Пятница, 26 апреля

Культура

Ҫамрӑк армеецсен фестивалӗ иртрӗ

Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас ӗҫ-хӗле пирӗн тӑрӑхра аван йӗркеленӗ. Ҫулсеренех «Зарница», «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисем иртеҫҫӗ, шкулсенчи класс сехечӗсене Украинӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, ҫар служби витӗр тухнӑ саппасри ветерансене йыхравлаҫҫӗ, тата ытти те. Февралӗн 7-мӗшӗнче вара ҫамрӑк армеецсен юхӑмӗн «Пире ку тӗнчене упрама пилленӗ» фестивалӗ пуҫласа иртрӗ. Унта округри мӗнпур шкулти командӑсем хутшӑнчӗҫ. Фестивале пухӑннӑ ҫамрӑк армеецсемпе вӗсен наставникӗсене малтанах Комсомольски территорири уйрӑм начальникӗ М.А.Илларионова, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканВ.Х.Денисов, Комсомольски тата Елчӗк муниципаллӑ округӗсенчи ҫар комиссарӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Г.И.Серебров саламларӗҫ.  Ҫамрӑк а

«Ҫӗршыв хӳтӗлевҫи патне — ҫыру» акци

Февралӗн 1-мӗшӗнче ҫамрӑксен «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫи  патне — ҫыру» Пӗтӗм Раҫҫейри акцийӗ пуҫланчӗ. Вӑл февралӗн 15-мӗшӗччен пырать.  Унта шкул ачисем,  студентсем, ҫамрӑксен общество ушкӑнӗсен представителӗсем хутшӑнаяҫҫӗ.  Кӑмӑл тӑвакансем пурте ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан,  госпитальсенче сипленекен салтаксене Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлама пултараҫҫӗ.  Ку акци пӗрремӗш ҫул иртмест.  Ӑна пӗлтӗр те йӗркеленӗ.  Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем унта хастар хутшӑннӑ.  Ҫак йышра — районти вӗренекенсем те. Вӗсем  салтаксем патне ҫырусем шӑрҫалама, ӳкерчӗксем тума пуҫланӑ та.    Акӑ, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсемпе педагогӗсем акци пуҫланнӑ кунах ӗҫе пикеннӗ. Кун пирки вӗсем социаллӑ страницӑсенче пӗлтереҫҫӗ. Ачасен ҫырӑвӗсене,  ӳкерчӗкӗсене,  открыткисене салтаксем патне гуманитари пул
Педагогсене тав турӗҫ, ачасене телейлӗ Пуласлӑх сунчӗҫ

Педагогсене тав турӗҫ, ачасене телейлӗ Пуласлӑх сунчӗҫ

Февралӗн 1-мӗшӗнче тӗп библиотека ӗҫченӗсем кӑҫалхи Раҫҫейри Вӗрентекен тата наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Уява  вулавӑшра вӑй хуракан Вера Горбуновапа Валентина Боровкова ертсе пычӗҫ. Малтанах пуҫтарӑннисене «Радуга» ача садне ҫӳрекенсем саламларӗҫ, илемлӗ ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Пӗчӗкскерсем хӑйсен килӗшӳллӗ хусканӑвӗсемпе пурин кӑмӑлне те тыткӑнларӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков уява хутшӑнакан  педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене саламласа чечек ҫыххисем пачӗ. Вӑл вӗрентекенсемпе ачасем пурнӑҫра тачӑ ҫыхӑнса пӗр тӗвве пӗрлешсе тӑнине палӑртрӗ, учительсен ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем чылай каларӗ. Чӑнах та, уява килнӗ Г.А.Смирнова, Н.Я.Зайцева, П.С.Зайцев, Т.А.Ар
Ҫар мухтавӗн музейӗ уҫӑлчӗ

Ҫар мухтавӗн музейӗ уҫӑлчӗ

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи учительсен коллективӗ вӗренекенсене тӗрлӗ енлӗн аталантарас тесе нумай тӑрӑшать. 2016 ҫултанпа Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмне кӗнӗ, вӗренекенсем тӗрлӗ проектсене хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвашлӑха, тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине ачасем амӑш сӗчӗпех ӑса хывччӑр тесе тӗрлӗ меслетпе усӑ кураҫҫӗ, уявсем ирттереҫҫӗ.   Патриотизмла воспитани парасси те ҫӳлти шайра, ахальтен мар кунта шыравҫӑсен отрядне йӗркеленӗ. Ҫамрӑк шыравҫӑсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тапхӑрӗнче ҫапӑҫусем  пынӑ вырӑнсене экспедицисене тухса ҫӳреҫҫӗ, шырав ӗҫӗсене  хутшӑнаҫҫӗ. Унтан вӗсем пӗрре те пушӑ алӑпа таврӑнмаҫҫӗ, вӑрҫӑ хирӗсенчен вӑхӑт иртнипе тӗксӗмленнӗ ҫар билечӗсем, тутӑхнӑ патронсемпе гильзӑсем, каскӑсем, фляжкӑсем тата ытти япала тупса килеҫҫӗ. Шырав-тӗпчев енӗпе тӑтӑш ӗҫленӗ май, Ҫӗнӗм
Ырă пуçарусем пурнăçа кĕреççĕ

Ырă пуçарусем пурнăçа кĕреççĕ

2023 çулăн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе пырать.  Раççей çапăçу хирĕнче хăйĕн суверенитетне хӳтĕленĕ тапхăрта общество тачă пĕрлĕхре пурăнни  мĕн тери кирлине Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн представителĕсем питĕ аван ăнланаççĕ.   Хĕрарăмсен юхăмĕ — гражданла обществăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ.  Организаци республикăра пурăнакан мĕнпур ӳсĕмри тата профессиллĕ çынсене пĕрлештерес тĕлĕшпе тĕрлĕ пуçару сĕнет.  Тĕслĕхрен, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси, промышленноç  предприятийĕсенче хĕрарăмсен канашĕсене аталантарасси, телейлĕ ачалăх çулталăкĕ шайĕнче мероприятисем йĕркелесси тата хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе асра хăварасси кăçал тĕп çул-йĕрсем пулса тăраççĕ. Пĕлтĕр Хĕрарăмсен союзĕн хастарĕсем «Разговоры о важном» проекта хутшăнса республикăри шкулсе

Культура ĕçченĕ – хисеплĕ юбиляр

Ялти культура çурчĕсем — ял çыннисен культура центрĕсем. Кунта граждансен, колхозсен пухăвĕсем иртеççĕ. Сцена çинче миçе спектакль кăтартман-ши тĕрлĕ шайри артистсем? Çакăнтах кашни каç тĕрлĕ тĕслĕ кино курма çӳренĕ ял халăхĕ. Шкул ачисем тата çамрăксем валли уяв мероприятийĕсем те унтах йĕркелеççĕ. Хĕл Мучине те Йăлмахва халăхĕ ялти клубрах кĕтсе илнĕ. Çак клуб пулман тăк, мĕн пулĕччĕ-ши? Ялта культура ĕçченĕ пулма çăмăл мар. Унăн ĕçне йĕркелесе пынинчен ял çыннисен культура пурнăçĕ нумай килет. Кунта ялта пурăнакансем пушă вăхăтне ирттерме, пултарулăхне аталантарма, çĕнĕ талантсем уçма пуçтарăнаççĕ. Çак ĕçченсенчен пĕринпе паллашар-ха? Надежда Петровна Зайцева (Албутова) 1991—1994 çулсенче Йăлмахвари культура çуртĕнче илемлĕх ертӳçи, 1995—1998 çулсенче директор пулса ĕçленĕ. Клубр
Кашни килте пултăр район хаçачĕ

Кашни килте пултăр район хаçачĕ

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем январь уйăхĕнче харăсах икĕ уява, Раççей тата Чăваш пичет кунĕсене, паллă тăваççĕ. 1703 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Раççей патшалăхĕнче пĕрремĕш хаçат — «Ведомости» — кун çути курнă. Унăн редакторĕ I Петĕр патша хăй пулнă. Пĕрремĕш хаçатăн тиражĕ пин экземплярпа çеç танлашнă пулин те, вăл пичет историйĕшĕн паллă событи пулса тăнă. Раççей пичечĕн уявне çак пулăмпа çыхăнтарнă. Уява 1991 çулта РФ Президенчĕн указĕпе çирĕплетнĕ. Чăваш пичечĕн кунне 2000 çултанпа январь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче уявлаççĕ. Ку дата чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» тухнă вăхăтпа çыхăннă. Унăн малтанхи номерĕ 1906 çулта январьте пичетленсе тухнă. Пирĕн район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ «Каçал ен» («Паянхи сас», «Авангард», «Октябрь ялавĕ») 1931 çулхи ф
Çыхнă кроликсем – чи чаплă парне

Çыхнă кроликсем – чи чаплă парне

Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Раççейри калем ăстисем хăйсен професси уявне палăртаççĕ. Район хаçачĕн ĕçченĕсене хисеп туса пĕр кун маларах «Каçал ен» редакцине сумлă хăна — Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Зинаида Киргизова — ирех килсе çитрĕ. Зинаида Киргизова çинчен хаçатра пĕрре мар çырнă эпир. Вăл «ылтăн» алăллă хĕрарăм тесен те тĕрĕс. Кирек мĕн тытсан та ăстаскерĕн пурте илемлĕ те ятуллă пулать: тĕрри те, çĕвви те, çыхнă мĕнпур япали те. «Каçал ене» çулсеренех çырăнать вăл. Маттур хĕрарăм редакцине те пушă алăпа килмерĕ — кăçалхи çулталăк кролик çулĕ пулнине асра тытса, чĕнтĕр йĕппипе хăй çыхнă çемçе теттесене — хаçат вулакан кроликсен çемйине — парнелерĕ. — Зинаида Васильевна, парнешĕн тавтапуç сире. Ку эксклюзивлă чĕрчунсем малашне пирĕн патра «пурăнĕç», ăнăçу илсе килĕç. Пирĕншĕн эсир п
Культура çурчĕ уçăлнă

Культура çурчĕ уçăлнă

Тукай ялĕнче пурăнакансем Çĕнĕ çула çĕнĕ культура çурчĕпе кĕтсе илĕç. Çак кунсенче унта культура «вучахĕн» алăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çак енĕпе йĕркеленĕ мероприятие ЧР культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Т.В.Казакова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.С.Краснов, О.В.Мешков, Ю.А.Попов, Комсомольски муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н.Осипов, «Геолог» ООО (çурта хута ярас енĕпе ĕçленĕ организаци) директорĕ С.Н. Елисеев, Комсомольски муниципаллă округ депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ С.Н.Грачева, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.А.Осипов, Тукай ялĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ М.А.Краснова хутшăннă. Вĕсем  çынсен канăвне усăллă та интереслĕ ирттерес, тĕрлĕ енлĕ аталанма май парас тĕлĕшпе ялта хăтлă культура çурчĕ пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. С
«Ача-пăча сасси  тепĕр хут янăрарĕ

«Ача-пăча сасси  тепĕр хут янăрарĕ

2022 ҫул — Раҫҫейре халӑхсен культурин пуян еткерлӗхне сыхласа хӑварассин ҫулталӑкě. Пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, районта та ҫак ҫулталӑка халалласа тӗрлӗ енлӗ нумай мероприяти иртрӗ.  Районти ачасен искусство шкулӗ кӑҫал та ҫак ҫулталӑка халалласа  йăлана кĕнĕ «Ача-пӑча сасси» фестиваль-конкурса 9-мӗш хут йӗркелерӗ. Ăна Аслӑ Чурачӑкри ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи тата районти ачасен искусство шкулӗ пуçарăвӗпе 2012 çултанпа ирттереççӗ. Хальхи вăхăтра халăх юррисене шăрантарасси тепĕр хут вăй илсе пырать. Ачасем — пирӗн пуласлӑх, тетпӗрĕ Мӗн пӗчӗкрен вĕсене тăван халăхăмăрăн пуянлăхне вĕрентсе хăварни, йăли-йĕркине аталантарса пыни паха. Кăçал та çамрăк артистсем нумай пулнине палăртмалла. Хамăр районти коллективсемсĕр пуçне фестиваль-конкурсра Патӑрьел, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрр