Понедельник, 29 апреля

Çав çулсене манмала мар

Çав çулсене манмала мар

Мана,  вăрçă ачине,  Комсомольски ялĕнче кăçал Çĕнтерӳ уявне мĕнле паллă туни кăмăла кайрĕ.    Ăна йĕркелекенсем тăрăшни курăнать.    Эпĕ хам сисмесĕрех ас илӳсемпе вăрçă çулĕсене таврăнтăм.  

Нимĕçсем Сталинград патне çитнĕ чухне эпĕ 5 çулта анчах пулнă.    Пирĕн поселок Нижний Боскунчи çывăхри Верхний Боскунчи станцийĕнчен 9 çухрăмра,  Сталинград хулинчен 300 çухрăмраччĕ.    Пирĕн çийĕн тăшман самолечĕсем вĕçсе иртетчĕç.    Сиренăсем янрани халĕ те хăлхара тăрать.   1941 çулхи çуллапа кĕркунне поселокра пурăнакансем пурте тарса пĕтнĕччĕ.    Çичĕ çухрăмри тарăн çырмана пытаннă.    Эпĕ те,  анне юбкин аркинчен тытса чупнине астăватăп.    Ун аллинче çулталăкри йăмăк пулнă.    Эпĕ,  пĕчĕкскер,  çав çырмана мĕнле çитнĕ-ши,  халĕ тĕлĕнетĕп.    Çĕрле пирĕн çийĕн усаллăн уласа фашистсен самолечĕсем вĕçсе кайрĕç.    Нумаях та вăхăт иртмерĕ такам Верхний Боскунчи çунни çинчен кăшкăрса пĕлтерчĕ.    Эпир çырана тапаçланса хăпартăмăр та хĕрлĕ пысăк çутă куртăмăр,  узел станцийĕ çунать иккен.    Ун витĕр Казахстана,  Вăтам Азие санитар пуйăсĕсем кайнине курнăччĕ.    Вăл çул пурăнма юрăхлă саман пӳртсенче  хĕл каçрăмăр.  

Ача пулнă та,  вăрçă мĕн тери хăрушă пулнине ăнлансах та çитереймен.    Анчах та выçăллă-тутăллă пурăннине ăçтан манса кайăн. Пыйтланасран çӳçсене хырса янăччĕ.    Аслисене татах та йывăр килнĕ ĕнтĕ.    Халĕ çак йĕркесене çыратăп та,  куçран куççуль тухать.    Вăрçă умĕн хăй валли те,  мана валли те анне фланель кĕпе туяннăччĕ.    Ăна эпĕ тăхăнса кураймарăм,  çăнăхпа улăштартăмăр.    Вăл вăхăтра 1 стакан тулă 100 тенкĕ тăратчĕ.    Аслă Отечественнăй вăрçа,  унăн паттăрĕсене нихăçан та манса каймалла мар.  

Р.   Чумарова,

учитель-пенсионер.  

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *