Суббота, 20 апреля

«Ҫӗршыв хӳтӗлевҫи патне — ҫыру» акци

Февралӗн 1-мӗшӗнче ҫамрӑксен «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫи  патне — ҫыру» Пӗтӗм Раҫҫейри акцийӗ пуҫланчӗ. Вӑл февралӗн 15-мӗшӗччен пырать.  Унта шкул ачисем,  студентсем, ҫамрӑксен общество ушкӑнӗсен представителӗсем хутшӑнаяҫҫӗ.  Кӑмӑл тӑвакансем пурте ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан,  госпитальсенче сипленекен салтаксене Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлама пултараҫҫӗ.  Ку акци пӗрремӗш ҫул иртмест.  Ӑна пӗлтӗр те йӗркеленӗ.  Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем унта хастар хутшӑннӑ.  Ҫак йышра — районти вӗренекенсем те. Вӗсем  салтаксем патне ҫырусем шӑрҫалама, ӳкерчӗксем тума пуҫланӑ та.    Акӑ, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсемпе педагогӗсем акци пуҫланнӑ кунах ӗҫе пикеннӗ. Кун пирки вӗсем социаллӑ страницӑсенче пӗлтереҫҫӗ.

Ачасен ҫырӑвӗсене,  ӳкерчӗкӗсене,  открыткисене салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗпе пӗрле илсе ҫитерӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *