Понедельник, 29 апреля

Чи лайӑххисене палӑртнӑ

Чи тирпейлӗ те таса, илемлӗ хушма хуҫалӑха тупса палӑртас тесе округра июлӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 31-мӗшӗччен «Чи лайӑх хушма хуҫалӑх» конкурс ирттернӗ.

Ҫак кунсенче унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Комисси членӗсем Комсомольскинчи Зарубинсен хушма хуҫалӑхӗ чи лайӑххи пулнине пӗлтернӗ. Хирти Сӗнтӗрти Беловсен хуҫалӑхӗ — иккӗмӗш вырӑнта.

Мала тухнисене Дипломсемпе наградӑланӑ, укҫан хавхалантарнӑ. Малашне те ҫавӑн пек конкурссем  пуласса, пултаруллисене палӑртасса шанса тӑратпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *