Понедельник, 29 апреля

Ырă пуçарусем пурнăçа кĕреççĕ

Ырă пуçарусем пурнăçа кĕреççĕ

2023 çулăн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе пырать.  Раççей çапăçу хирĕнче хăйĕн суверенитетне хӳтĕленĕ тапхăрта общество тачă пĕрлĕхре пурăнни  мĕн тери кирлине Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн представителĕсем питĕ аван ăнланаççĕ.  

Хĕрарăмсен юхăмĕ — гражданла обществăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ.  Организаци республикăра пурăнакан мĕнпур ӳсĕмри тата профессиллĕ çынсене пĕрлештерес тĕлĕшпе тĕрлĕ пуçару сĕнет.  Тĕслĕхрен, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси, промышленноç  предприятийĕсенче хĕрарăмсен канашĕсене аталантарасси, телейлĕ ачалăх çулталăкĕ шайĕнче мероприятисем йĕркелесси тата хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе асра хăварасси кăçал тĕп çул-йĕрсем пулса тăраççĕ.

Пĕлтĕр Хĕрарăмсен союзĕн хастарĕсем «Разговоры о важном» проекта хутшăнса республикăри шкулсенче класс сехечĕсен ярăмне ирттернĕ.  Ятарлă çар операцине  хутшăнакансемпе йĕркеленĕ паттăрлăх урокĕсем çул çитменнисен чун-чĕринче тарăн йĕр хăварчĕç.  Çак ĕç малалла тăсăлĕ, мĕншĕн тесен ачасен çар пулăмĕсем çинчен тĕрĕссине пирĕн паттăр хӳтĕлевçĕсенчен пĕлни аванрах.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтернĕ телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулăмсемпе пуян пуласса шантарать.  Тĕп вырăнта, паллах, çитĕнекен ăру пулĕ.  Ача телейĕ амăшĕн аллинче пулни паллă ĕнтĕ, çавăнпа та хĕрарăмсен союзĕн хастарĕсем яланах юнашар пулĕç.

«Эпĕ — хĕрарăм» конкурс виççĕмĕш хут иртĕ, вăл хĕрарăмăн пурнăçри пĕлтерĕшĕпе илемлĕхне çирĕплетекен форум.  2022 çулта тупăшăва 500 яхăн хĕрарăм хутшăннă.  415 ролика халăх сасăлавне кĕртнĕ, унта 38 пине яхăн çын сасăланă.  «Хĕрарăма мухтар» фестиваль иккĕмĕш хут пулать.  Пĕлтĕр вăл Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти ултă предприятири хĕрарăмсен пултарулăх командисене пĕрлештернĕччĕ.

Хĕрарăмсен обществăлла юхăмĕ çамрăк çемьесене малалла та хăйĕн ĕçне явăçтарĕ.  Сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе Сывлăх сыхлав министерствин специалисчĕсемпе «Ради жизни» проект шайĕнчи профилактика мероприятийĕсенче тачă çыхăнура ĕçлеме палăртнă.  Республикăри театрсемпе пĕрле ирттерекен йăлана кĕнĕ культура мероприятийĕсен ярăмĕ 2023 çулта та татăлмалла мар.

Хăйĕн  ĕç-хĕлĕнче хĕрарăмсен бизнес-пĕрлĕхĕпе хутшăнса пĕрлешӳ хĕрарăм предпринимательсене те пысăк тимлĕх уйăрĕ.  Тата, паллах, ял хĕрарăмĕсене пулăшасси, чапа кăларасси питĕ кирлĕ ĕç пулса юлать.

Комсомольски муниципаллă округĕнче те хĕрарăмсен канашĕ ĕçлет, вăл Чăваш Енри  союзăн уйрăмĕ шутланать.  Председателĕ — Инна Петровна Ядрова.  Палăртса хăвармалла, округри хĕрарăмсен канашĕ ирттерекен мероприятисем пурте яланах питĕ кăсăклă, çĕнĕлĕхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе манăçми туйăмсем хăвараççĕ.  Муниципаллă округри хĕрарăмсен совечĕ 2023 çулта ытти организацисемпе, обществăлла канашсемпе пĕрле мартăн    8-мĕшне, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна, Çемье кунне, «Эпĕ — хĕрарăм» республика конкурсĕн муниципалитет шайĕнчи тапхăрне  йĕркелеме палăртать.  «Çавăн пекех «У войны не женское лицо», «10 тысяч шагов к жизни», «Посади дерево и сохрани его» акцисене  тата ытти мероприятисене пирĕн хĕрсем  хастар хутшăнма хатĕр», — терĕ Инна Петровна.  

Çакăн пек пуян пулма шантарать кăçалхи çул.  Общество хастарĕсем вара пурнăçа кăсăк- лăрах та çутăрах тăвассишĕн тăрăшĕç. А. Иванова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *