Культура ĕçченĕ – хисеплĕ юбиляр

Ялти культура çурчĕсем — ял çыннисен культура центрĕсем. Кунта граждансен, колхозсен пухăвĕсем иртеççĕ. Сцена çинче миçе спектакль кăтартман-ши тĕрлĕ шайри артистсем? Çакăнтах кашни каç тĕрлĕ тĕслĕ кино курма çӳренĕ ял халăхĕ. Шкул ачисем тата çамрăксем валли уяв мероприятийĕсем те унтах йĕркелеççĕ. Хĕл Мучине те Йăлмахва халăхĕ ялти клубрах кĕтсе илнĕ. Çак клуб пулман тăк, мĕн пулĕччĕ-ши?

Ялта культура ĕçченĕ пулма çăмăл мар. Унăн ĕçне йĕркелесе пынинчен ял çыннисен культура пурнăçĕ нумай килет. Кунта ялта пурăнакансем пушă вăхăтне ирттерме, пултарулăхне аталантарма, çĕнĕ талантсем уçма пуçтарăнаççĕ.

Çак ĕçченсенчен пĕринпе паллашар-ха? Надежда Петровна Зайцева (Албутова) 1991—1994 çулсенче Йăлмахвари культура çуртĕнче илемлĕх ертӳçи, 1995—1998 çулсенче директор пулса ĕçленĕ. Клубра ĕçлес туртăм ăçтан пуçланнă-ха? «Атте купăс калатчĕ, анне юрлама юратнă. Атте хăй те юрра ăстаччĕ. Мана та çынсене савăнтарасси вĕсенчен куçнă пуль», — аса илет Надежда Петровна. Ĕçленĕ вăхăтра уяв сценарийĕсем, вăйă-кулă программисем шухăшласа кăларнă культура ĕçченĕ, сцена костюмĕсем тупнă. Кашни праçникре концертсем лартнă, вĕсене шкул ачисем те хутшăннă. Салтака каякан каччăсене ăсату каçĕсем ирттерсе панă. Районти культура мероприятийĕсене активлăн хутшăннă, Акатуйне каймасăр пĕр çул та юлман. Тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Сăмахран, район шайĕнче ирттернĕ «Родные просторы» конкурсра пирĕн артистсем 2-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çамрăксемпе концертсем, спектакльсем хатĕрлесе кӳршĕ ялсене çӳренĕ. Тĕрлĕ тăрăхра артистсем пирĕн яла концерт лартма та килнĕ.

«Час-часах Шупашкарти театр артисчĕсем те спектакль кăтартма çитетчĕç. Вĕсене тивĕçлĕ шайра кĕтсе илсе ăсатса янă. Пĕррехинче Валери Туркай поэт вĕсемпе пĕрле килнĕччĕ. Вăл хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ, сăвă кĕнекисене парнелесе хăварчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.В.Федоров та пирĕн клуба килсе курнăччĕ, суйлавçăсемпе тĕл пулнăччĕ», — каласа кăтартрĕ Надежда Зайцева.

Спорт мероприятийĕсем те çакăнтах йĕркеленĕ. Теннисла, бильярдла, шашкăлла выляма юратнă йăлмахвасем. Уяв кунĕсенче турнирсем ирттернĕ. Мала тухакансене парнесем парса хавхалантарнă. Çуллахи вăхăтра клуб çумĕнчи волейбол площадки нихăçан та пушă тăман. Унта яланах çак вăййа юратакансем пуçтарăннă.

Вăл вăхăтра ялти клуба халăх йышлăн çӳренĕ, хăшĕ-пĕри çемйипех тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă. Çулла, яла хулари ачасем килсен, культура ĕçченĕн ĕçĕ тата та нумайланнă.

Паян Надежда Петровна юбилей кĕрекине ларать. Эпир ăна çак уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, сурпан пек вăрăм ĕмĕр, тапса тăракан вăй-хал сунатпăр, çемьере яланах килĕшӳ, ĕçре ăнăçу пулччăр, çывăх çыннусен ăшшипе киленсе нумай-нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр.

П. ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *