вторник, 23 апреля

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Шкулпа сывпуллашнине систерсе кăçал юлашки шăнкăрав районти 11-мĕш  тата 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакансемшĕн майăн 25-мĕшĕнче  янăрарĕ.  Çак кун пĕр вăхăтрах савăнăçлă та,   пăлхануллă та.  11 çул пĕр класра вĕренсе,   ăмăртусенче пĕрле тупăшнă вĕренекенсемшĕн  пушшех те пулĕ тетĕп.  

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен кăçал 11-мĕш класран — 16 ача,  9-мĕш класран — 49  ача  вĕренсе тухать.   Вĕсене халалланă уяв питĕ савăнăçлă та ырă кăмăллă,  çав вăхăтрах пăлхануллă иртрĕ.  Çырма-вулама вĕрентнĕ,  шутлама хăнăхтарнă педагогсем — пурте чуна çывăх.  Вĕсем вун-вун ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă,  чунне парса вĕрентнĕ.  Çак ĕçе халĕ те тӳ рĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.    

Вĕренекенсене уяв ячĕпе район администрацийĕн  пуçлăхĕ Александр Осипов,  шкул директорĕ Ирина Соловьева,  «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов  саламларĕç,  Хисеп грамотисемпе,  Дипломсемпе чысларĕç,  тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисенче призерсен йышне лекнисене хушаматран палăртса хăварчĕç.  Выпускниксем чăннипех те вĕрен, ре маттур пулни куçкĕрет.  Вĕсем районти,  республикăри пĕр ăмăртуран та пăрăнман.  

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен 9 тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакан  64 ачашăн  та çак кун çав тери пăлхануллă пулчĕ.  Вĕренекенсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ,  вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Юрий Митюков,  «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн ертӳ çи Василий Кокарев,  шкул директорĕ Евгений Савельев,  районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Фидаил Рахимзянов саламларĕç.  Вĕренӳ ре,  обществăлла ĕçре,  олимпиадăсемпе,  фестивальсенче маттуррисене Хисеп грамтисемпе чысларĕç.   

Урмаел вăтам шкулĕнчен кăçал 11-мĕш класа  17 ача,   9-мĕш  класа  30   вĕренекен пĕтереççĕ.   Вĕсемшĕн те юлашки шăнкăрав уявĕ  савăнăçлă иртрĕ.  Уяв ячĕпе пухăннисене шкул директорĕ Фанис Камальтдинов,  ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин тата хăнасем саламларĕç.  Ачасен умра — яваплă тапхăр,  экзаменсем.  Ăнăçу  сунатпăр вĕсене!     

Шурă саппунсемпе хăюсем,  тĕрлĕ тĕслĕ шарсем,  илемлĕ чечексем,  илĕрт, ллĕ йăл кулă,  çав хушăрах ашшĕ-амăшĕ тата выпускниксем вăрттăн шăлса илекен куççуль,  вĕрентекенсен сывпуллашу сăмахĕсем. . .  ĕмĕрлĕхех асра юлакан самантсем.  Ĕнерхи  вĕренекенсем паян пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ.  Хыçра — ачалăх,  шкул çулĕсем,  вулама-çырма вĕренни.  Малта — экзаменсене ăнăçлă тытса професси суйласси.  Мĕнех,  юлашки шăнкăрав янăрарĕ,  халĕ районти яшсемпе хĕрсене экзаменсенче ăнăçу сунатпăр!

А.  ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *