Ҫамрӑк армеецсен фестивалӗ иртрӗ

Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас ӗҫ-хӗле пирӗн тӑрӑхра аван йӗркеленӗ. Ҫулсеренех «Зарница», «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисем иртеҫҫӗ, шкулсенчи класс сехечӗсене Украинӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, ҫар служби витӗр тухнӑ саппасри ветерансене йыхравлаҫҫӗ, тата ытти те. Февралӗн 7-мӗшӗнче вара ҫамрӑк армеецсен юхӑмӗн «Пире ку тӗнчене упрама пилленӗ» фестивалӗ пуҫласа иртрӗ. Унта округри мӗнпур шкулти командӑсем хутшӑнчӗҫ.

Фестивале пухӑннӑ ҫамрӑк армеецсемпе вӗсен наставникӗсене малтанах Комсомольски территорири уйрӑм начальникӗ М.А.Илларионова, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканВ.Х.Денисов, Комсомольски тата Елчӗк муниципаллӑ округӗсенчи ҫар комиссарӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Г.И.Серебров саламларӗҫ. 

Ҫамрӑк армеецсен ултӑ енлӗ тупӑшура ӑмӑртма тиврӗ. Кашни команда строй хатӗрленӗвне кӑтартса пачӗ, юрласа утрӗ, пневматика винтовкинчен печӗ, Калашников автоматне вӑхӑтпа сӳтсе пуҫтарчӗ. Ҫавӑн пекех яшсемпе хӗрсем ҫарпа спорт эстафетинче вӑй виҫрӗҫ — командӑри пӗрер хӗрпе каччӑ пуҫ урлӑ чикеленчӗҫ, хими хӑрушлӑхӗнчен хӳтӗлекен костюмпа противогаз тӑхӑнчӗҫ,  скакалкӑпа сикрӗҫ, отжимани турӗҫ.

Командӑсем «Zа победу» агитбригада йӗркелесе пултарулӑх номерӗсемпе жюри умне тухрӗҫ. Кашни шкул программӑна кӑсӑклӑрах, чӗрене витмелле тума тӑрӑшни туйӑнчӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ чуна пырса тивекен юрӑсем шӑранчӗҫ, хӑйсем шӑрҫаланӑ сӑвӑсене вулакансем те пулчӗҫ. Ҫак номерсене пӑхса ларнӑ май ҫитӗнекен ӑру ачаранах ҫӗршыв хӳтӗлевҫи пулма хатӗрленсе ӳснине, фронтри ашшӗсене, тетӗшӗсене май пур таран пулӑшма тӑрӑшнине  туйса илме пулчӗ. «Равнение на героев» ҫарпа истори викторининче ачасем кӑткӑс  ыйтусене мӑйӑр пек шӗкӗлчерӗҫ. 

Фестивальте Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк армеецсем чи нумай бал пухса ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта — Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗн команди. Тӑманлӑ Выҫли тӗп шкулӗн армеецӗсем вара (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн филиалӗ) виҫҫӗмӗш вырӑна алӑран вӗҫертмерӗҫ. Мала тухнӑ командӑсемпе вӗсен наставникӗсене, тренерӗсене ӑшшӑн саламлатпӑр. Ыттисене вара ҫине тӑрса хатӗрленсе ҫитес ӑмӑртусенче ҫӗнтерме вӑй-хал, ӑнӑҫу сунас килет.

       Л.ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *