Воскресенье, 28 апреля

Педагогсене тав турӗҫ, ачасене телейлӗ Пуласлӑх сунчӗҫ

Педагогсене тав турӗҫ, ачасене телейлӗ Пуласлӑх сунчӗҫ

Февралӗн 1-мӗшӗнче тӗп библиотека ӗҫченӗсем кӑҫалхи Раҫҫейри Вӗрентекен тата наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Уява  вулавӑшра вӑй хуракан Вера Горбуновапа Валентина Боровкова ертсе пычӗҫ.

Малтанах пуҫтарӑннисене «Радуга» ача садне ҫӳрекенсем саламларӗҫ, илемлӗ ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Пӗчӗкскерсем хӑйсен килӗшӳллӗ хусканӑвӗсемпе пурин кӑмӑлне те тыткӑнларӗҫ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков уява хутшӑнакан  педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене саламласа чечек ҫыххисем пачӗ. Вӑл вӗрентекенсемпе ачасем пурнӑҫра тачӑ ҫыхӑнса пӗр тӗвве пӗрлешсе тӑнине палӑртрӗ, учительсен ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем чылай каларӗ.

Чӑнах та, уява килнӗ Г.А.Смирнова, Н.Я.Зайцева, П.С.Зайцев, Т.А.Артемьева, Г.А.Мамуткина, М.А.Краснова, М.В. Григорьева, Н.М.Сахров тав сӑмахне тивӗҫлӗ. Вӗсем  ӗмӗр тӑршшӗпех ачасемшӗн ӗҫленӗ. Учительсем тӗрлӗрен предметсене вӗрентнӗ пулин те, пурте ҫитӗнекен ӑру ӑслӑ-тӑнлӑ ҫитӗнтӗр, пурнӑҫри вырӑнне тупса обществӑна усӑ кӳтӗр тесе тӑрӑшнӑ. Педагог-ветерансене хӑйсем ҫинчен каласа пама ыйтрӗҫ те, вӗсем шухӑшӗсемпе, кӑмӑл-туйӑмӗпе паянхи кун та ачасемпе пӗрлех пулнӑн туйӑнчӗ. Кашнин сӑмахнех ҫынсем хӑйсен чӗрисенче ылтӑн саспаллисемпе ҫырса хума тивӗҫ.

Тӗп библиотека заведующийӗ, Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова уява килнӗ педагог-ветерансене тав турӗ, ҫулталӑк тӑршшӗпех Вӗрентекен тата наставник, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене халалласа мероприятисем чылай йӗркелесе ирттерме палӑртни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *