Тавралӑх илемӗ – хамӑршӑн

Тавралӑх илемӗ – хамӑршӑн

«Единая Россия» партин Комсомольски округӗнчи уйрӑмӗн ҫамрӑк гвардеецӗсем яланах хастарлӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ, пур ҫӗре те ӗлкӗреҫҫӗ. Акӑ, октябрь уйӑхӗ пуҫланнӑранпа та вӗсем чылай ырӑ ӗҫ пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ. Обществӑлла организацин хастарӗсем Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче аслӑ ӑру ҫыннисене саламланӑ, килти хуҫалӑхра пулӑшнӑ. 5-мӗш числора вара вӗрентекенсене салам сӑмахӗсемпе, парнесемпе савӑнтарнӑ.

Кунсӑр пуҫне, таврана тирпей-илем кӗртес ӗҫе те хутшӑннӑ. Совет Союзӗн Геройӗ Иван Кабалин ячӗллӗ микрорайонта субботник ирттернӗ. Субботник вӑхӑтӗнче картише типӗ ҫулҫӑран, туратсенчен, автомобиль резинисенчен, пӗренесенчен, хӑмасенчен тата тӗрлӗ ҫӳп-ҫапран тасатнӑ.

Мероприятие ҫавӑн пекех микрорайонта пурӑнакансене те явӑҫтарнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *