Понедельник, 29 апреля

Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ

Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ

Пирӗн округри юрра-кӗвве юратакансене августӑн 25-мӗшӗнче Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ  округсем хушшинчи «Звездное лето» фестиваль хӑй ытамне илчӗ. Вӑл хальхипе иккӗмӗш хут иртрӗ. Тӳпене ҫӑлтӑрсем карса илсен те юрӑ-кӗвӗ таврара янраса тӑчӗ, тӗрлӗ ҫӗртен килсе ҫитнӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарчӗҫ. Вӗсен ӑсталӑхне Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Печникова ертсе пыракан сумлӑ жюри хакларӗ.

15—35 ҫулхи юрӑҫсенчен пӗрремӗш вырӑна Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчен килнӗ Юлиана Михайлова тата пирӗн округри Георгий Печников ҫӗнсе илчӗҫ. Пирӗн ентешсем Олеся Кукушкинӑпа Виктор Шамбулин иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Комсомольскинчи Юлия Щетинкина, Вӑрмар округӗнчи Андрей Игнатьев виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗҫ.

Аслӑрах ӳсӗмри солистсенчен Шӑмӑршӑ округӗнчи Валерий Кузнецовпа Татьяна Долгова пурин чун-чӗрине те тыткӑнларӗҫ, жюри вӗсем пӗрремӗш тата иккӗмӗш вырӑн йышӑннине палӑртрӗ.  Вӑрнарти Валерий Орлов — виҫҫӗмӗш.

Ансамбльсенчен пуҫтарӑннисем пуринчен ытларах Вӑрнарти «Салам» ушкӑна, Ванюркинсен ҫемье дуэтне, «Шемурша» дуэта алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ. Вӗсем малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ.

Округри культура ӗҫченӗсем халӑхӑн канӑвӗ интереслӗ те хаваслӑ пултӑр тесе тӑрӑшни савӑнтарать. Ҫавӑн пек мероприятисене ҫынсем ытларах килсе курни вӗсен ӗҫлес хавхаланӑвне татах та ӳстернӗ пулӗччӗ.

Марина ВОЛКОВА,

халӑх театрӗн режиссерӗ, массӑллӑ мероприятисен ертӳҫи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *