Культура

Пултарулӑх сезонне уҫнӑ

Пултарулӑх сезонне уҫнӑ

Иртнӗ эрнекун, сентябрӗн 15-мӗшӗнче, округри культура ҫурчӗсенче  пултарулӑх сезонне уҫнине уявланӑ. Кашни ҫӗрте программӑна куракансемшӗн интереслӗ, пуян тума тӑрӑшнӑ.  Акӑ, Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче уяв программине «И снова здравствуйте» ятпа йӗркеленӗ. Фойере ача-пӑча искусство шкулӗн ӳнер уйрӑмӗнче вӗренекенсен «Чудеса на ткани» ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Куракансене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталия Комиссарова саламланӑ. Вӑл «Кубняночка» халӑх вокал,  «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗсен,  В.Х.Зайцева ячӗллӗ халӑх театрӗн, халӑх эстрада-музыка студийӗн коллективӗсене  тата «Островок» хореографи ушкӑнне пысӑк профессионализмшӑн тата ҫитӗнӳсем тунӑшӑн округ администраци пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе чысланӑ. Уяв ко
Чи лайӑххисене палӑртнӑ

Чи лайӑххисене палӑртнӑ

Чи тирпейлӗ те таса, илемлӗ хушма хуҫалӑха тупса палӑртас тесе округра июлӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 31-мӗшӗччен «Чи лайӑх хушма хуҫалӑх» конкурс ирттернӗ. Ҫак кунсенче унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Комисси членӗсем Комсомольскинчи Зарубинсен хушма хуҫалӑхӗ чи лайӑххи пулнине пӗлтернӗ. Хирти Сӗнтӗрти Беловсен хуҫалӑхӗ — иккӗмӗш вырӑнта. Мала тухнисене Дипломсемпе наградӑланӑ, укҫан хавхалантарнӑ. Малашне те ҫавӑн пек конкурссем  пуласса, пултаруллисене палӑртасса шанса тӑратпӑр.
Халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ

Халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ

Халӑх юрри — мӑн асаттесен ӑрусене ҫыхӑнтаракан йӑли-йӗрки, пурнӑҫ опычӗ урлӑ сӑнарланса искусствӑра упранса юлакан пурлӑх. Шел пулин те, хальхи вӑхӑтра халӑх юрри-ташшине астӑвакан, уявсенче юрлакан ҫын сахал. Фольклор ансамблӗсене ҫӳрекенсем те — аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем тата культура ӗҫченӗсем ҫеҫ. Ҫамрӑксем хальхи музыкӑна итлеме тата ун ҫемми май авкаланма кӑна пултараҫҫӗ.   Халӑхӑн иксӗлми пултарулӑхне манӑҫа кӑларас мар, аслисем ҫамрӑксене ҫак ӑсталӑха вӗрентсе хӑварма пултарччӑр тесе  Чӑваш Республикин  Социаллӑ  фончӗн Комсомольскинчи клиент служби ҫумӗнчи аслӑ ӑрӑвӑн «Кӗмӗл ӳсӗм» центрӗнче ҫак кӗҫнерникун чӑваш халӑх юррисемпе ӑсталӑх класӗ ирттерчӗҫ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫи, ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ  Владимир Павлов тата ушкӑна ҫӳрекен арҫынсем авалхи йӑ
Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ

Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ

Ҫурла уйӑхӗнче православи тӗнне ӗненекенсем пыл, панулми тата ҫӑкӑр  (мӑйӑр) спасӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫуллахи ҫак уявсене ватти-вӗтти те юратать, вӗсем ҫӗнӗ ҫимӗҫ тутанма вӑхӑт ҫитнине систереҫҫӗ-ҫке. Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем августӑн 29-мӗшӗнче пӗчӗккисем валли «Спас медовый, яблочный и ореховый» программа йӗркелерӗҫ. Мероприятие ертсе пыракан Валентина Тимофеева «Колосок» тата «Радуга» ача сачӗсен воспитанникӗсене Раҫҫейре ҫак уявсене епле паллӑ тунине кӗскен каласа пачӗ. Ачасем хӑйсен воспитателӗсемпе пӗрле хускануллӑ тӗрлӗ вӑййа хаваспах хутшӑнчӗҫ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шырарӗҫ, ыйтусене хуравларӗҫ. Вӑйӑра шӑпӑрлансем пыл хурчӗ те, хӗрӗх ураллӑ хурт та пулса курчӗҫ, алла-аллӑн тытӑнса вӑрӑм сӑнчӑр йӗркелерӗҫ. «Панулми» вӑйӑра вара кӗвӗ кам ҫинче чарӑнать,
Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ

Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ

Пирӗн округри юрра-кӗвве юратакансене августӑн 25-мӗшӗнче Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ  округсем хушшинчи «Звездное лето» фестиваль хӑй ытамне илчӗ. Вӑл хальхипе иккӗмӗш хут иртрӗ. Тӳпене ҫӑлтӑрсем карса илсен те юрӑ-кӗвӗ таврара янраса тӑчӗ, тӗрлӗ ҫӗртен килсе ҫитнӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарчӗҫ. Вӗсен ӑсталӑхне Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Печникова ертсе пыракан сумлӑ жюри хакларӗ. 15—35 ҫулхи юрӑҫсенчен пӗрремӗш вырӑна Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчен килнӗ Юлиана Михайлова тата пирӗн округри Георгий Печников ҫӗнсе илчӗҫ. Пирӗн ентешсем Олеся Кукушкинӑпа Виктор Шамбулин иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Комсомольскинчи Юлия Щетинкина, Вӑрмар округӗнчи Андрей Игнатьев виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗҫ. Аслӑрах ӳсӗмри солистсенчен Шӑмӑршӑ округӗн

«Туслӑх» — фестиваль лауреачӗ

Иртнӗ шӑматкун, августӑн 12-мӗшӗнче, Куславккара Хула  кунне паллӑ турӗҫ.  Ҫав кун Атӑл ҫинчи хулара нумай мероприяти иртрӗ. Ҫав шутра республикӑри «Чувашские переливы» III уҫӑ фестиваль-конкурс та пулчӗ. Ӑна хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пултаруллӑ купӑсҫа Петр Петрович Шоркина асӑнса ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Куславккара иртнӗ ҫак фестивале Комсомольски ялӗнчи «Туслӑх» фольклор ансамблӗ те хутшӑнчӗ. «Туслӑх» ансамбль «Ҫӗр тата ҫынсем» музей ҫумӗнче 2023 ҫулта йӗркеленнӗ. Коллектив чӑваш халӑх юрри-ташшисене, йӑли-йӗркине юратакан хастар, пуҫаруллӑ хӗрарӑмсене пӗр ушкӑна пӗрлештернӗ. Унта хутшӑнакансем пурте — сумлӑ ӳсӗмри ҫынсем, вӗсем сценӑсӑр пурӑнаймаҫҫӗ, юрласа кӑмӑлӗсене ҫӗклеҫҫӗ, ҫавӑнпа хавхаланаҫҫӗ. Фестивале республикӑри пултарулӑх ушкӑнӗсем, хуткупӑсҫӑсем, такмак калакансем
Александровка территори уйрӑмӗ

Александровка территори уйрӑмӗ

Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи 12 территори уйрӑмӗ хушшинче вӑл пысӑккисенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ территори уйрӑмне Александровка, Ахмет, Новоалександровка, Ҫӗнӗ Сӗнтӗр, Кивӗ Сӗнтӗр, Хырай Ӗнел ялӗсем, Луцки сали тата Киров поселокӗ кӗреҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне территорире 944 хуҫалӑх шутланать, вӗсенче пӗтӗмпе 1875 ҫын пурӑнать, ҫав шутран 170-е яхӑн — ачасем. Пӗлтӗр 11 пепке ҫуралнӑ, 23 ҫын ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ, пӗр мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Ку тӑрӑх — Совет Союзӗн Геройӗсен Константин Антоновпа (Луцки сали) Иван Кабалинӑн (Александровка ялӗ), паттӑр летчикӑн Николай Будаковӑн (Крестниково, халӗ Александровка ялӗ), хӑюллӑ пулеметчикӑн Иван Смирновӑн (Ҫӗнӗ Сӗнтӗр) ҫуралса ӳснӗ тӑван кӗтесӗ. Александровкӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе территори уйрӑмӗн начальникӗ Любовь Александровна ПОЛЯКОВА пал
Чӑваш Енри юман — ҫӗнтерӳҫӗ

Чӑваш Енри юман — ҫӗнтерӳҫӗ

Чӑваш Енри 372 ҫулти юман чи нумай сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл Муркаш муниципаллӑ округӗнче Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсет. Уншӑн 21577 ҫын сасӑ панӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Белгород облаҫӗнчи юман. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Питӗрти йывӑҫ.  Сасӑлава ҫӗршыври 69 ҫутҫанталӑк палӑкӗ хутшӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтернӗ регион пуҫлӑхне диплом тата «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ — 2023» астӑвӑм хӑмине парӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗ-регион йывӑҫа пӑхса тӑмалли сертификата тивӗҫӗ.
Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь

Библиотека вӑл — ӑс-хакӑл культурин тӗрекӗ, кунта кашниех хӑйне валли интереслӗ информаци тупма пултарать. Анчах та паянхи кун нумайӑшӗ библиотекӑна ҫӳреме кирлех мар тесе шутлать, мӗншӗн тесен кӗнекене туянма е интернетра тупма пулать.  Ҫапах вулама юратакансем нихӑҫан та кӗнеке чӑштӑртатнине монитор ҫуттипе улӑштарас ҫук. Паллах, интернетра материал нумай, анчах та пире библиотекӑра ӗҫлекен специалист кирлӗрех пулӑшу пама пултарать. Анат Тимӗрчкасси ялӗнчи библиотекӑра Любовь Витальевна Филиппова вӑй хурать. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне библиотека ӗҫне халалланӑ, студент пулнӑ чухнех ӗҫе вырнаҫнӑ. Маттур специалистшӑн библиотека иккӗмӗш килӗ пулса тӑнӑ. Вӑл 39 ҫул хӑйӗн ӗҫне чунӗпе юратса пурнӑҫлать, тӗрлӗ мероприяти, выставкӑсем ирттерет, кирлӗ информаципе тивӗҫтерет.  Библиотека сайра-х

Юмахри асамлӑх – кулленхи йӑпану

Ӑстаҫӑсем — илеме курма тата ӑна упрама пӗлекенсем.      Хитре япала вӑл куҫшӑн, ырри вара чуншӑн-ҫке. Ҫапах та вӗсем пурнӑҫра иккӗшӗ те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртмалла. Тури Тимӗрчкассинче пурӑнакан Маринӑпа Алексей Фоминсен ҫуртне кӗрсе курсассӑн асам тӗнчине ҫакланнӑнах туйӑнать. Ҫуркуннехипе ҫуллахи кунсене аса илтерсе, кунта илемлӗ ҫеҫкесем кашнин чӗринех хумхантараҫҫӗ. Алӑ ӗҫӗпе кӑсӑкланакансем тӗрлӗ материалран темӗн те пӗр ӑсталаса тӗлӗнтернӗҫем тӗлӗнтерсех тӑраҫҫӗ. Акӑ, Марина фоамиран тата изолон хучӗсенчен каҫхи лампа евӗр ҫеҫкесем хатӗрлет. Фоамиран пирки калас пулсан, вӑл ҫемҫе бархат евӗрлӗрех. Кӑшт ӑшӑтсан унран чаплӑ та кӑсӑклӑ япаласем ӑсталама пулать, пластилин пек, алла ҫыпӑҫса та чӑрмантармасть. — Малтанлӑха хама валли вӗренмелл