Культура

Тавралӑх илемӗ – хамӑршӑн

Тавралӑх илемӗ – хамӑршӑн

«Единая Россия» партин Комсомольски округӗнчи уйрӑмӗн ҫамрӑк гвардеецӗсем яланах хастарлӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ, пур ҫӗре те ӗлкӗреҫҫӗ. Акӑ, октябрь уйӑхӗ пуҫланнӑранпа та вӗсем чылай ырӑ ӗҫ пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ. Обществӑлла организацин хастарӗсем Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче аслӑ ӑру ҫыннисене саламланӑ, килти хуҫалӑхра пулӑшнӑ. 5-мӗш числора вара вӗрентекенсене салам сӑмахӗсемпе, парнесемпе савӑнтарнӑ. Кунсӑр пуҫне, таврана тирпей-илем кӗртес ӗҫе те хутшӑннӑ. Совет Союзӗн Геройӗ Иван Кабалин ячӗллӗ микрорайонта субботник ирттернӗ. Субботник вӑхӑтӗнче картише типӗ ҫулҫӑран, туратсенчен, автомобиль резинисенчен, пӗренесенчен, хӑмасенчен тата тӗрлӗ ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Мероприятие ҫавӑн пекех микрорайонта пурӑнакансене те явӑҫтарнӑ.

Фестиваль хавхалану кӳчӗ

Октябрӗн 12-мӗшӗнче Комсомольски округӗнчи кашни шкултан пӗрер маттур ача Шупашкарта иртнӗ «Формула счастливого детства» фестивале хутшӑнчӗ. Ӑна Раҫҫейри ачасен тата ҫамрӑксен «Малтисен юхӑмӗ» (Движение первых) пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Фестиваль пур ачана та питӗ килӗшрӗ. Ман шутпа, ҫакӑн пек мероприятисем республикӑра тата та ирттермелле. Ҫак кун маншӑн питӗ савӑнӑҫлӑ пулчӗ. Эпир ытти шкул, ытти округ хастарӗсемпе паллашрӑмӑр, туслашрӑмӑр, ҫӗннине вӗрентӗмӗр. Пӗрисем ӑнӑҫлӑ ӗҫ йӗркелеме хӑнӑхрӗҫ, теприсем вара ертӳҫӗ пулма майсем шырарӗҫ. Эпӗ хам сцена ҫинче, халӑх умӗнче хӑрамасӑр мӗнле калаҫмаллине ӑнлантӑм. Ҫав мероприятирех хитре юрлас ӑсталӑха епле аталантармаллине те вӗрентӗм. Шкулта ӗҫ-пуҫ епле йӗркелемеллине те ӑнлантарчӗҫ пире. Планланӑ ӗҫ е уяв, проект пурне те усӑллӑ, ырӑ тӗлле
Ачасем патӗнче – хӑнара

Ачасем патӗнче – хӑнара

Паллӑ ӗнтӗ, ачасем вулама юратса ӳсчӗр тесен вӗсене пӗчӗкрен кӗнекесен асамлӑ тӗнчипе паллаштармалла. Ҫавна шута илсе ҫак кунсенче «Колосок» ача садӗнчи «Непоседы» кӗҫӗн ушкӑнра хӑнара пултӑм. Ку вулавӑшӑн пулас пӗчӗк вулаканӗсемпе ирттернӗ пӗрремӗш тӗлпулу пулчӗ. Шӑпӑрлансене малтанах тӗрлӗ кӗнеке пурӑнакан библиотека тӗнчи, библиотекарь ӗҫӗ ҫинчен каласа патӑм. Ачасем патне пушӑ алӑпа мар, чи илемлӗ те паллӑ кӗнекесемпе кайрӑм — вырӑс халӑх юмахӗсемпе, Корней Чуковскин, Агния Бартон тата ытти авторсен хайлавӗсемпе. «Гуси-лебеди», «Репка» юмахсене вара вӗсене сасӑпа вуласа патӑм. Пурте кӑсӑкланса итлерӗҫ, юмахри паттӑрсемпе пӗрле кулянчӗҫ те, савӑнчӗҫ те. Кайран ачасем журналсемпе, кӗнекесемпе, илемлӗ энциклопеди кӑларӑмӗсемпе, тӗрлӗ чӗрчунсемпе иллюстрациленӗ словарьсемпе те палла

Ватӑсем кӑмӑллӑ  юлчӗҫ

Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакан ватӑсем культура ҫуртӗнче вӗсен ячӗпе йӗркеленӗ мероприятирен тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ. Пуҫтарӑннисене малтанах Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Салмина, хамӑр патран суйланнӑ депутат, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх,  пурнӑҫра ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Культура ӗҫченӗсем, «Шанчӑк» ушкӑна ҫӳрекенсем сцена ҫине тухса савӑк юрӑ-кӗвӗ  парнелерӗҫ. Ялта юрра-ташша ӑста ветерансем сахал мар. Вӗсем те халӑх умне тухрӗҫ. Пуҫтарӑннисем уйрӑмах Л.И.Ипатьева шӑрантарнӑ «Ан кулян эс ватлӑх пӑхнӑшӑн куҫран» юрра хапӑлласа йышӑнчӗҫ. П.Н.Ивановпа Н.И.Васильев юрланӑ юрӑ та кӑмӑлӗсене кайрӗ. Тӗлпулу малалла сӗтел хушшинче тӑсӑлчӗ. Пӗрле техӗмлӗ чей ӗҫнӗ май  ватӑсем иртнине аса илчӗҫ, хальхи
Ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе калаҫнӑ

Ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе калаҫнӑ

Ҫитес ҫул республикӑра Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулӗ. Муниципаллӑ округӑн Обществӑлла палатин черетлӗ ларӑвӗнче калаҫу шӑпах ҫав ыйтусемпе иртнӗ. Ун ӗҫне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, обществӑлла ытти организацисен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Ларӑва обществӑлла палатӑн председателӗ К.С.Мифтахутдинов ертсе пынӑ. Ҫутҫанталӑка упрас ыйту пирӗн округра пурӑнакансемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Пӗрле сӳтсе явса  асӑннӑ ҫулталӑкра округра пурнӑҫламалли ӗҫсен планне пӑхса тухнӑ. Ларӑва хутшӑнакансем ҫутҫанталӑка сыхлас ыйтусемпе  шкулсенче калаҫусем ытларах йӗркелемеллине, тӑпра эрозине хирӗҫ кӗрешмелли ӗҫсем тумаллине, юханшывсен тасалӑхӗ пирки тимлемеллине тата ытти ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. (Хамӑр инф).

Пултарулӑх сезонне уҫнӑ

Иртнӗ эрнекун, сентябрӗн 15-мӗшӗнче, округри культура ҫурчӗсенче  пултарулӑх сезонне уҫнине уявланӑ. Кашни ҫӗрте программӑна куракансемшӗн интереслӗ, пуян тума тӑрӑшнӑ.  Акӑ, Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче уяв программине «И снова здравствуйте» ятпа йӗркеленӗ. Фойере ача-пӑча искусство шкулӗн ӳнер уйрӑмӗнче вӗренекенсен «Чудеса на ткани» ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Куракансене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталия Комиссарова саламланӑ. Вӑл «Кубняночка» халӑх вокал,  «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗсен,  В.Х.Зайцева ячӗллӗ халӑх театрӗн, халӑх эстрада-музыка студийӗн коллективӗсене  тата «Островок» хореографи ушкӑнне пысӑк профессионализмшӑн тата ҫитӗнӳсем тунӑшӑн округ администраци пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе чысланӑ. Уяв ко

Чи лайӑххисене палӑртнӑ

Чи тирпейлӗ те таса, илемлӗ хушма хуҫалӑха тупса палӑртас тесе округра июлӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 31-мӗшӗччен «Чи лайӑх хушма хуҫалӑх» конкурс ирттернӗ. Ҫак кунсенче унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Комисси членӗсем Комсомольскинчи Зарубинсен хушма хуҫалӑхӗ чи лайӑххи пулнине пӗлтернӗ. Хирти Сӗнтӗрти Беловсен хуҫалӑхӗ — иккӗмӗш вырӑнта. Мала тухнисене Дипломсемпе наградӑланӑ, укҫан хавхалантарнӑ. Малашне те ҫавӑн пек конкурссем  пуласса, пултаруллисене палӑртасса шанса тӑратпӑр.
Халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ

Халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ

Халӑх юрри — мӑн асаттесен ӑрусене ҫыхӑнтаракан йӑли-йӗрки, пурнӑҫ опычӗ урлӑ сӑнарланса искусствӑра упранса юлакан пурлӑх. Шел пулин те, хальхи вӑхӑтра халӑх юрри-ташшине астӑвакан, уявсенче юрлакан ҫын сахал. Фольклор ансамблӗсене ҫӳрекенсем те — аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем тата культура ӗҫченӗсем ҫеҫ. Ҫамрӑксем хальхи музыкӑна итлеме тата ун ҫемми май авкаланма кӑна пултараҫҫӗ.   Халӑхӑн иксӗлми пултарулӑхне манӑҫа кӑларас мар, аслисем ҫамрӑксене ҫак ӑсталӑха вӗрентсе хӑварма пултарччӑр тесе  Чӑваш Республикин  Социаллӑ  фончӗн Комсомольскинчи клиент служби ҫумӗнчи аслӑ ӑрӑвӑн «Кӗмӗл ӳсӗм» центрӗнче ҫак кӗҫнерникун чӑваш халӑх юррисемпе ӑсталӑх класӗ ирттерчӗҫ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫи, ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ  Владимир Павлов тата ушкӑна ҫӳрекен арҫынсем авалхи йӑ
Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ

Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ

Ҫурла уйӑхӗнче православи тӗнне ӗненекенсем пыл, панулми тата ҫӑкӑр  (мӑйӑр) спасӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫуллахи ҫак уявсене ватти-вӗтти те юратать, вӗсем ҫӗнӗ ҫимӗҫ тутанма вӑхӑт ҫитнине систереҫҫӗ-ҫке. Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем августӑн 29-мӗшӗнче пӗчӗккисем валли «Спас медовый, яблочный и ореховый» программа йӗркелерӗҫ. Мероприятие ертсе пыракан Валентина Тимофеева «Колосок» тата «Радуга» ача сачӗсен воспитанникӗсене Раҫҫейре ҫак уявсене епле паллӑ тунине кӗскен каласа пачӗ. Ачасем хӑйсен воспитателӗсемпе пӗрле хускануллӑ тӗрлӗ вӑййа хаваспах хутшӑнчӗҫ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шырарӗҫ, ыйтусене хуравларӗҫ. Вӑйӑра шӑпӑрлансем пыл хурчӗ те, хӗрӗх ураллӑ хурт та пулса курчӗҫ, алла-аллӑн тытӑнса вӑрӑм сӑнчӑр йӗркелерӗҫ. «Панулми» вӑйӑра вара кӗвӗ кам ҫинче чарӑнать,
Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ

Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ

Пирӗн округри юрра-кӗвве юратакансене августӑн 25-мӗшӗнче Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ  округсем хушшинчи «Звездное лето» фестиваль хӑй ытамне илчӗ. Вӑл хальхипе иккӗмӗш хут иртрӗ. Тӳпене ҫӑлтӑрсем карса илсен те юрӑ-кӗвӗ таврара янраса тӑчӗ, тӗрлӗ ҫӗртен килсе ҫитнӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарчӗҫ. Вӗсен ӑсталӑхне Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Печникова ертсе пыракан сумлӑ жюри хакларӗ. 15—35 ҫулхи юрӑҫсенчен пӗрремӗш вырӑна Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчен килнӗ Юлиана Михайлова тата пирӗн округри Георгий Печников ҫӗнсе илчӗҫ. Пирӗн ентешсем Олеся Кукушкинӑпа Виктор Шамбулин иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Комсомольскинчи Юлия Щетинкина, Вӑрмар округӗнчи Андрей Игнатьев виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗҫ. Аслӑрах ӳсӗмри солистсенчен Шӑмӑршӑ округӗн