Воскресенье, 28 апреля

Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ

Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ

Ҫурла уйӑхӗнче православи тӗнне ӗненекенсем пыл, панулми тата ҫӑкӑр  (мӑйӑр) спасӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫуллахи ҫак уявсене ватти-вӗтти те юратать, вӗсем ҫӗнӗ ҫимӗҫ тутанма вӑхӑт ҫитнине систереҫҫӗ-ҫке.

Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем августӑн 29-мӗшӗнче пӗчӗккисем валли «Спас медовый, яблочный и ореховый» программа йӗркелерӗҫ. Мероприятие ертсе пыракан Валентина Тимофеева «Колосок» тата «Радуга» ача сачӗсен воспитанникӗсене Раҫҫейре ҫак уявсене епле паллӑ тунине кӗскен каласа пачӗ. Ачасем хӑйсен воспитателӗсемпе пӗрле хускануллӑ тӗрлӗ вӑййа хаваспах хутшӑнчӗҫ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шырарӗҫ, ыйтусене хуравларӗҫ. Вӑйӑра шӑпӑрлансем пыл хурчӗ те, хӗрӗх ураллӑ хурт та пулса курчӗҫ, алла-аллӑн тытӑнса вӑрӑм сӑнчӑр йӗркелерӗҫ. «Панулми» вӑйӑра вара кӗвӗ кам ҫинче чарӑнать, ҫавӑн юрлама е ташлама тиврӗ, сӑвӑ калакансем те пулчӗҫ.

Сехете яхӑн пынӑ программа хаваслӑ конкурссемпе, кӑсӑклӑ вӑйӑсемпе пуян пулчӗ, ачасем вылярӗҫ, савӑнчӗҫ, кулчӗҫ, тулли кӑмӑлпа садиксене таврӑнчӗҫ.

Любовь ШУРЯШКИНА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *