Фестиваль хавхалану кӳчӗ

Октябрӗн 12-мӗшӗнче Комсомольски округӗнчи кашни шкултан пӗрер маттур ача Шупашкарта иртнӗ «Формула счастливого детства» фестивале хутшӑнчӗ. Ӑна Раҫҫейри ачасен тата ҫамрӑксен «Малтисен юхӑмӗ» (Движение первых) пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ.

Фестиваль пур ачана та питӗ килӗшрӗ. Ман шутпа, ҫакӑн пек мероприятисем республикӑра тата та ирттермелле. Ҫак кун маншӑн питӗ савӑнӑҫлӑ пулчӗ. Эпир ытти шкул, ытти округ хастарӗсемпе паллашрӑмӑр, туслашрӑмӑр, ҫӗннине вӗрентӗмӗр. Пӗрисем ӑнӑҫлӑ ӗҫ йӗркелеме хӑнӑхрӗҫ, теприсем вара ертӳҫӗ пулма майсем шырарӗҫ. Эпӗ хам сцена ҫинче, халӑх умӗнче хӑрамасӑр мӗнле калаҫмаллине ӑнлантӑм. Ҫав мероприятирех хитре юрлас ӑсталӑха епле аталантармаллине те вӗрентӗм. Шкулта ӗҫ-пуҫ епле йӗркелемеллине те ӑнлантарчӗҫ пире. Планланӑ ӗҫ е уяв, проект пурне те усӑллӑ, ырӑ тӗллевлӗ пулмаллине, вӗсене пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенкӗ ӑҫтан тупма май пуррине ӑсларӑмӑр. Экскурсисем те пулчӗҫ, наци библиотекинчи залсене, выставкӑсене курса савӑнтӑмӑр.

Фестивальти атмосфера та кӑмӑла кайрӗ. Ҫынсем питӗ туслӑ, йӑл кулаҫҫӗ, хумхансан пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ. Пурте пӗр-пӗрне тахҫанах палланӑ пек туйӑнса кайрӗ. Ҫӗнӗ юлташсем тупни питӗ лайӑх иккен. Пире ертсе каяканӗ Комсомольски округӗнче «Малтисен юхӑмне» йӗркелекен Валентина Анатольевна Филиппова пулчӗ. Вӑл пире ҫул ҫинче пӗр-пӗринпе паллаштарчӗ, киле таврӑннӑ чухне вара эпир малашнехи мероприятисене сӳтсе яврӑмӑр, мӗн тӑвас килнине асӑнса хамӑр шухӑшсене палӑртрӑмӑр. Чӑннипе каласан, киле те васкас килмерӗ, ҫӗнӗ туссемпе вӗренес, ташлас, юрлас килчӗ.

Анастасия Латышова,

 «Малтисен юхӑмӗн» хастарӗ.

Шурут вӑтам шкулӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *