Ватӑсем кӑмӑллӑ  юлчӗҫ

Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакан ватӑсем культура ҫуртӗнче вӗсен ячӗпе йӗркеленӗ мероприятирен тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ.

Пуҫтарӑннисене малтанах Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Салмина, хамӑр патран суйланнӑ депутат, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх,  пурнӑҫра ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Культура ӗҫченӗсем, «Шанчӑк» ушкӑна ҫӳрекенсем сцена ҫине тухса савӑк юрӑ-кӗвӗ  парнелерӗҫ. Ялта юрра-ташша ӑста ветерансем сахал мар. Вӗсем те халӑх умне тухрӗҫ. Пуҫтарӑннисем уйрӑмах Л.И.Ипатьева шӑрантарнӑ «Ан кулян эс ватлӑх пӑхнӑшӑн куҫран» юрра хапӑлласа йышӑнчӗҫ. П.Н.Ивановпа Н.И.Васильев юрланӑ юрӑ та кӑмӑлӗсене кайрӗ.

Тӗлпулу малалла сӗтел хушшинче тӑсӑлчӗ. Пӗрле техӗмлӗ чей ӗҫнӗ май  ватӑсем иртнине аса илчӗҫ, хальхи пурнӑҫ пирки кӑмӑлтан калаҫса ларчӗҫ. Вӗсем уяв ирттерме спонсорла пулӑшу панӑ В.С.Агамирян предпринимателе, «Слава картофелю» агрофирмӑна, Комсомольски райповне, Петр Артемьева, Рудольф Николаева чӗререн тав турӗҫ.

Ялти ватӑсем, тивӗҫлӗ канура пулсан та, хамӑр тӑрӑхра туса ирттерекен обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хӑйсене ҫапла хисеп туни вӗсене татах та хавхалантарать.

Галина Новикова,

 ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *