Ачасем патӗнче – хӑнара

Ачасем патӗнче – хӑнара

Паллӑ ӗнтӗ, ачасем вулама юратса ӳсчӗр тесен вӗсене пӗчӗкрен кӗнекесен асамлӑ тӗнчипе паллаштармалла. Ҫавна шута илсе ҫак кунсенче «Колосок» ача садӗнчи «Непоседы» кӗҫӗн ушкӑнра хӑнара пултӑм. Ку вулавӑшӑн пулас пӗчӗк вулаканӗсемпе ирттернӗ пӗрремӗш тӗлпулу пулчӗ.

Шӑпӑрлансене малтанах тӗрлӗ кӗнеке пурӑнакан библиотека тӗнчи, библиотекарь ӗҫӗ ҫинчен каласа патӑм. Ачасем патне пушӑ алӑпа мар, чи илемлӗ те паллӑ кӗнекесемпе кайрӑм — вырӑс халӑх юмахӗсемпе, Корней Чуковскин, Агния Бартон тата ытти авторсен хайлавӗсемпе. «Гуси-лебеди», «Репка» юмахсене вара вӗсене сасӑпа вуласа патӑм. Пурте кӑсӑкланса итлерӗҫ, юмахри паттӑрсемпе пӗрле кулянчӗҫ те, савӑнчӗҫ те.

Кайран ачасем журналсемпе, кӗнекесемпе, илемлӗ энциклопеди кӑларӑмӗсемпе, тӗрлӗ чӗрчунсемпе иллюстрациленӗ словарьсемпе те паллашрӗҫ.

Татьяна ВОЛКОВА,

Дубовка ял библиотекарӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *